Ашшĕ-амăшĕн шанчăкĕ
Çут çанталăка юратакан ача — ырă чунлă, унăн чĕринче чечексем ешереççĕ, кайăксем чĕвĕлтетеççĕ. Çиччĕмĕш класри Рома Алексеев пирки те çавнах каламалла. Тăван тавралăхăн кашни йывăç-курăкне ыталама хатĕр вăл, чĕрчунсем çине те ăшă куçпа пăхать. Хăй лартнă йывăçсене вара ачашласах ÿстерет. Çавăнпах пуль шкулта та биологи предметне питĕ юратса вĕренет. Çак предметпа район олимпиадине хутшăнса кăçал иккĕмĕш вырăна тухнă.
Рома спортпа та туслă. Кунта вĕреннĕ Совет Союзĕн Геройĕ Николай Степанович Ижотов ячĕпе çулсеренех çăмăл атлетика кросĕ иртет. Унта арçын ача тăтăшах лайăх кăтартупа савăнтарать. Сывлăхне çирĕплетсех тăрать-çке вăл, пушă вăхăт тупăнсанах юлташĕсемпе чупма çÿрет, çакă çитĕнÿ тума пулăшать те.
Чылай арçын ачан киленĕçĕ пĕр пекрех — техника. Килте трактор, машина, мотоцикл та пулнăран Рома мĕн пĕчĕкренех вĕсем патне туртăнать.
— Техника та чĕрĕ чун пекех, унпа ăшшăн калаçмалла, типтерлĕ тытмалла, — тет арçын ача.
Тепĕр тесен йывăç-курăкпа тата техникăпа çеç туслă мар вăл. Чи çывăх юлташĕсенчен пĕри — пĕрле вĕренекен Аня. Ăна питĕ хисеплет Рома.
— Чăн-чăн тусăн усала вĕрентмелле мар, манран кăшт ăслăрах та пулмалла. Аня çавăн пек, — тет шухăшлăн.
Рома нумай та калаçмасть, анчах кашни сăмахĕ — чунран тухнăскер. Ахаль сÿпĕлтетекенсене кăмăлламасть вăл, кашни сăмахăн хăйĕн вăйĕ пуррине ĕненет.
Çакăн пек маттур, пултаруллă, тăрăшуллă ачапа çывăх çыннисем савăнса кăна пурăнаççĕ ĕнтĕ. Çăматă йăвалакан амăшне те калăп туса пулăшать-çке вăл. Ашшĕ пек тракторист пулса пурнăç йĕркелесшĕн. Курăр, епле шанчăклă ывăл ÿсет!
Лариса ПЕТРОВА.
Çĕрпÿ районĕ, Ямаш шкулĕ.
Комментари хушас