Аслă Слакпуç ялĕнче...

6 Çĕртме, 2015

"Иртрĕ çимĕк, иртрĕ туй, иртрĕ туйри савăнăç", - вулатпăр Константин Ивановăн "Нарспи" поэмăри "Çимĕк иртсен" сыпăк пуçламăшĕнче. Çапла, кирек мĕнле аслă уяв та, кирек мĕнле туй-çуй та вăхăчĕ çитсен иртетех. Çапах та уявĕ чăн-чăнниех пулсан, ăна такама юрассишĕн шухăшласа кăларса ячĕшĕн ирттермен пулсан - унăн сăваплă çути çав уяв тепре килсе çитичченех пĕтĕм чун-чĕрене вăй-хăват парса, хавхалану кÿрсе тăрать. Халăх юратакан Константин Ивановăн çавра çулĕсем пирки те çакнах каламалла. Чăваш литературин классикĕн 100 çулхи юбилейне нумаях та пулмасть, тин кăна-ха ЮНЕСКО шайĕнче сулмаклăн кĕрлесе ирттернĕ пек туйăнать - пăхăсăн, 125 çулхи те шавласа иртсе кайрĕ.

"Иртсе кайрĕ" тени тĕрĕсех те мар, унăн малашлăха çул хывакан таса çути пирĕн чĕререх-çке. Ахальтен мар Слакпуçĕнчи тĕп уявра Раиса Сарпи поэт: "Константин Ивановăн 150 çулхи юбилейне те кунта килетĕпех!" - тесе каласан пĕтĕм халăх хавхаланса та йăл кулса тăвăллăн алă çупрĕ. Пурин те, пурин те пулас килет-çке "Нарспи" авторĕн юбилейĕ вăхăтĕнче вăл çурал¬нă тăрăхра: Слак шывĕн шăнкăр-шăнкăр сассине илтсе киленес, унти çăлкуç сиплĕхне туйса курасах килет. Пĕр шутласан, нумай-и 25 çул? Çĕнĕ ăру çуралса вăй илмелĕх, Слакпуç тăрăхне çĕнĕ варкăш илсе килмелĕх кăна. Тепĕр енчен, Константин Иванов хăй чĕрĕк ĕмĕр те пурăнайман, 24 çул та 10 уйăхра ĕмĕрлĕхе куçне хупнă. Апла пулин те вăл чи ăста çĕр ĕçченĕ чи паха вăрлăха илпек те пулăхлă тăпра çине пĕр шеллемесĕр ывăçла-ывăçла вăрăнтарнă пек хăйĕн пĕтĕм талантне, иксĕлми çутăлăхне чăваш халăхĕн чун-чĕрине ĕмĕрсем урлă малашлăха хывса хăварнă. Чăваш халăхĕнне кăна-и тата? Унăн "Нарспи" поэмине тата унти хăш-пĕр сыпăксене çирĕме яхăн чĕлхене куçарнă. Кун пирки, поэт çуралнăранпа 125 çул çитрĕ пулин те, Константин Иванов пултарулăхне сарас ĕçĕн чи хĕрÿ тапхăрĕ кăна-ха, вĕçĕ мар теме пултаратпăр.

Шупашкар хыççăн Пелепей хулинче тата Слакпуçĕнче иртнĕ юбилей мероприятийĕсене Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Культура енĕпе ĕçлекен комитет председателĕн заместителĕ, Пушкăртстан халăхĕсен ассамблейин Канашĕн ертÿçи Зугура Рахматуллина, Пушкăртстан Республикин культура министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Валентина Латыпова хутшăнчĕç. Пирĕн республикăн официаллă делегацине Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - информаци политикипе массăллă коммуникаци хатĕрĕсен министрĕ Александр Иванов ертсе пычĕ. Чăваш халăхĕн "элчисен" йышĕнче ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, ЧР культура министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Альбина Алексеева, культура учрежденийĕсемпе массăллă информаци хатĕрĕсен ертÿçисем тата паллă чăваш поэчĕсемпе писателĕсем, художникĕсемпе скульпторĕсем пулчĕç. Константин Ивановăн тăван тăрăхĕнче хăнасене çăкăр-тăварпа, пушкăрт кăмăсĕпе, чăваш чăкăчĕпе тата, паллах, савăк кăмăлпа тата ташă-юрăпа кĕтсе илчĕç.

Чăваш наци конгресĕн президенчĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Угаслов ертсе пыракан делегаци Слакпуçне май уйăхĕн 28-мĕшĕнчех килсе çитнĕ. ЧНК пуçарнипе кунта çак кун чăваш литературин классикĕн К.В.Ивановăн тата Раççей Федерацийĕнчи Литература çулталăкĕсене халалланă Пĕтĕм Раççейри "Аслă Силпи ялĕнче"... халăх пултарулăхĕн фестивалĕ уçăлнă. Эпир "Нарспи" авторĕ çуралнă яла тепĕр кунне кăна килсе çитрĕмĕр те, фестивалĕн чăн хăвачĕ пирки ыттисем каланă тăрăх кăна хаклама пултаратăп. Çăлкуç патĕнче иртнĕ савăнăçлă митинг хыççăн Слакпуçĕнчи культура çурчĕ умĕнчи концертпа киленнĕ вăхăтра мана пĕр хĕрарăм: "Ах, сирĕн ĕнерех килсе çитмеллеччĕ. Мĕнле чаплă уяв туса пачĕç кунта çĕркаç! Çамрăксем çĕрĕпех ташларĕç", - терĕ. Калаçса кайрăмăр та, ку - нумай çул Слакпуç шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, кайран 15 çул Константин Иванов музейĕнче ĕçленĕ Римма Мироновна Петрова пулчĕ. Поэтăмăрăн 100 çулхи юбилейне те лайăх астăвать вăл. Ун чухне "Коммунизм ялавĕ" /халĕ "Хыпар"/ хаçатран çак уява Александр Вражкин килни, кайран республика кăларăмĕнче пысăк статья çырса кăларнине те асăнчĕ вăл.

- Ун чухнехи уявсем хальхисенчен мĕнпе уйрăлса тăраççĕ-ши? - ыйтрăм унран.

- Вĕсене ытларах учительсем, халăх хăй йĕркелетчĕ. Халĕ йăлтах çÿлтен хушнипе, патшалăх шайĕнче пулса иртет пулмалла, - терĕ вăл. Римма Мироновна, эпĕ ун çине тĕлĕнерех пăхнине сисрĕ те: "Паллах, ку питĕ лайăх", - тесе хушса хучĕ. Унпа калаçнă хушăра ватă учительница патне темиçе хутчен те пыра-пыра сывлăх сунчĕç. "Ахăртнех, вĕренекенсем", - шухăшласа илтĕм те эпĕ, тепĕр ыйтăвне те çак темăпах патăм.

- Сирĕн ялта, ак, чăваш халăхĕн чи юратнă ывăлĕ Константин Иванов çуралнă. Чăваш халăх поэчĕ Ухсай Яккăвĕ те Слакпуçĕнчи куççуль пек тăп-тăрă çăлкуç шывне ĕçсе ÿснĕ. Хальхи ăру мĕнлерех пек? Шанăç параканнисем пур-и?

- Вĕрентнипе, çÿлтен хушнипе пулакан япала мар çав Константин Ивановăн тĕлĕн¬мелле таланчĕ. 100 çулта пĕрре килекен асамлăх... Вăйпа хистенипе, вĕрентнипе кăна нимĕн те тăваймастăн. Турă пани кирлĕ...

Турă пани... Çÿлти таса сывлăшпа тÿрĕ çыхăнура тăмасăр пĕтĕм халăх чунне ĕмĕрлĕх хăват паракан хайлав çырма ниепле те май çук-тăр çав. Каллех "Нарспи" сыпăкĕ аса килет...

Çавтер ырă ачана

Турă чунне панă çав,

Кулса сиксе выляма

Кайăк чунĕ янă çав.

Çичĕ çулхи ачара

Чăваш чунĕ ларать çав.

Пĕчĕк куçĕ йĕрсен те,

Иăваш тути кулать çав.

Шăпах çавăн пекех йăл кулăллă ачасемех чупса çÿрет¬чĕç Раççей шайĕнчи уява кура çăмăл машинăсемпе, газельсемпе, автобуссемпе тулса ларнă Слакпуç урамĕ тăрăх. Шăнкăр-шăнкăр çăлкуç патĕнчи уяв митингĕнче вара çак ял шкулĕнче вĕренекен ачасем, "Силпи асамачĕ" фестиваль лауреачĕсем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Тăваттăмĕш класс хĕрачисем Юлия Беляевăпа Карина Павлова "Илемлĕ" юрра шăрантарчĕç, вуннăмĕш класра вĕренекен Диана Данилова Нарспи монологне вуларĕ.

Ытармалла мар хитре чăн-чăн чăваш тумĕ тăхăннă хĕр-хĕрарăмсемпе ача-пăчаран вĕсем ăçтан килнине ыйтмасăр тÿсеймерĕм. Пушкăртстанри Кăрмăскал районĕнчи Суук Чишма ялĕнчи "Шевле" халăх ансамблĕ иккен. 18 çынран тăракан йышран саккăрăшĕ - шкул ачи. Пуçламăш классене вĕрентекен Ольга Иванова кунта йăлтах çав тери килĕшнине пĕлтерчĕ. "Питĕ хитре, сывлама та уçă... Сивĕ çăлкуçне ĕçсе тăранма пулмасть", - терĕ вăл. Тумĕ пирки ыйтсан çапла хуравларĕ: "Çак кĕпепе анне качча тухнă. Халĕ эпĕ ăна туйсенче тата аслă уявсенче кăна тăхăнатăп"...

Çапла, Константин Иванов çуралнăранпа 125 çул çитни пĕтĕм чăваш халăхĕшĕн чи пысăк уяв. Тепĕр тесен, чăвашшăн кăна-ши? Çук пуль. Пушкăртстан халăхĕшĕн те чи пĕлтерĕшлĕ уявсенчен пĕри ку. "Нарспие" тăванла чĕлхене куçарнă Пушкăртстан халăх поэчĕн Мустай Каримăн Ильгиз Мустаевич ывăлĕпе Альфия Мустаевна хĕрĕ те килсе çитнĕччĕ Слакпуçне. Константин Иванов музейĕнче пулса курнă хыççăн Альфия Мустаевна кунта хăйне çав тери килĕшнине пĕлтерчĕ. Кайран вĕсем пиччĕшĕпе пĕрле Ухсай Яккăвĕн музейне те çитсе курчĕç. Официаллă делегаци умĕнче икĕ халăх поэчĕн хĕрĕсем Ольга Яковлевнăпа Альфия Мустаевна тĕл пулнине хăйнеевĕрлĕ историллĕ пулăм теме те пулать-тĕр.

Тĕлĕнмелли, чăнах та, нумай пулчĕ ку уявра. Те хавхаланăвĕ иксĕлми пулнăран, Слакпуçĕнчи тапхăр-тапхăр кил¬се çăвакан ачаш та ăшă çумăра Светлана Асамат: "Ку ахаль çумăр мар, Константин Ивановăн савăнăç куççулĕ", - тесе хакларĕ. Куççуль - тасатакан хăват. Апла çумăрĕ те ятарласа пире тасатма янăскер. Кулленхи ниме тăман арăш-пирĕш харкашупа тиркешÿрен, кĕвĕçÿпе ăмсануран тасалса çĕнĕ Константин Ивановсене çуратма янăскер...

Римма ПРОКОПЬЕВА.

Шупашкар - Пелепей - Слакпуç.

Лидия ФИЛИППОВА

сăнÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: 
Теги: 

Новости по теме