Ашшĕ пепкисене пулăшмасть

Хисеплĕ «Чăваш хĕрарăмĕ» редакцинче ĕçлекенсем!

Хаçата кашни çулах çырăнса илетĕп. Интересленсе вулатăп та хăш чухне темччен шухăша кайса ларатăп. Чăваш хĕрарăмĕсем терт-нуша кураççĕ, çав вăхăтра арçынсем ырлăхра пурăнаççĕ. Ĕçлесе çемьене тăрантармалла-и, ачасене садике леçмелле-и, шкула ăсатмалла-и, чирлесен эмел памалла-и — ним çинчен те шухăшламаççĕ. Пурте пĕрешкел мар паллах.

Ача çуратмалла теççĕ. Иккĕмĕшне кун çути кăтартнăшăн амăшĕн капиталне параççĕ. Çапах вăл çурт илме çитмест.

Арçынĕ-хĕрарăмĕ иртĕхсе эрех серепине кĕрсе ÿкрĕ. Ачисене пăхманран ашшĕ-амăшĕн прависĕр хăвараççĕ. Патшалăх укçипе пурăнма вĕренсе çитрĕç. Тĕрĕс-и вара çакă?

Хальхи çамрăксем хут уйăрттармасăр пĕрле пурăнма хăнăхса кайрĕç. Ача çуралсан арçын хĕрарăма пăрахса хăварни сахал-и? Тĕрĕссипе, хамăн хĕрĕн шăпи те канăç памасть. Камран пулăшу ыйтмалла-ши?

Хĕрĕм Комсомольски район каччипе паллашрĕ. Вĕсем пĕрле пурăнассине хирĕçлемерĕм. 2013 çулта пĕрремĕш ача çуралчĕ. Арçын пĕр çул ĕçлеме çÿрекелерĕ. Укçине нумай илсе килмесен те хĕрĕм ача валли япаласем илтерчĕ. 2015 çулта тата йыш хушрĕç вĕсем. Иккĕмĕш ача çуралнăшăн амăшĕн капиталне тивĕçрĕç.

Çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнче ашшĕ тĕпренчĕкне ача çуратмалли çуртран илсе тухрĕ. Утă-çурла уйăхĕсенче ĕçлеме тесе кайрĕ те каялла килмерĕ. Пĕр пус та парса пулăшмасть, ачисене курас тесе те вĕткеленмест.

Халĕ хĕрĕм ашшĕ-амăшĕ патĕнче пурăнать. Комсомольски районĕнчи суд приставĕсенчен пулăшу ыйтса çырчĕ. Мăнуксен ашшĕ çулталăкра пĕр хутчен 5 пин тенкĕ ярса пачĕ. Урăх унтанпа нимĕнле сас-хура та çук. Явап тыттарма май çук-ши вара ăна? Чун ыратать, хĕрĕме те çăмăл мар. Унăн та чĕри вырăнне чул чикмен.

Пĕрремĕш мăнука ашшĕн хушамачĕпе çыртарнă. Тепри амăшĕпе пĕрешкел хушаматлă. Комсомольски районĕнчи Владислав Артемьевран мĕнле майпа алимент шыраса илмелле-ши? Ачисене пăхманшăн ашшĕн чунĕ ыратмасть-ши?

2 мăнуклă ВАЛЕНТИНА.

Тăвай районĕ.

Çырăва тĕрĕслеме Комсомольски район администрацине ярса патăмăр. Пуçлăх çумĕнчен, социаллă ыйтусемпе ĕçлекен Надежда Петровăран çапла хурав илтĕмĕр:

«Валентинăн хĕрĕ тата унăн мăнукĕсем Комсомольски районĕнче нихăçан та пурăнман. Вĕсем çакăнта пропискăра тăмаççĕ. Владислав Артемьев, 1993 çулта çуралнăскер, тăтăшах Мускава ĕçлеме çÿренĕ. Халĕ вăл Çĕрпÿел администрацийĕнче вăй хурать. Суд приставĕсем унпа курса калаçнă. Вăл çитес вăхăтра мăшăрĕпе ачисене укçа-тенкĕпе пулăшма шантарать».

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.