Асрах-ха çăкăр шăрши

7 Утă, 2016

"Пĕлетĕр-и, Карапай Шăмăршă пекарнинчен пиçсе тухакан çăкăрăн ырă шăрши таврана мĕнлерех сарăлнине? Сăмсана йĕкĕлтетчĕ, чуна ăшăтатчĕ, халĕ те тути çăварта", – пĕрин хыççăн тепри сăмах хушма тăрăшаççĕ кинемейсем. Вĕсен шухăшĕпе халĕ лавккара сутăнаканнине ĕлĕкхипе танлаштараймăн.

"Карапай Шăмăршă çăкăрĕ мĕнпе уйрăлса тăнă пек туйăнать вара? Вăрттăнлăхĕ мĕнре?" – ыйтатăп эпĕ халăхра асра юлнă пекарньăра чĕрĕк ĕмĕр тăрăшнă Лидия Ивановна Ларионовăран. "Эпир кăвас чустине йÿçĕтме пĕлнĕ. Çăкăр тутлă пултăр тесен ăна ытларах çăрмалла", – тет вăл.

Халĕ пекарньăсенче чустана ятарлă машинăсемпе çăраççĕ. Ĕлĕк ку ĕçе час-часах алă вĕççĕн пурнăçланă. Тен, çавăнпа Карапай Шăмăршăсен çăкăрне пысăк автомашинăсемпе аслă çула тухнă водительсем те туянма васканă. Тĕрлĕ хуларан пулнă вĕсем. Ял çынни пĕçернĕ ырă шăршăллă çăкăра Мускавра та тупса илеймĕн тенĕ.

Лидия Ивановнăна пĕрле ĕçлекенсем те, ертÿçĕсем те хисепленĕ. Хĕрарăм чылай наградăна тивĕçнĕ. Паян вăл ырă шăршăллă, тутлă çăкăра килĕнче пĕçерсе тăванĕсене савăнтарать.

Ирина ПАВЛОВА. Шăмăршă районĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.