- Чăвашла верси
- Русская версия
Аслати çаптăр тесе урама сĕтĕрсе тухрĕ
Сирĕн хаçата темиçе çул ĕнтĕ чунтан кăмăлласа вулатăп. «Юратупа наркăмăшра» мĕн тĕрлĕ шăпаллă çын çырмасть-ши? Тепĕр чухне манăн пурнăç пирки каласа кăтартнăнах туйăнать. Эпĕ те сирĕн пата темиçе хутчен те шăрçалама тăнă — хаçат упăшкан аллине лекесрен шиклентĕм. Хальхинче вара çырмасăр тÿсеймерĕм…
Çур ĕмĕр пурăнса пĕр чĕптĕм телей курмарăм. Çамрăклăхăм пусмăрпа патак айĕнче иртрĕ. Умлă-хыçлă икĕ хĕр çуратрăм. Анчах упăшкана савăнтармарĕ ку. «Сысна ами, арçын ача та парнелейместĕн! Нимĕн те çыннăнни пек мар санăн, теприсен арăмĕсем больницăран йĕкĕреш ывăлпа тухаççĕ», — ача çуртне ÿсĕр килнĕскер шур халатлисен умĕнче тем те пĕр каласа хăртрĕ. Чечек çыххи ман валли мар тăк тухтăр валли туянасчĕ. Калама çук аванмарлантăм. Медсестра хĕрлĕ хăюпа çыхнă пĕчĕк чĕркеме упăшкана тыттарма тăрсан вăл çурăмпа çаврăнса тăчĕ. Турă сывă ача парнеленĕшĕн савăнмалла та… Çул çине тухсан мана хĕрĕмпе пăрахса хăварса таçталла лăпăстатрĕ: те юлташĕсем, те савнийĕсем патне. Куççуле тытса чараймарăм — мĕнле этемпе çыхлантăм-ха эпĕ? Такси тытса яла хам тĕллĕнех çитрĕм. Упăшка киле тепĕр виçĕ кунран çеç таврăнчĕ. Çавăнтанпа урă курман та пуль эпĕ ăна. Лайăх астăватăп: асли икĕ çул та тултарайманччĕ, кĕçĕнни пĕр уйăхраччĕ, пуçне те йĕркеллĕ тытаймасть ун чухне — çĕр варринче виçсĕмĕре урама хăваласа кăларса ячĕ. Юрать, пĕчĕккине ăшă утиялпа чĕркейрĕм. Чÿк уйăхĕччĕ, юр вĕçтеркелерĕ. Никам патне кайма аптăрарăм. Çÿхе кĕпе çийĕн пальто çеç уртса яма ĕлкĕрнĕччĕ. Пĕр сехет тăтăм пуль — шаккасан та алăк уçмарĕ. Ура хытах шăнчĕ, иккĕри Ксюша та нăшăклатма пуçларĕ. Телее, çав вăхăтра кÿршĕри Марук аппа каçрĕ, шеллесе пире килне çавăтса кайрĕ. Тепĕр кунне ÿт температури хăпарчĕ, кăкăрсем чул пек хытса шыçса ларчĕç. «Вĕрĕлтерет сана, хĕрĕм. Хăрушă ку, ĕлĕк ача çуратнă хыççăн ку чирпе нумай хĕрарăм пурнăçран уйрăлнă», — ман патран кайма пĕлмерĕ кинемей. Районти больницăна васкавлă медпулăшупа илсе кайрĕç. Икĕ эрнерен тин таврăнтăм. Çав вăхăтра упăшка мана пĕрре те пырса курмарĕ. Марук аппа килмен пулсан çав каç пирĕнпе мĕн пулĕччĕ-ши?
Айван-çке эпир, хĕрарăмсем, каçартăм ăна, юрама тăрăшрăм. Анчах та унăн кăмăлне нимпе те тивĕçтерме çукчĕ. Эпĕ пĕçернĕ яшкана тиркесе сысна витрине силлетчĕ, кукăле йытта тухса паратчĕ. Вырăн çинче эпĕ «вилнĕ сурăх», «пĕренеччĕ» уншăн. «Ытти хĕрарăм кушак пек ачаш, арçын çумĕнче ирĕлме, хăйне ирĕклĕ тытма пĕлет. Эсĕ вара кăштах та хускалаймастăн та, мĕнрен тунă сана?» — çак сăмахсемпе чĕрене çуратчĕ. Юттисем патне чупнине пытарма-и? Паян кам патĕнче пулнине, ыран хăшĕн патне çитессине каласа парса тарăхтаратчĕ. Майрисене пÿрне хутлатса шутлатчĕ. Ăна пĕр хĕрарăм та тиркемест-мĕн. Эпĕ хирĕç чĕнменни пушшех уртаратчĕ: «Кала-ха, мĕн те пулин, чĕмсĕр сысна. Тунката пек пăхса ан лар мана», — икĕ аллипе пите ыраттармалла чăмăртаса çăвара вăйпа уçатчĕ. Аçтаха пек арçынпа ăçтан, епле ачаш пулăн-ха? Юлашкинчен пушшех те иртĕхсе çитрĕ. Каç енне таса мар кĕпи-йĕмне хыватчĕ те ман çине перетчĕ. «Халех шкапран тасине илсе утюгпа якат, чи нумаййи — вунă минут сана. Çĕр вăрăм, ытти ĕçе кайран та тăватăн», — эпĕ епле чупса çÿресе ĕçленине кулса сăнатчĕ хăй. Арăмĕ ăна еркĕнĕ патне кайма хатĕрлет-çке. Хитре те яка çи-пуç тăхăннă, хырăннă хыççăн: «Мана паян ан кĕт, ан шăнкăравла — чăрмантаратăн», — йăл-йăл кулкаласа еркĕнĕ патне васкатчĕ. Чăтрăм, кашни кун куççульпе çăвăнтăм, атте-аннене, тăвансене каласа парса кулянтарас мар тесе чăн-чăн чура пулса тăтăм.
25 çул хыçа юлчĕ. Юрату мĕнне пĕлместĕп, ача çуратнисĕр пуçне хĕрарăм телейне туйса курман. Упăшкаран ку тарана çитсе пĕр ăшă сăмах та илтмен. «Сысна, çĕлен, пыйтă, упăте» çеç эпĕ уншăн. Хĕрĕмсем ашшĕнчен хăранипе ял çинчех çитĕнчĕç, тантăшĕсем патне тарса каятчĕç те унтах çывăрма юлатчĕç. Юрать, вĕренÿре аван ĕлкĕрсе пыратчĕç, вĕсемшĕн нихăçан та пите хĕретсе курман. Каçсерен аслăк тăрринче, мунчара, мачча тăрринче пĕрре мар çĕр каçнă. Хĕрĕмсене çавăтса колхозăн кивĕ кĕлетне те çĕр варринче сахал мар чупнă.
Пирĕн килтен телей тарнă. Арçын 50 çултан каçсан та лăпланаймарĕ. Иртнĕ эрнере урамра çиçĕм çиçсе аслатиллĕ çумăр çурĕ. Киле ÿсĕр таврăннăскер çÿçрен урама сĕтĕрсе тухрĕ те: «Енчен те эсĕ çын тăк — сана халь аçа çапать, çын мар тăк — çапмасть», — пуçа ик енчен хыттăн çатăрласа тытса тÿпенелле пăхтарттарчĕ мана. Лÿшкесе-шавласа шалкăм çумăр çунă май çиçĕм сăннисем туратланса-вакланса çĕре çитиех тăсăлчĕç. Тек нимĕн те астумастăп. Тăнсăр пулнă эпĕ. Вăраннă çĕре тавралăх çуталма ĕлкĕрнĕччĕ. «Çын мар эсĕ, аçа та çапмарĕ сана», — çÿçе явкаласа илчĕ те стена çумне пуçа кĕрслеттерчĕ. Тем пек йывăр пулсан та чăтатăп.
Мĕн усалли турăм-ши ăна? Мĕншĕн çав териех кураймасть вăл мана? Юлашки вăхăтра хулана тухса каяс шухăшпа пурăнатăп, хваттер тара паракан халь кашни утăмрах. Çав вăхăтрах тăван кил-çуртăм шухăшлаттарать, ачасем кам патне, ăçта кайса çÿрĕç? 60 çул пĕрле пурăнакан аттепе анне ман пурнăçăм çинчен нимĕн те пĕлмеççĕ, эпĕ вĕсене начаррине каласа кăтартса кулянтарман. Ку таранччен вĕсемшĕнех çемьене аркатмарăм. Хамран нумай култартăм, текех чăтма вăй-халăм çук.
ВЕНЕРА.
Шупашкар районĕ.
fanpop.com сайтри сăн ÿкерчĕк.
Комментари хушас