Асрах тинĕс пек тыр-пул...

Пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче Шупашкарти ача-пăчапа çамрăксен пултарулăхĕн керменĕнче ССР Союзĕнчи вĕçсĕр-хĕрсĕр çереме тата парлак çĕре пусă çаврăнăшне кĕртме тытăннăранпа 60 çул çитнĕ май савăнăçлă пуху иртрĕ.

ЧР агропромышленноç комплексĕн ветеранĕсен пĕрлĕхĕн председателĕ Василий Шадриков 1954-1960 çулсенче çак юхăм еплерех сарăлни çинчен каласа пачĕ. Çерем çĕр уçма 2 млн çамрăк хутшăннă. Республикăран çĕнĕ çĕре кайнисем ултă хĕрлĕ ялав, вăл шутра комсомолăн Тĕп Комитечĕн икĕ ялавне çĕнсе илнĕ. Чăваш Енри аслă шкулсен студенчĕсемпе пĕрле 1957-1958 çулсенче Алтай крайĕпе Çурçĕр Казахстан облаçĕнче хăй те вăй хунă. Краснощеково районĕнчи совхозри чăваш çамрăкĕсем шăрăхра ĕçмелли шывсăр аптранă. Пĕр хăрамасăр пусă чавма тытăнаççĕ. Николай Васильевпа Владимир Степанов черетленсе алтаççĕ. Икĕ метр чавсан тăпра ишĕлсе анать те студента пилĕк таран хуплать. Юрать-ха, суранланман. Шăтăка чавса пĕтерсе пура янă - çынсене шывпа тивĕçтернĕ.

Пухура Çĕмĕрле районĕнчи Уйпуç Ялтăра ялĕнче çуралса ÿснĕ Зинаида Михайлова Хусанти медицина институтĕнче вĕреннĕ çулсенче Казахстанра вăй хунине аса илчĕ: "Кун каçипех - шăрăх, шывсăр аптратăн. Çĕрле - сивĕ. Ÿплере хĕр тантăшпа ĕнтĕркесе выртатпăр. Вăрмар районĕнчи Чăрăшçырма ялĕнчи Николай Иванов "Сталинец-6" комбайнпа тухăçлă ĕçлесе чапа тухрĕ".

Римма Родионова 1955 çулта Алтай крайне Шупашкар районĕнчи Питтукассинчен кайнă. Автомашинăпа çунтармалли-сĕрмелли япаласем турттарнă. Водительте çулталăк ытла ĕçленĕ. Василий Романов, Çĕмĕрле районĕнчи Луговая ялĕнче çитĕннĕскер, 1957 çулта - Алтай крайĕнчи "Искра" совхозăн уй-хир бригадирĕ. Тыр-пул пухса кĕртме хастар хутшăннă. Ăна "Çерем çĕрсене уçнăшăн" медальпе наградăланă.

Çерем уçакансен уявне Канаш районĕнчи Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕн председателĕ Николай Андреев та хутшăнчĕ. Вăл Çĕрпÿ техникумĕнче вĕреннĕ 21 çамрăкпа, вăл шутра чăвашсен паллă поэчĕпе Александр Ильинпа, Казахстана тухса кайнă, Ермаково районĕнчи совхоза ял хуçалăх культурисем пухма пулăшнă.

Çĕрпÿ хулинче пурăнакан Владимир Михайлов /Патăрьел районĕнчи Патăрьелте çуралнă/ 1957-1958 çулсенче Алтай крайĕнче комбайнер пулăшаканĕ, строитель пулнă. Канаш районĕнчи Анат Сурăм каччи Валентин Соловьев, хастар комсомолец, Чăваш Енрен Алтая 600 çамрăка ертсе кайнă. Вĕсем "Камышевский" совхозра тыр-пул пухса кĕртнĕ. "Кашни гектартан 30 центнер ытла тухрĕ, - терĕ ветеран. - Вырмара тăрăшса ĕçленĕшĕн республикăран кайнă ушкăна куçса çÿрекен вымпелпа хавхалантарчĕç".

Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче вĕреннĕ Юрий Наумов Казахстанпа Алтай крайĕнче 1956-1958 çулсенче трактористра, комбайнерта, водительте тăрăшнă. Çуллен агрофакпа зоофакран 200 студент кайнă.

Çамрăклăх çулĕсенчи çерем çĕр уçма каярахпа пурнăçра питĕ кирли пулнине палăртрĕç пухăва хутшăннисем. Çав çулсенчен чылайăшĕн ĕç биографийĕ пуçланнă.


Юрий МИХАЙЛОВ.

Илья Клочков сăн ÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.