Асран каймитусăм

9 Çĕртме, 2015

1924 çулхи кĕр пуçламăшĕ. Хусан, аслă Хĕрлĕ урам. Вăл вăхăтшăн илсен, пире самаях капмар пек туйăннă пысăк сад пахчиллĕ çурт.

Темиçе çул маларах çеç-ха çак çурта пупсем хатĕрлекен семинари йышăнса тăнă. Çав семинари Атăл тăрăхĕнчи халăхсене ĕмĕрхи тĕттĕмлĕхре, пусмăр-асапра, чуралăхра хĕн кăтартса усрама пачăшкăсем вĕрентсе хатĕрленĕ. Халĕ кунта - Хусанти чăваш педтехникумĕ. Техникумăн хăйĕн общежитийĕ, хăйĕн клубĕ пур. Эпир, ак - педагог пулмалли, анчахрах ирĕк илнĕ хамăр халăха вĕрентсе çутта кăлармалли студентсем.

Вăл çулсенче граждан вăрçи хыççăнхи йывăрлăхсем, çĕршыв хуçалăхĕ юхăнса çитни тата Атăл тăрăхĕнчи нихçан пулман выçлăхăн хăрушă паллисем пур çĕрте те хытах сисĕнетчĕç-ха. Хула урамĕсенче унта та кунта çапкаланчăк ачасен ушкăнĕсене курма пулатчĕ. Ниçта ĕçе вырнаçма çукки те çынсене пайтах хăшкăлтаратчĕ. Техникум студенчĕсем начар тумланса çÿретчĕç. Пиртен нумайăшĕ - çăпатапаччĕ, килте тĕртнĕ улача пир кĕпе, сăхман тăхăнса янăччĕ. Стипенди хамăр столовăйĕнче урпа кĕрпи ярса пĕçернĕ шĕвĕ яшкапа вир пăтти тата пĕр татăк çăкăр илсе çимелĕх çеç çиткелесе пыратчĕ. Столовăйĕнче вара хамăрах черетпе повар е апат валеçекен вырăнне тăраттăмăр. Мĕн калăн, выçăллă-тутăллă тенешкел пурăннă ĕнтĕ. Тен, çавăнпах-и эпир, питĕ çамрăк пулин те, хамăр вăхăтăн тĕтреллĕ инçĕшĕнчи пуласлăх пирки çулсене кура мар пăшăрханса, пăлханса шухăшлаттăмăрччĕ.

Вĕренÿ çулĕ тин кăна пуçланнă-ха. Эпир, студентсем, техникума тĕрлĕ вырăнсенчен пуçтарăннă. Пирĕн хушăра тури чăваш ачисем те йышлă. Вĕсем "вирьялла" калаçаççĕ. Анатрисем, ав, сăмаха "анатрилле" çаптараççĕ. Çак икĕ тĕрлĕ калаçу чĕлхинче хăшпĕр уйрăмлăхсем пур пулин те, эпир пĕр-пĕрне аванах ăнланатпăр.

Çĕнĕрен килнисем пĕр-пĕринпе тата аслăрах курссенчи студентсемпе паллашаççĕ. Пирĕн хушăра Петĕр Хусанкай студент та пур. Пуçласа паллашатпăр. Вăл манăн ентеш те, тантăш та иккен. Анчах вăл ĕнтĕ иккĕмĕш курсра вĕренет, эпĕ, ак, техникума кĕме хатĕрленекен класра çеç вĕренме пуçлатăп. Хусанкай манашкалах çап-çамрăк йĕкĕт, кăшт лутрарах пÿллĕ, хулăн хура кăтра çÿçлĕ. Хĕвелпе пиçсе хуралнă хĕрлĕрех сăн-пичĕ хаваслăн йăлкăшать, хăмăр куçне кăшт хĕсерех пăхать. Калаçăвĕнче вара пирĕн çулсемшĕн хăнăхма иртерех шухăшлăх сисĕнсе тăрать.

Темшĕн мана Хусанкайпа иксĕмĕр техникумра пĕр çул кăна мар тĕл пулас пек туйăнатчĕ. Пирĕн пурнăç çулĕсем кĕçех уйрăлса каясса эпир ун чухне пĕлмен-ха. Паллах, хамăрăн çăмăл мар пурнăçăмăрăн сакăлтăклă çулĕ çинче пирĕн сукмаксем çĕнĕрен пĕрлешесси, хамăра чăн-чăн тăвансем пек çывăхлатса туслаштарасси çинчен вăл вăхăтра эпир шухăшлама пултарайман. Ку нумай-нумай çул иртсен, хамăр кашни хăйне тĕрлĕ пурнăç урапине кÿлĕнсен пулчĕ. Анчах кун пирки каярахпа каласа хăварăпăр. Халĕ вара...

...Общежитири пысăк, çурма тĕттĕм пÿлĕм. Уроксем хыççăн кашнийĕ хамăр ĕçпе аппаланса тăрмашатпăр, хăшĕ-пĕри тата нимĕн те тумасть. Пирĕн пÿлĕме хальхинче Хусанкай та пынă. Пĕр-пĕрин калаçăвĕ пирки йĕплесе кулатпăр. Тепĕр чухне çавнашкал шÿт тарăхтарса яни те пулать. Хусанкай - кăмăлсăр, кунашкал сăмахсем ăна килĕшмеççĕ, кÿрентереççĕ те пулмалла.

- Кирлĕ мар, ачасем, пĕр-пĕрне йĕкĕлтеме, - тет вăл. - Икĕ енчи калаçăвĕ те чăваш халăхĕн пĕр пĕтĕм чĕлхи, иккĕшĕ те халăх чунне, шухăш-кăмăлне пĕрешкелех уçса парать...

Эпир çав тĕп-тĕрĕс чăнлăха тĕшмĕртмелĕхех ÿссе çитеймен-ха. Ахăртнех, Хусанкай та эпир хăйне ăнлансах пĕтерейменнине туять-тĕр. Тен, çавăнпах-и пире хăйне итлеме сĕнет.

- Итлĕр, ак, сăвă вуласа парам.

Вăл шăппăн янăракан уçă сасăпа чăвашла сăвă вулама пуçлать. Пирĕн куç умĕнчен вара хĕл ыйхинчен ир вăранакан, ашкăрса чечекленекен тата кĕркуннене хирĕç майĕпен сÿнсе пыракан тăван çутçанталăкăн хамăр пĕрре кăна мар курнă картинисем шăвăнса иртеççĕ. Эпĕ курман-пĕлмен, анчах хамăн тăван ялăма çав тери аса илтерекен Силпи чăваш ялĕн пурнăçĕпе йăли-йĕркинчи чуна çывăх сценăсем пĕрин хыççăн тепри улшăнса ылмашăнаççĕ. Сăвăра этемĕн хăватлă вăйĕ çинчен вирлĕ каланă. Анчах каярах пачах урăххине пĕлтерекен тискер ĕçсем пулса иртеççĕ. Çапла, вăйлă вăл этем тени, анчах пурпĕрех хăйĕн тĕнчине, хăйĕн туртăмĕсене пăхăнать. Тепĕр чухне çав туртăмсем унăн ăс-тăнне тĕтрелетсе-минретсе яраççĕ те ăна хăйне е ытти çынсене тÿрлетме çук инкек-синкекпе хуйхă-суйхăн тĕпсĕр авăрне пăрахаççĕ. Революцичченхи Силпи ялĕнчи синкерлĕ ĕçсем унти уйрăм çынсен çăткăнлăхĕпе хапсăнчăклăхне пула пулса иртеççĕ, хăрушла трагеди патне илсе çитереççĕ. Кунта таса чунлă çамрăк хĕрĕн ĕмĕрĕ вăхăтсăр сÿнет, унăн масарĕ вара тискер саманари тискер ĕçсене пула килсе тухнă инкекĕн хурлăхлă палăкĕ пулса юлать.

Ун хурлăхлă юррисем

Юлчĕç çынсен ăсĕнче.

Халь те пулин Силпире

Асăнаççĕ мĕскĕне.

Ялан, çумăр çумасан,

Шыв сапаççĕ тăприне.

Сăвва вуласа пĕтернĕ. Мĕн тери тарăн шухăш-туйăм унта! Мĕн тери чуна тытса илекен асамлă хăват! Кашни йĕрки калама çук кĕвĕллĕ те лирикăллă. Ку пушшех ĕнтĕ çырса кăтартнă ĕçсен трагедилĕхне вăйлăнрах палăртса тăрать. Темле ытла та салху пулса килет чĕрене. Пирĕн ахаль те тĕттĕм пÿлĕмре халĕ пушшех тĕттĕм.

Паçăрах пурсăмăр та шăпланнă, нихăшĕ те чĕнместпĕр. Ахăртнех, никамăн та унчченхи шÿтлĕ сăмахсене çĕнĕрен пуçарас килмест-тĕр. Шăплăха Хусанкай сасси çеç хускатать:

- Çакă та пирĕн чăваш чĕлхи-çке.

Ку хамăрăн тăван чĕлхемĕр иккенне эпир ахаль те ăнланатпăр. Анчах шăпах çакă тĕлĕнтерет те пире. Пуринчен ытла пире çак чĕлхепе этемĕн кăмăл-туйăмне, шухăшне, ĕçне-хĕлне, ырăпа усала, савăнăçпа хуйха-суйха çавнашкал пĕтĕм чуна хускатмалла палăртма пултарни тĕлĕнтерет.

Хусанкай хăй те сăвăсем çырни çинчен эпир пĕлсех каймастпăр-ха. Хăшĕ-пĕри çеç унăн сăввисене "Сунтал" журналта курнă.

Татăлнă калаçу çĕнĕрен сыпăнать. Тин кăна итленĕ сăвă йĕркисем кашнин чĕринех тытса илнĕ, шухăша янă.

- Мĕн, Петĕр, куна ху çырнă-и эсĕ? - ыйтаççĕ унран.

- Çук, - шăппăн хуравлать вăл. - Сире эпĕ Константин Ивановăн "Нарспи" поэминчи сыпăксене вуласа патăм.

"Нарспи" поэма тени кăштах ман хăлхана кĕнĕ-ха, анчах ăна вуласа курма тÿр килмен. Темшĕн вĕрентместчĕç ăна пирĕн ялти шкулта. Паллах, эпĕ Константин Иванов çинчен нимĕн те илтмен, пĕлместĕп. Çавăнпа та Хусанкайран çав поэмăна хăçан çырни тата авторĕ пирки ыйтатăп.

- "Нарспи" поэмăна эпĕ çуралнă çулхине çырнă, - пĕлтерет вăл. - Ун чух Иванов хăй те вунçиччĕре çеç пулнă. Пурăнасса вăл пĕтĕмпе те çирĕм тăватă çул кăна пурăннă.

Шÿт тĕрлĕрен пулать: ăсли те, аш-кăнчăкли те е тата ухмахли те. Тахăшĕ пачах вырăнсăр йĕплесе илме пăхать:

- Эсĕ ху та ĕнтĕ вунçиччĕре, Петĕр. Çапах çавнашкал хитре поэма çырайман-ха.

Куратăп, те сисмест Хусанкай çав айванла шÿте, те ăна йышăнасшăн та мар. Вăл пĕтĕмпех шухăша кайнă, шăппăн калаçать.

- Константин Иванов - пирĕн поэзири тĕлĕнмелле чаплă гени. Хăйсен пултарулăхĕпе тăван чĕлхене аталантарса чечеклентерекен вăйлă поэтсем малашне пирĕн нумай пулĕç...

Çурçĕр çывхарса килет. Пурсăмăрăн та ĕнтĕ кăмăлсем лайăх, çывăрма выртма хатĕрленетпĕр.

Мĕнле-ха ун чухне эпир малашнехине курма пултарнă?! Ăçтан пĕлес пирĕн тепĕр темиçе çултан Петĕр Хусанкайăн чăваш поэзийĕнчи çепĕç те илемлĕ сасси пуриншĕн те уççăнах илтĕнессе. Вăл силлабо-тоникăллă сăвă виçин калама çук чаплă ăсти, çĕнĕ чăваш поэзийĕн пурте кăмăллакан хастар юрăçи пуласса? Унăн чунĕнчен вăйлă туйăмлă, тарăн шухăшлă, халăх ăс-хакăлне питĕ çывăх лирикăллă сăвăсемпе хÿхĕм поэмăсем шăранса тухнине пире вăхăт кăна кăтартса парĕ.

...Васкамасăр утать Хусанкай техникум пахчипе, ик-виç çул каяллахи выçлăх вăхăтĕнче лартнă çĕрулмипе купăста йăранĕсен йĕрĕсем çинелле пăхса илет те сасăпах вырăсла сăвă йĕркисене калать:

Искры из-под молота

Брызжут точно золото*.

Ăна пÿлме, шухăшĕнчен çĕтерсе яма мана аван мар. Анчах çав вăхăтрах ыйтмасăр та чăтаймастăп.

- Петĕр, эсĕ мĕн, вырăсла сăвăсем те çыратăн-и?

- Çук-ха, пулса çитнĕ сăвă мар ку, - хуравлать вăл, йăл кулса, - аппаланса пăхни çеç.

- Мĕншĕн апла калатăн? - тетĕп ăна. - Рифми кăна мĕне тăрать.

- Рифми начарах мар. Тата ялта чухне хам тимĕрçĕ лаççинче курнă сăнар та пур. Анчах, ăнланатăн-и, ку йĕркесенче шухăш тени те, туйăм та çук...

Паллах, пĕлмен эпĕ ун чухне хамăн тусăмăн таланчĕ малалла мĕнле çĕкленсе каяссине. Çулсем иртĕç. Петĕр Хусанкай вырăсла та кăмăла хускатакан сăвăсем пайтах шăрантарĕ. Вăл хăй çав тери юратакан "Нарспи" поэмăна, К.В.Ивановăн ытти илемлĕ произведенийĕсене вырăсла куçарĕ, çав куçарусенче чăваш классикĕн пуян кĕвĕллĕ сассине, лирикăллă интонацийĕпе шалти ритмикине тĕлĕнмелле тĕрĕс упраса хăварĕ. Вăл çавнашкал ăсталăхпах Пушкин, Лермонтов, Шекспир, Маяковский, Тычина, Ботев тата ытти нумай-нумай поэт çырнă чаплă произведенисене чăвашла куçарĕ.

Вăхăт çитĕ, Петĕр Хусанкай икĕ чĕлхепе те ăста çыракан поэт пулни çинчен Совет писателĕсен союзĕн аслă трибуни çинчен те калĕç. Ун пек талантсем кирек хăш халăх литературинче те сайра тĕл пулаççĕ. Чăваш поэзине илес пулсан вара Хусанкай ку енĕпе пĕртен-пĕрре пулчĕ.

Чылай каярахран поэт хăйĕн пĕр паха произведенийĕнче пире халăхăн ăслă сăмахĕсене - "Пурнăç сакки сарлака" тенине - аса илтерет. Анчах çав çулсенчех, ача чухне, эпир "пурнăç саккин" сарлакăшне курма пултарайман-ха. Ун чухне эпир ытла та çамрăкчĕ, пирĕн урасем çине "ĕне пуссах" ĕлкĕреймен, тавракурăм тени те хĕсĕкрех пулнă.

Ун чухне пирĕн техникум çумĕнче чăваш чĕлхипе литератури кружокĕ пурччĕ. Ăна хăçан тата кам йĕркелесе янине халĕ калама йывăр. Вăл çав вăхăтри революцилле шухăш-кăмăллă студентсем пуçарнипе кăна çуралма пултарнă. Ыттисемпе пĕрле эпĕ хам та унта кăмăлласах çÿреттĕм.

Кружок кашни эрнере тенĕ пекех ĕçлетчĕ. Унта студентсем çеç мар, Хусанти чăваш интеллигенцийĕн представителĕсем те пыратчĕç. Иртнĕ çулсен тĕтри витсе илнине пула халĕ вĕсене пурне те астума хĕн. Анчах кружок занятийĕсене çÿренĕ уйрăм çынсем пурпĕр асрах-ха.

Кружока пирĕн преподаватель, каярахпа Мускаври А.В.Луначарский ячĕпе хисепленекен Театр искусствин патшалăх институчĕн проректорĕнче ĕçленĕ чухне вăхăтсăр çĕре кĕнĕ Дмитрий Данилович Данилов ертсе пыратчĕ. Хăй вăл ÿссе çитнĕ студентран нихăш енĕпе те уйрăм марччĕ, çав вăхăтрах пурсăмăр та ăна питĕ килĕштереттĕмĕр, кирек мĕнле ыйтупа та, кирек хăçан та чи малтан ун патне каяттăмăр.

Акă, кружок занятийĕсене чăваш чĕлхипе литературин преподавателĕ, лингвист тата тюрколог, каярахпа паллă профессор - филологи наукисен докторĕ Василий Георгиевич Егоров пырса ларать. Хăй яланхи пекех аллипе сĕтел çине чавсаланнă, пуçне кăштах пăрнă. Сарлака çамки хăвăрт-хăвăрт пĕркеленсе илет, хушăран пичĕ тăрăх тăрăхланă чухнехи майлă кулă шăвăнса иртет.

Пирĕн кружока Николай Иванович Полоруссов-Шелепи те пырса çÿретчĕ. Питĕ çивĕч çынччĕ вăл, калаçма юрататчĕ. Пичĕ унăн яланах савăнăçлăн çиçетчĕ, хура куçĕ çутă хĕм сапатчĕ. Хура сухаллăскер, сăнĕпе вăл темшĕн мана Пугачев майлăрах туйăнатчĕ. Шелепи пире час-часах хăйĕн сăвă кĕнекисене илсе пырса парнелетчĕ.

- Хальлĕхе çăпаталлă халăх кăна-ха эсир, - тетчĕ вăл пире шеллесе. - Сирĕн кĕнеке илмелĕх мар, хырăма сапламалăх та укçăр-тенкĕр çук.

Хушăран кружока пирĕн техникумăн çамрăк врачĕ, драматург, режиссер, актер, хальхи паллă ученăй-медик Петр Николаевич Осипов пырса ларатчĕ. Вăл кĕрнек пÿ-силлĕччĕ, ун чухнехи вăхăтшăн тесен, лайăх тумланса çÿретчĕ. Пирĕн çине вăл хăйĕн тарăн куçĕпе çирĕппĕн тĕсесе пăхатчĕ, кăмăлĕпе вара - ырăччĕ. Вĕренÿ çулĕн вĕçĕнче хама йывăр чиртен сыватнăшăн эпĕ ăна паян кунчченех тав туса аса илсе пурăнатăп.

Кĕçех "Чăвашкино" студийĕ /пулнăччĕ чăвашсен çавăн пек студи!/ "Хура юпа" ятлă кинокартина кăларчĕ. Унти тĕп рольсене Петр Николаевичпа Тани Юн актриса /ăста вылянипе пĕрлех сăнĕпе илемлĕ те илĕртÿллĕ пулнăран та вăл куракансене çав тери килĕшетчĕ/ вылянăччĕ. Çав картинăна курнă чухне эпир çирĕммĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче чăваш ялĕнчи пăлхавçăсене лăплантарма пынă карательсем "вĕлернĕ" Петр Николаевича питĕ шеллеттĕмĕр. Пусмăрçăсен класĕн тискер вăйне аса илтерсе тăма карательсем ял укăлчине çÿллĕ хура юпа лартнине курма та хăрушăччĕ пире.

Кружока пĕр-икĕ хутчен паллă историк, этнограф тата лингвист Николай Иванович Ашмарин профессор та пынăччĕ. Хăйне вăл питĕ сăпайлă тытатчĕ, ытти çынсенчен нимĕнпе те уйрăм марччĕ. Лăпкă та шухăшлăрах сăнлăскер вăл пур енĕпе те ахаль вырăс хресченне аса илтеретчĕ. Чăн-чăн вырăс çынниехчĕ çав вăл, анчах пĕтĕм пурнăçне вара чăваш чĕлхипе культурине тĕпчесе тишкерес ĕçе пачĕ, чăваш чĕлхин 17 томлă чаплă словарьне хатĕрлерĕ.

Кружок занятийĕсене пынă паллă çынсем тăватă кĕтеслĕ вăрăм сĕтел хушшине ларатчĕç, эпир, студентсем, хыçалти ретри пукансем çине вырнаçаттăмăрччĕ. П.П.Хусанкай яланах сĕтел хушшине ларатчĕ, пирĕнпе пĕрле хыçалти рете ларма тăрсан ăна сĕтел хушшине иртме сĕ-нетчĕç, ашшĕ ячĕпе хисеплесе, Петр Петрович тесе чĕнетчĕç.

Тавах çав çулсенче хамăрпа пĕрле пулнă, хамăра вĕрентнĕ ăслă та ĕçчен çынсене! Вĕсем манăн тусăмăн талантне /тен, унăн генийĕ малашне сарлакан ешерсе чечекленессе те!/ ун чухнех витĕр курнă.

Калас пулать, Хусанкай пултарулăх ĕçĕн пуçламăшĕнчех нумай енлĕ талантсене чылай курнă, пĕлнĕ. Паллах, çакă поэт чунĕнче йĕр хăвармасăр пултарайман. Çавăн пек çынсемпе ирĕклĕн те çывăххăн хутшăнасси - ку хăйнеевĕр пысăк шкул, ăна нимĕнле университет та улăштараймасть.

...Акă, заняти пырать. Çамрăк автор хăйĕн калавне вуласа парать. Тен, ку унăн пĕрремĕш япали пулĕ. Унтан калава Д.Д.Данилов тишкерме пуçлать.

- Аван çырнă эсĕ. Чĕлхÿ лайăх, илемлĕ, уçă. Тата çырса кăтартнă ĕçĕ те - тĕлĕнмеллескер.

Автор хăйĕн калавне çакăн пек хак панипе кăмăллă. Вăл ĕнтĕ вĕçсе кайма та хатĕр. Анчах Дмитрий Данилович ăна çавăнтах "хăй вырăнне лартма" тытăнать.

- Атăла хитре кăтартнă эсĕ, - тет вăл, - анчах та калава вуланă чухне мана Атăл мар, "лăпкă çанталăкри ытарма çук илемлĕ Днепр" курăнса тăчĕ.

Кĕçех вара калавăн формине, композицине, сăмахсемпе сăнарсене тишкересси пуçланать. Çамрăк калавçă куçкĕретех аванмарланать. Анчах ăна тĕрлĕ тĕслĕхсем илсе кăтартаççĕ, малашне ĕçлеме ырă канашсемпе сĕнÿсем параççĕ.

Çамрăк поэт сăвăсем вуланă хыççăн каллех вĕсене Д.Д.Данилов тишкерме пуçлать. Унăн сăмахĕсем чăвашла сăвă çырма вĕренмелли кĕске лекцисем пек янăраççĕ. Хăй вăл ун чухне те, каярахпа та сăвă та, калав та çырманччĕ пулас.

Акă, тата çамрăк автор хăйĕн калавне чăвашла тиркемелле мар пек, анчах вырăсла питĕ хитре мар та тÿрккес янăракан сăмахсем кĕртнĕ. Тавлашу пуçланса каять: кирлĕ-и çавнашкал сăмахсемпе е пуплевсемпе чăваш çырулăхĕнче усă курма? Тавлашу Хусанкай темиçе сăмах каланă хыççăнах лăпланать:

- Пирĕншĕн чĕлхере те, ытти енĕпе те, - тет вăл, - хăйсен культурипе тĕнче çине тухнă аслă халăхсем тĕслĕх пулма кирлĕ.

Çĕнĕ сăмахсем тăвас пирки пысăк тавлашу пырать. Пурнăçра пулса иртнĕ революцилле улшăнусем пĕр вĕçĕмех çĕнĕ пулăмсемпе çĕнĕ аталанусем çуратаççĕ. Вĕсене палăртма чăваш чĕлхинче хатĕр сăмахсем çук. Хăшĕ-пĕрисем, ав, вырăс сăмахĕсемпе, вĕсене чăваш фонетикипе грамматики саккунĕсене пăхăнтарса, усă курма пăхаççĕ. Вырăс сăмахĕсем пăсăлаççĕ, çаплах чăваш чĕлхи те пăсăлать. Мĕн тумалла-ха?

- Кашни чĕлхе йывăç майлă, - тет Н.И.Полоруссов-Шелепи. - Кашни чĕлхенех хăйĕн вуллинчен ÿссе аталанмалла, хăйĕн тымарĕнчен сĕткен илмелле.

Тĕпчевçĕ-лингвист пулсан вăл кашни чĕлхе фонетикăпа грамматикăн хăйĕн шалти, пĕр хăйне кăна тивĕçлĕ саккунĕсем тăрăх аталанмалла темеллеччĕ. Анчах Н.И.Полоруссов-Шелепи - поэт, çавăнпа та тăван чĕлхе пирки те хăйĕн шухăшне поэтла сăнарлăн каласа хучĕ.

Çапла вара техникумри пурнăç, тĕрлĕ йывăрлăхсемпе, тĕрлĕ ĕмĕт-шухăшпа тулнăскер, пĕр вĕçĕмех вĕрсе тăчĕ.

Вĕренÿ çулĕ пĕтрĕ. Студентсем килĕсене саланчĕç. Анчах тек П.П.Хусанкай та, эпĕ те хамăр техникума таврăнаймăпăр.

1925 çулхи кĕркуннепе эпĕ Хусанти В.И.Ульянов-Ленин ячĕпе хисепленекен патшалăх университечĕн рабфакне кĕтĕм, унтан Мускаври геодези, аэрофотосъемка тата картографи енĕпе инженерсем хатĕрлекен институтра вĕрентĕм. Институт пĕтернĕ хыççăн мана унтах наукăпа педагогика ĕçĕнче хăварчĕç. Çапла вара Мускаврах юлмалла пулчĕ.

Çав çулсенче манăн Хусанкайпа çыхăну тытма май килмерĕ. Эпĕ вăл техникумран Шупашкара кайнине, унтан 1927-1930 çулсенче Хусанти Хĕвелтухăç халăхĕсен чĕлхисене вĕрентекен педагогика институчĕн студенчĕ пулнине çеç пĕлтĕм. Вăл вăхăталла ĕнтĕ Петĕр Хусанкай - чăвашсен паллă поэчĕччĕ.

Пĕр-пĕринпе хутшăнайман пулсан та эпĕ Хусанкайăн творчествăри çитĕнĕвĕсемшĕн, унăн чапĕ халăхра сарăлса пынăшăн чун-чĕререн савăнаттăмччĕ. Вăхăт сисĕнмелле мар хăвăрт иртсе пычĕ, анчах вăрахчен пирĕн çулсем пĕрлешеймерĕç-ха: эпир пĕр-пĕринпе вăтăр çул патне тĕл пулаймарăмăр.

1952 çулта мана наука енĕпе СССР Патшалăх премине памалла тунăччĕ те - Чăваш Республикинчи хаçат редакцийĕнчен, эпĕ чăвашне пĕлсе, хам пирки кĕскен çырса яма ыйтрĕç. Çырура эпĕ пĕр çул Хусанти педтехникумра чăваш халăх поэчĕпе Петр Хусанкайпа пĕр вăхăтра вĕренни çинчен хыпарланăччĕ.

Кĕçех Шупашкартан Хусанкай çырăвне илетĕп. Питĕ хумханса, хĕпĕртесе çырнă вăл ăна. Петр Петрович ман ĕçĕм пирки ытларах пĕлесшĕн иккен, тĕл пулса калаçма ĕмĕтленет. Çывăх вăхăтрах курнăçма май пурришĕн савăннăскер эпĕ ун патне вăрăм çыру çырса янăччĕ. Унăн иккĕмĕш çырăвне эпĕ Планерски поселокĕнчен /ун чухне вăл унта канатчĕ/ илтĕм. Унтан вăл хăй Мускавра хăш кун пуласси çинчен пĕлтерет.

 

...Мускаври Курск вокзалĕ. Пуйăс перрон патнелле çывхарса килет. Акă, кĕçех эпĕ шăп хама кирлĕ вакунра Хусанкай коридорпа вакун алăкĕ еннелле утса килнине асăрхатăп. Эпир пĕр-пĕрне палласа илтĕмĕр те тÿрех чăвашла калаçма тытăнтăмăр. Хамăр тĕл пулнăшăн иксĕмĕр те хĕ-пĕртенĕ. Иксĕмĕр çывăх туслашса каясси тÿрех паллă пулчĕ...

Ун чухне эпĕ вокзалран аякрах пурăнмастăмччĕ. Пĕ-тĕмпе те 15 минут кăна каймалла. Петр Петрович çуранах иртесшĕн.

Мускав урамĕсемпе васкамасăр утатпăр, пурин çинчен те тенĕ пекех калаçатпăр. Пирĕн ума тахçан пĕрле техникумра ирттернĕ кунсем шăвăнса тухаççĕ. Хусанкай кăштах уксахлать, эпĕ асăрхансарах унăн урине мĕн пулни çинчен ыйтатăп. Вăл Сталинград патĕнче çапăçнă иккен, тискер тăшманпа штыкпа та, перопа та кĕрешсе пĕтĕм вăрçă çулне утса тухнă.

- Ура-и? Вăл - иртнĕ вăрçă парни, - пĕлтерет Петр Петрович.

Умра хам ĕçлесе пурăнакан институтăн çурчĕ курăнса кайрĕ. Вăл - Мускав хулинчи архитектура палăкĕсенчен пĕри. Хусанкай çав çурта сăнаса пăхса пырать, эпĕ ăна хам пĕлнĕ пек ăнлантаратăп.

- Çурчĕ ку Матвей Казаков тунăскер. Вăл антика архитектурине XVIII ĕмĕрти вырăс классикипе пĕрлештерсе çĕнĕ архитектура стилĕ тунă.

Куратăп, Петр Петрович архитектура стилĕсене аван пĕлет. Вăл манран Халтурин урамĕнчи Мрамор керменĕпе Ленинградри Çуллахи сад карти çинчен ыйтать. Паллах, эпĕ вĕсене темиçе те курнă, анчах историне пĕлмен.

- Çав сооруженисене чăваш архитекторĕ Петр Егоров тунă. Вăл XVIII ĕмĕрте пурăннă, тĕнчипе паллă Растреллин вĕрентекенĕ пулнă, - пĕлтерет çавăнтах Хусанкай.

Ман хваттере çитсе кĕ-ретпĕр. Арăмпа хĕрĕмсене хăнапа паллаштаратăп. Вĕсем, эпĕ каласа кăтартнинчен ун пирки нумай пĕлеççĕ пулин те, хăйне пуçласа кураççĕ-ха. Апла пулин те тахçантанпах палланă-пĕлнĕ çывăх çынпа калаçнă пекех калаçаççĕ. Петр Петрович ытла та уçă чунлăччĕ çав, кирек камăн кăмăлне те çавăрса яма пĕлетчĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.