Асран кайми Николай КАРЛИН

23 Юпа, 2018

Çывăр, тăван, иртрĕ ĕмĕрÿ,
Вăхăтсăрах сан тухрĕ чуну.
Çăмăл пултăрччĕ çийĕнчи тăпру.
Канлĕ пултăр нÿрлĕ вырăну...
Çеçпĕл МИШШИ

«Тăван Атăл» журналăн кăçалхи 1-мĕш номерĕнче Николай Сергеевич Карлин (сăн укерчĕкре) вилни çинчен вуласан куçран куççуль шăпăртатса юхса анчĕ.
Кулянмалăх, тав тумалăх сăлтав пур çав. Вырăслана пуçланă Хурамал Этелекне /Самар облаçĕ/ шăпах вăл чăвашлатса ячĕ. Пирĕн паллашу вара çавăн пек пуçланчĕ. 2001 çул. Эпĕ вăл вăхăтра Самарта «Самар ен» хаçат кăларса тăраттăм. Хурамал Этелек çывăхĕнче, илемлĕ вырăнта, чăвашсен Акатуйĕ пырать. Сцена çинче пĕрлештернĕ юрă ушкăнĕ «Самар чăвашĕсем» юрра илемлĕн шăрантарать. Юрлакансене Николай Карлин баян каласа ертсе пырать. Юрăçсене сăмахĕсене вăлах вĕрентнĕ.
Самар çĕрне анне тесе чĕнетпĕр
Мăн Атăлтан вăй илнĕ халăхсем.
Пĕр кăмăлпа вĕсен йышне кĕретпĕр,
Çĕр çирĕм пин Самар чăвашĕсем!.. —
Янравлăн та уççăн шăранать юрă. Сăмахĕсем мана темле хавхалантарса, кăмăла çĕклесе янăччĕ. Вăл юрă Самар чăвашĕсемшĕн гимн пулса тăчĕ. Сцена çинче пĕлтернĕ тăрăх, юрă сăмахĕсене те, кĕввине те Николай Карлин çырнă. Çавăн хыççăн эпĕ Николай Сергеевичпа, унăн ĕçĕпе кăсăкланма тытăнтăм. Унăн шкулти хваттерĕнче те пулса куртăм. Вăл Хурамал Этелекри вăтам шкулта ачасене музыка вĕрентет, унсăр пуçне ялти çамрăксемпе чăваш фольклор ансамблĕ йĕркеленĕ, ăна ертсе пырать.
Эпĕ ун хваттерĕнче пулнă вăхăтра вăл хăй баянне алла илчĕ те хаваслă кĕвĕ калама тытăнчĕ. Роза Степанова юрăç хаваслăн юрласа ячĕ. Николай Сергеевич хăй аллипе хатĕрленĕ тĕрлĕрен шăхличĕсене кăтартма тытăнчĕ. Сăмах май, шкул ачисене те çав шăхличсене калама хăнăхтаратчĕ.
2002 çулта Самарта «Поем тебе, наш край родной!» юрă кĕнеки пичетленсе тухрĕ. Унта вырăнти композиторсен юррисемпе пĕрле Николай Карлинăн «Сергиевская задорная» юрри пичетленнĕччĕ. Çав çулах унăн «Пурнăç çулĕ» кĕнеки Шупашкарта кун çути курчĕ. Çав кĕне кене вăл мана: «Хисеплĕ Виктор Егоровича Коля Карлинран асăнмалăх», — тесе хăй аллипе çырса парнелерĕ. Унта авторăн 24 сăвви пичетленнĕ.
Тăван çĕршыв! Чăваш çĕршывĕ!
Уйсем, хирсем те вăрмансем.
Ял-хуласен ĕçри кĕрлевĕ,
Юхан шывсен хитре кĕрлевĕ —
Чунтан юратнă вырăнсем…
Çак сăмахсем автор Тăван çĕршыва, хăй çуралса ÿснĕ Чăваш çĕршывне чунтан юратнине ĕнентереççĕ. Вĕсенче Чăваш çĕрĕн илемĕ, ĕçченлĕхĕ яр уççăн курăнса тăрать. Кĕнекери «Çимĕке яла кайма шутларăм», «Шупашкартан тăван яла килсессĕн», «Пирĕн ялăн масарĕ çывăх», «Çурхи каç илемĕ» сăвăсем хăйсем пĕр поэма пулса тăраççĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Виктор СИМАКОВ, Тутарстанри чăваш çыравçисен союзĕн пайташĕ, "Самар" хаçат никĕслевçи тата унăн пĕрремĕш редакторĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.