Ăслăлăхпа шÿтлемеççĕ

1973 çулхи авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче тĕнчене калаçтарнă инкек пулса иртнĕ: пĕр изобретатель хăйĕн япалине — сывлăшра вĕçмелли автомобиле пула — вилнĕ. Ăслăлăхран темĕн те кĕтсе илме пулать. Шухăшласа кăларнă япала тепĕр чухне хуçине вĕлерсе пăрахма та пултарать. Çакăн пек тĕслĕх тĕнче историйĕнче темиçе хутчен те пулса иртнĕ.

Генри Смолински тата вĕçмелли автомобиль

Генри Смолински çынсене виççĕмĕш ĕмĕр канăç паман ĕмĕте пурнăçа кĕртме ăнтăлнă. Опыт ирттерес тĕллевпе нумай çул укçа-тенкĕ пухнă вăл. Çакна пулах юратнă ĕçĕнчен те кайма тивнĕ. Юлашкинчен темиçе самолет тата автомобиль пайĕсене туянма май килнĕ. Вĕсене пĕрлештерсе, идеал конструкци шыраса тата темиçе уйăх иртнĕ. 1973 çул Генришĕн триумфа çаврăнмалла пулнă. Шел, вăл вилĕм кăна кÿнĕ. Хăйĕн авто-самолетĕнчен лайăхраххи пурпĕр шухăшласа кăлараяс çуккине пĕлсе арçын сывлăша вĕçсе хăпарнă. Машина пайĕсем чăтайман, çурăла-çурăла арканнă. Генри шăпи Икарăннипе пĕр килнĕ.

Мария Склодовская-Кюри тата ради

Тен, хĕрарăмăн ăслăлăха сĕкĕнмелле те мар тесе тепĕр чухне тĕрĕсех калаççĕ-тĕр... Феминизм тăшманĕсене итленĕ тĕк Мария та ытларах пурăнатчĕ ахăр. Мăшăрĕпе Пьер Кюрипе пĕрле вăл радиоактивноçе тĕпченĕ. Тĕпчевĕсемшĕн Нобель премине икĕ хутчен тивĕçнĕ. Анчах та хĕрарăм çакна ăша хывман — радиаци хăрушсăр мар. Мария опытсен вăхăтĕнче унран сыхланман кăна мар, ради тултарнă ампулăна — талисман евĕр — кăкăрĕ çинче çакса çÿренĕ. Хĕрарăм лейкемие пула 66 çулта вилнĕ.

Хорас Лоусон Ханли тата шывай кимми

Луизиана штатĕнче çуралнăскер шывай киммине пуринчен малтан шухăшласа кăларнă. Унпа АПШри граждан вăрçи вăхăтĕнче усă курнă. Анчах та пĕрремĕш киммине тÿрех путарнă. Иккĕмĕшне сирпĕтнĕ. Виççĕмĕшĕ кăна тĕллевне пурнăçланă — 1863 çулта тăшман карапне путарнă. Анчах шывай кимми те çапăçуран чĕррĕн тухайман, унпа пĕрле экипажри 7 çын та, çав шутра Ханли хăй те, хумсен айне пулнă.

Валериан Абаковский тата вакун

Совет пултаруллă çамрăкĕ, шофер, аэромотовакун шухăшласа кăларнă. Промышленноçшăн вăл уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулнă — хăвăртлăхĕ йĕркеллĕ, топливо сахал çиет. Ăна чукун çулăн Мускав-Тула пайĕнче тĕрĕсленĕ. Ăнăçлă. Анчах та каялла килме тухсан вакун рельсран пăрăнса кайнă. Тĕрĕслеве хутшăннă 5 çамрăк, çав йышра — Валериан та, вырăнтах вилнĕ. Каччă 26 çулта пулнă.

Уильям Баллок тата пичет машинки

Çак американ кĕнеке кăларас ĕçре чăнласа революци тунă — вăл шухăшласа кăларнă пичет машинки хăвăртлăха та, пахалăха та самай лайăхлатнă. Анчах лайăххин чикки çук теççĕ. Баллок 1867 çулта машина конструкцине татах та лайăхлатма тĕв тунă. Ăнсăртран ури çакланнă. Пĕр кăлтăксăр ĕçлекен машина ăна хăвăртах аркатнă. Баллок урине операци тунă чухне вилсе кайнă.

Альфред Нобеле вара ăннă. Вăл динамит шухăшласа кăларас енĕпе опыт ирттернĕ чухне унăн Стокгольмри лабораторийĕ сирпĕннĕ. Çакна пула Альфредăн шăллĕ Эмиль тата пилĕк пулăшаканĕ вилнĕ. Нобель ашшĕ инкеке чăтайман — ăна шалкăм çапнă. Пурнăçĕн юлашки çулĕсене вăл вырăн çинчен тăраймасăр ирттернĕ.

Анчах та Альфреда опытсем ирттерме çакă та чарайман. Тепĕр виçĕ çултан вăл динамит патентне илнĕ.

/Primeinfo.net.ru/

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.