Аслă Çĕнтерĕве пуç тайса

7 Чÿк, 2014

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе кĕçех 70 çул çитет. Çак пулăма кĕтсе илме хатĕрленме пуçланă та ĕнтĕ. Ку енĕпе пур тытăмра та çине тăрса ĕçлеççĕ. Акă театрсенех илер. Çак кунсенче Вырăс патшалăх театрĕнче Борис Вахтин пьесипе Чăваш халăх артисчĕ Владимир Красотин лартнă «Синяя-синяя речка» ĕçĕн премьери иртрĕ.

Спектакльти ĕç-пуç пĕр ялăн вăрçăчченхи тата ун хыççăнхи кун-çулĕпе çыхăннă. Ял çыннисен шăпи вăрçă кÿнĕ инкек-синкеке, тăван халăх чăтса ирттернĕ терт-нушана уçса пама пулăшать. Ку енĕпе Михеевпа /ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Николай Горюнов/ тата Полина /Екатерина Мальцева/ юратăвĕ питĕ пĕлтерĕшлĕ. Вăрçăра пуç хунă салтака йĕкĕреш ывăлĕсене курма турă пÿрмен. Çемье çеç мар, хуçалăх та арканма пуçланă. Çĕр чăтайми инкеке тÿссе ирттерме Полинăна чун çирĕплĕхĕпе пурнăçа юратни пулăшнă. Çакна чăннипех ĕнентермелле выляма, çук, выляма мар, çав саманта пурăнса ирттерме мехел çитерчĕç тĕп сăнара калăплакансем. Спектакль хыççăн куракансем ура çине тăрса тем вăхăт алă çупни çакна çирĕплетет те.

Спектакле театрăн 20 ытла артисчĕ хутшăннă. Декорацисемпе костюмсене ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ Владимир Шведов ăсталанă, ташăсене лартаканĕ - ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Светлана Краснова.

Надежда СМИРНОВА

Рубрика: