Аслă типĕ

Аслă типĕ ытти типĕсенчен çирĕпрех тата пĕлтерĕшлĕрех. Ун хыççăн Мăнкун пуçланать. Христос чĕрĕлнине тивĕçлипе паллă тума лайăх хатĕрленмелле. 40 кун чун-чĕрене, ÿт-пĕве тасатмалли тапхăр. Кăçал Аслă типĕ пуш уйăхĕн 14-мĕшĕнчен пуçланать те ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче вĕçленет. Малтанхи эрнере типпе уйрăмах пăхăнмалла. Тунтикун, юнкун, эрнекун - типĕ апат, çавăн пекех çăкăр, шыв, улма-çырла, пахчаçимĕç те астивме юрать;

Ытларикун, кĕçнерникун - ÿсен-тăран çăвĕпе хатĕрленĕ вĕри апат;

Шăматкун, вырсарникун - типĕ çупа хатĕрленĕ пахча-çимĕç;

Пăлхавăшнине акан 7-мĕшĕнче паллă тăваççĕ, ун чухне пулă çиме юрать;

Кăчкă праçникĕ ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче килет, пулă çиме юрать;

Лазарь кунĕнче, ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче, сĕтел çине пулă вăлчине лартмалла;

Асап тÿснĕ эрнекун, ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче, чиркÿре Иисус Христоса тупăка хунине ÿкерсе кăтартнă пире илсе тухаççĕ. Унччен çиме юрамасть.

Аслă типпе диета тытмалли тапхăрпа танлаштармалла мар. Чăн та, çак вăхăтра начарланма пулать. Анчах типĕ хыççăн организм тата вăйлăрах ĕçлеме пуçлать, çын каллех самăрăлма тытăнать. Аслă типĕре организма кăна мар, чуна та çылăхран, япăх шухăшсенчен, усал-тĕселтен тасатмалла.

Пурнăçра эпир тарăхатпăр, çилленетпĕр, кĕвĕçетпĕр тата ытти те. Пĕр шутласан нимĕн тĕлĕнмелли те çук. Анчах çакă православи тĕнĕнче пысăк çылăх шутланать. Аслă типĕре тĕне ĕненекен çын чĕрине хуйхă-суйхăран, чир-чĕртен тасатать, ырра ĕненме, шанма тытăнать. Куллен кĕлĕ вулани çак енĕпе уйрăмах пулăшать. Çавăнпа типĕ вăхăтĕнче кашни кунах ирхине тата каçхине çывăрма выртас умĕн кĕлĕ вуламалла. Май пур таран чиркĕве çÿремелле.

Аслă типĕре хăш-пĕр апата çименнипе пĕрлех ăс-хакăл пирки те шутламалла. Йăла-йĕркене пăхăнакансен çак кунсенче хаваслă мероприятисене хутшăнмалла мар, мăшăрланма, венчете тăма юрамасть. Типĕ тытакан çын вак-тĕвекрен пăрăнса пурнăçра чи кирлĕ утăм тăвать, Турă патне çывхарать.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.