Аслисемпе пĕрлех çамрăксем те канашлĕç

17 Çу, 2019

Çу уйăхĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарта федерацин Атăлçи округĕнчи тата Китай Халăх Республикинчи Турипе Вăта Янцзы юхан шывĕн хутлăхĕнчи регионсене пĕр-пĕринпе çыхăнса
ĕçлеме пулăшакан канашăн виççĕмĕш ларăвĕ иртĕ.

Унта Китайри 6 провинци делегацийĕ, федерацин Атăлçи округĕнчи 14 регион представителĕсем килмелле. Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи тулли полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров тата Китай Халăх Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Ван Юн ертсе пынипе пленарлă лару пулĕ. Пуçтарăннисем регионсен хушшинчи экономика, суту-илÿ, наукăпа техника, гуманитари хутшăнăвĕсене вăйлатассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явĕç. Делегацисене республикăри предприятисен ĕç-хĕлĕпе паллаштарĕç. Хăнасем валли пуян культура программи хатĕрленĕ.
К а н а ш а ф е д е р а ц и н Атăлçи округĕнчи регионсен тата Аньхой, Сычуань, Хубэй, Хунань, Цзянси провинцийĕсен тата Чунцин хулин ертÿçисем кĕреççĕ. Лару çуллен черетпе кашни регионта иртет.
«Канашăн виççĕмĕш ларăвне Чăваш Ене ирттерме шанни — пирĕншĕн пысăк яваплăх, — тенĕччĕ ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. — Пирĕн тĕллев — планланă мероприятисем ăнăçлă иртчĕр тесе хăнасене çÿллĕ шайра кĕтсе илесси тата вĕсене тухăçлă ĕçлеме май туса парасси».
«Атăл-Янцзы» форматра регионсем пĕр-пĕринпе гуманитари енĕпе хутшăннине уйрăммăн палăртас килет. Вĕренÿ, культура, çамрăксен политики, туризм, физкультура, спорт, ытти енĕпе 107 мероприятие пурнăçлаççĕ.
Çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче Шупашкарта федерацин Атăлçи округĕнчи тата Турипе Вăта Янцзы юхан шывĕн хутлăхĕнчи регионсен аслă вĕренÿ заведенийĕсен ассоциацийĕн ларăвне те ирттерĕç. Ку ассоциацие туса хума 2017 çулхи çĕртме уйăхĕнче, «Атăл-Янцзы» формат канашĕн ларăвне Хэфэй хулинче ирттернĕ чухне, йышăннă. Çав çулхи юпа уйăхĕнче Чэнду хулинче ассоциацин I форумне йĕркеленĕ. Унта Раççейри 30 вузран — 30, Китайри 29 вузран 120 ытла представитель хутшăннă.
Паянхи кун тĕлне ассоциаци федерацин Атăлçи округĕнчи 79 вуза, çав шутра И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне тата И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетне, пĕрлештерет.
2014 çултанпа «Атăл-Янцзы» форматри çамрăксен пилĕк форумĕ иртнĕ, унта икĕ патшалăхран 1500 ытла çамрăк хутшăннă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ тата Китайри вузсен хушшинче çирĕплетнĕ договорсемпе килĕшÿллĕн пирĕн студентсем хăйсен пĕлĕвне Китайри аслă шкулсенче тĕрĕслесе пăхаççĕ, унти çуллахи лагерьсенче ĕçлеççĕ. 2016 çулта Аньхой университечĕн делегацийĕпе пĕрле И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче Китай культура центрне уçнă. Çав çулах республикăн Наци библиотекинче Китай информаци-культура центрĕ ĕçлеме тытăннă. 2017 çулта вăл икĕ халăх хушшинчи «Туслăхăн юмах пиçиххийĕ: Чăваш Ен — Китай» проекта пурнăçа кĕртнĕ. Центр китай чĕлхине вĕрентет, Китай çинчен çырнă кĕнекесемпе паллаштарать.

www.hypar.ru
Юрий МИХАЙЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.