- Чăвашла верси
- Русская версия
Асрах-ха юнлă блокада
Кăрлач уйăхĕн 27-мĕшĕнче пирĕн çĕр-шывра Раççей Çар мухтавĕн кунне паллă турĕç. Шăпах çак кун Ленинграда нимĕç фашисчĕсен блокадинчен хăтарнăранпа 70 çул çитрĕ. Этемлĕх историйĕнчи чи хурлăхлă пулăма сирме - Ленинград хулине тăшман ункинчен хăтарма - пирĕн республикăран та чылайăн хутшăннă.
Шел те, паянхи куна ку хула ирĕклĕхĕшĕн кĕрешнĕ паттăрсем Чăваш Енре питĕ сахал тăрса юлнă. Мĕн тăвăн, вăхăт иртет, çулĕ те хушăнсах пырать. Апла пулин те Ленинграда ирĕке кăларассишĕн пынă хаяр çапăçусене хутшăннă, халĕ Вăрнар тăрăхĕнчи Пăртасра пурăнакан Василий Михайлов ветеран асĕнчех юлнă çав кунсем...
Ашшĕне пăхмах çуралнă
95 çула кайнă Василий Михайлович хĕрĕпе Зойăпа пурăнать. «Ури вăйсăрланнипе атте вунă çул ĕнтĕ вырăнпа выртать. Ытти енчен сывлăхĕ аван унăн, ал-ури сурнипе кăна аптрать», - тет Зоя Васильевна. Лайăх пăхать ветерана хĕрĕ. Кĕпи-йĕмне çусах тăрать, апат-çимĕçĕ сĕтел çинчен татăлмасть. Пÿртре ăшă, таса та çутă. Василий Михайловичпа мăшăрĕ Варвара Петровна вунă ача таранах çуратнă. Анчах та пепкисем вăрах пурăнайман. Уйрăмах хĕрĕсем пĕрин хыççăн тепри вилсе пынă. «Эх, мана хуньăм теекен те пулмасть ĕнтĕ», - тесе йĕнĕ тет ашшĕ. Кăштахран Зоя çут тĕнчене килет. Ун хыççăн çемьере тата тепĕр хĕр те çуралнă, вăл та часах куçне хупнă. Икĕ ывăлпа виçĕ хĕр пăхса çитĕнтернĕ Михайловсем. Ывăлĕсен те ĕмĕрĕ вăрăмах пулайман, вĕсем те тахçанах çук ĕнтĕ. Ахальтен йĕмен çав ун чухне мăнтарăн ашшĕ, хăйне ватлăхра пăхакан пирки пăшăрханнă. Мăшăрĕ хăйĕнчен 16 çул аслăрах. Варвара Петровна ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнăранпа, чăн та, нумай вăхăт иртнĕ. Вунă çул ĕнтĕ Василий Михайловичăн шанчăкĕ тата тĕрекĕ - хĕрĕ Зоя. Сăмах май, ашшĕн чи пысăк ĕмĕчĕ пурнăçланнă: Зоя качча тухса çемье çавăрнă. Кĕрÿллĕ пулса нумай çул хуньăм тенине илтсе пурăннă Василий Михайлов. Шел те, юратнă кĕрÿшĕ çулталăк çурă каялла чирлесе вилнĕ. Уншăн кулянса чирлесех кайнă хуньăшĕ, пĕр уйăх ытла вырăн çинчен те тăман.
«Атте питĕ лаша юрататчĕ. Эпĕ унран ниçта юлмасăр пĕрмай пĕрле ларса çÿреттĕм. Платник ĕçне лайăх пĕлетчĕ те, мана та хăма савалаттаратчĕ. Аттепе иксĕмĕрех çапла çĕнĕ хапха, мунча турăмăр», - каласа кăтартать Зоя Васильевна. Хăй çамрăк чухне лартнă йывăç çуртрах пурăнать ветеран. Урам енчен те, шалтан та хитре пÿрчĕ. Хуралтисем те йĕркеллех, картишре те тирпейлĕ.
Ĕмĕр-ĕмĕр бригадирта, ферма пуçлăхĕнче ĕçленĕ Василий Михайлов колхозсем арканнишĕн, çынсем выльăх-чĕрлĕх усрасах кайманнишĕн кулянать паян. Вăй питти чух яланах картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп тытнă, нихăçан та алă усса ларман. Вăрçă вутĕнче пиçнĕ арçын ĕлĕкхине лайăх ас тăвать, юнлă блокада паянхи кун та куçĕ умĕнчен каймасть. Анчах та питĕ йывăррăн калаçать. Çапăçура аманни юлашки вăхăтра уйрăмах сисĕнет, йывăр сурана пула чĕлхи çыхланать.
«Ванчăксем ÿт ăшĕнче халĕ те пур, хушăран тухкалаççĕ те», - тет Зоя аппа.
Василий Михайловичăн кунĕ чей, коферен мар, çăлти пăр пек сивĕ шывран пуçланать. Ăшăннине тиркет арçын, сиввине кăна ĕçет. Çак тарана çитсе ветеран нимле эмел те ăша ярса курман. Чĕрĕ шывсăр пуçне пахчари курăкран хатĕрленĕ техĕмлĕ чейе кăмăллать.
Ал-ури ват çыннăн, тен, çаплах ыратмĕччĕ те, вăрçă вăхăтĕнче питĕ шăнни хăй çинчен аса илтерет. 45-мĕш виçеллĕ атă-пушмак тăхăнаканскерĕн пысăкраххи пулманран пĕчĕккипе, урана хĕсекеннипе, çÿреме тивнĕ-мĕн. Тăвăр пулнăран пÿрнисем шыçа-шыçа кайнă. Çавна май чĕрнисем те ÿксе пĕтнĕ вăрçăра. Мĕн тăвăн? Чăтнă, тÿснĕ, шăла çыртса малалла талпăннă.
Паттăр салтак
Василий Михайловичăн, 19 çулти каччăн, вăрçă пуçлансан вуннăмĕш кунах ят тухнă. Чи малтан Мари Республикинчи Суслонгер çывăхĕнче йĕркеленĕ стрелоксен 1064-мĕш полкĕнче сакăр уйăх тытнă вĕсене.
Блокадăри Ленинграда ирĕке кăларассишĕн хаяр çапăçусене кĕрет вăл. Хулана Пысăк çĕрпе çыхăнтарма Синявино çывăхĕнче тăшман ункине татмалла пулнă. Шурлăхлă вырăнта фашистсем питĕ çирĕп тăнă. Çапăçу вăраха тăсăлнă. Совет пин-пин салтакĕ ĕмĕрлĕхех выртса юлнă унта. Василий Михайлович та йывăр аманнă, янахăн сылтăм енне бомба ванчăкĕ лексе вăйлах çĕмĕрнĕ. Тăнне çухатнăскер темĕнле майпа чĕрĕ юлнă. Пĕр хускалми выртаканскер пирки вилнĕ тесе шухăшланă, аманнăскер таçтан тăрук вăй тупнă. Йывăр çапăçу хыççăн çур çул Новосибирскри эвакогоспитальте сипленет. Сывалнă хыççăн салтака киле яраççĕ. Нумаях та пурăнаймасть ялта, уйăхран каллех салтак атти тăхăнма тивет. Хальхинче 296-мĕш артиллери полкне лекет. 122 миллиметрлă гаубица наводчикĕ юнлă вун-вун çапăçăва кĕрет. Каллех аманать. Тăван Пăртаса вăрçă чарăнсан çулталăкран тин таврăнать.
Василий Михайлов кĕçĕн сержанта «Хăюлăхшăн» медальпе наградăласси çинчен 1944 çулхи раштавăн 22-мĕшĕнчех алă пуснă. Анчах 65 çул ытларах иртсен тин, 2010 çулта ăна награда шыраса тупать.
Тунти кун, шăпах Ленинграда нимĕç фашисчĕсен блокадинчен хăтарнăранпа 70 çул çитнĕ кун Василий Михайлович килне хăнасем пуçтарăнчĕç. Вăрнар администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев «Ленинград хулине фашистсен блокадинчен пĕтĕмпех ирĕке кăларнăранпа 70 çул çитнĕ ятпа» палла ветеран кăкăрĕ çине çакса ячĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн çырăвне вуласа пачĕ. Пăртас ял администрацийĕн пуçлăхĕ Геннадий Петров та ватă патне парнесемпе çитрĕ. Вырăнти культура çурчĕн ĕçченĕсем илемлĕ юрăсемпе саламларĕç.
Елена АТАМАНОВА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ.
Комментари хушас