Аслă Çĕнтерÿ уявĕ пысăк шайра иртрĕ

13 Çу, 2015

Майăн 12-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Республикăра Çуркуннепе Ĕç уявне тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине паллă тунине пĕтĕмлетнĕ. Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçи Юрий Васильев палăртнă тăрăх - кăçал май уявĕсене ытти çулхисенчен ытларах çын хутшăннă.

Республикăра майăн 9-мĕшĕнче 285 культура мероприятийĕ иртнĕ, унта 172 пин çын хутшăннă. Шупашкарта «Çĕнтерÿ» мемориал комплексĕнче Çар Мухтавĕн Монуменчĕ патĕнчи Ĕмĕрлĕх çулăм патне чечексем хунă çĕрте 7 пин çын пулнă. Тĕп хуламăрти Хĕрлĕ тÿреме парадпа уяв салютне пăхма 78 пин çын пынă.

ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Вадим Ефимов пĕлтернĕ тăрăх - май уйăхĕнчи уявсен вăхăтĕнче республикăра 730 мероприяти йĕркеленĕ, унта 350 пин çынна явăçтарнă. Республика Пĕтĕм Раççейри «Çĕнтерÿ сиренĕ», «Çĕнтерÿ вăрманĕ», «Симĕс Хум» акцисене, республикăри Йывăç лартмалли кунăн акцийĕсене хастар хутшăннă.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова халăхăн социаллă хÿтлĕх органĕсем Чăваш Республикин Пуçлăхĕн салам çырăвĕсене Тăван çĕршывăн 25 пин ветеранне тата вилнĕ салтаксен тăлăха юлнă мăшăрне пани çинчен пĕлтернĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 1840 инваличĕпе ветеранне, фашизм пусмăрĕнче асапланнисене, вилнĕ салтаксен тăлăх мăшăрĕсене 24 пин «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе - 70 çул» юбилей медалĕ, 1840 уяв парни панă.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мĕнпур мероприяти тивĕçлĕ шайра иртнине палăртнă. «Чăваш Енре пурăнакансенчен нумайăшĕ Пĕтĕм Раççейри «Вилĕмсĕр полк» акцие хутшăннă. Çакнашкал мероприятисене çамрăк ăрăва тивĕçлĕ воспитани памашкăн малашне те ирттермелле. Яшсемпе хĕрсем вăрçă, аслашшĕ-кукашшĕн паттăрлăхĕ çинчен истори тĕлĕшĕнчи тĕрĕслĕхе пĕлме тивĕçлĕ», - тенĕ республика Пуçлăхĕ.

2015 çулхи майăн 18-23-мĕшĕсенче Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери VIII кинофестивале ирттерме мĕнле хатĕрленни çинчен ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Вадим Ефимов каласа кăтартнă. Тулли метражлă илемлĕ фильмсен конкурс программине 11 картина кĕртнĕ, сахал йышлă халăхсен фильмĕсен конкурс программине - 13 картина. Республикăра пурăнакансемпе хăнасем пĕтĕмпе 43 фильм пăхĕç.

Киносеанссене тÿлевсĕрех кĕртĕç. Фильмсене «Çеçпĕл», «Каскад», «Три пингвина» «Синема 5», «Волжский» кинотеатрсенче кăтартĕç, ЧР наци вулавăшĕнче, Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнче, «Салют» культура керменĕнче тата ытти вырăнта пултарулăх тĕлпулăвĕсем иртĕç.

Канашлура çавăн пекех ачасен учрежденийĕсенче 2015 çулхи сывлăха çирĕплетмелли çуллахи кампание хатĕрленес ыйтăва пăхса тухнă. Республика Пуçлăхĕ палăртнă тăрăх, кăçал çак тĕллевпе 577 миллион тенке яхăн уйăрĕç, çакă пĕлтĕрхинчен 15% нумайрах.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - ялхуçалăх министрĕ Сергей Павлов республика уй-хирĕнче çурхи ĕçсем еплерех пынипе паллаштарнă. Паянхи кун тĕлне 129,1 пин гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем акнă. Ку вăл планпа пăхнин 65% пулать. Елчĕк тата Шăмăршă районĕсенче ака ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Çĕрулмипе ытти культурăсем лартаççĕ-акаççĕ.

А.ВАСИЛЬЕВА

Рубрика: 
Теги: