Ашшĕ-амăшĕн пилĕпе

25 Утă, 2018

«Хăв тĕллĕн йĕркеленĕ хуçалăхшăн ытларах тăрăшатăн, чуна парса ĕçлетĕн», — тет Канаш районĕнчи Вырăскас Пикших ялĕнчи Зинетулла Санзяпов фермер.

Тыр-пул та тупăшлă

315 гектар çĕр çинче нумай çул ÿсекен курăк, тулă, урпа çитĕнтерет вăл. «Малтанла-
са сĕлĕ те акнăччĕ. Анчах ку культурăна Канаш районĕнче
вырнаçтарма кансĕр пулнăран çитĕнтерме пăрахрăм. Сĕлле
республикăн кăнтăр районĕсенче çеç аван туянаççĕ. Хальлĕхе
унта лаша тытакансем пур», — малалла тăсăлать сăмах çиппи.
«Выльăх-чĕрлĕхсĕр фермер хуçалăхĕ йĕркелеме тупăшлă-и
паян?» — кăсăклантăм эпĕ. Мĕншĕн тесен чылай фер-
мер халĕ кайăк-кĕшĕк, выльăх-чĕрлĕх тытать. Хăйсем çитĕ-
нтернĕ тыр-пула, курăка выльăх витĕр кăларса тупăш илеççĕ.
«Ман шутпа, тыр-пул çитĕнтерни те тупăш кÿрет, — чунне
уçрĕ арçын. — Паллах, ун пирки тÿрех калама юрамасть те
пулĕ. Мĕншĕн тесен çĕр ĕçченĕн ăнăçăвĕ ытларах çут çанталă-
кран килет. Çÿлти Турă мĕн парать — çавна пуçтарса илет вăл.
Акă иртнĕ çул çанталăк çумăрлă пулнăран нумай çул ÿсекен
курăк хиртех выртса юлчĕ. Чун ыратрĕ. Кăçал вара ăна иккĕмĕш
хут çулса пуçтарма ĕмĕтленетпĕр. Кун пек чухне кăмăл-туйăм та лайăх».
Курăк тенĕрен фермер ăна тÿрех управа хурать. Хĕлле ял çыннин утă пĕтсе çитсен — су-
тать.
Пĕлтĕр тыр-пул хакĕ чакни, паллах, фермера ыттисем
пекех пăшăрхантарнă. Ара, çу каçипе тăрăшса ĕçлени хара-
ма кайнăн туйăннă. Юрать-ха, управри тыр-пула хĕлле, çур-
кунне сутма май килнĕ. Кăçалхи хаксем çĕр ĕçченĕ майлă пулсан
аванччĕ хăть.
«Ытти фермер пек çĕр улми лартса çитĕнтерме шухăш çук-и
сирĕн?» — каллех кăсăкланатăп эпĕ. «Паллах, ун пирки ĕмĕт
пулнă манăн. Анчах та асăннă культурăна пуçтарса илме хĕн.
Комбайнсăр пуçне алă вăйĕ те кирлĕ. Ку тăрăхра вара вăй пит-
ти çын çукпа пĕрех, кинемейсемпе мучисем çеç. Чылайăшĕ Мускава, Питĕре ĕçе çÿрет. Чу-
кун çул юнашарах вĕт», — пулчĕ хурав. 
Зинетулла Шейхуллович фермер хуçалăхне 2014 çулта
йĕркеленĕ. Курăк, тыр-пул çитĕнтерме техника çителĕклине
палăртрĕ вăл. Вăй çитнĕ таран ăна пуянлатма тăрăшать. Тыр-
пула пухса кĕртме пĕр комбайн пур. Ака-суха, вырма вăхăтĕнче
тус-юлташĕ, тăванĕсем, çемйи пулăшать ăна. Паллах, фер-
мерăн хăйĕн те çаврăнăçуллă пулма тивет. Тепĕр чух трактор-
машина çине хăех ларать. «Хăпартланас килмест, комбайна
çÿретейместĕп. Ку тĕлĕшпе эпĕ специалист мар. Ыттине пур-
не те пурнăçлатăп», — сăпайлăн хушса хучĕ арçын.
Ывăлĕ Азат 11 çулта çеçпулин те ашшĕне пулăшать. 
«Кунĕпе уçă сывлăшра, хампа юнашар, — терĕ вăл ун пирки. —
Ытти ача пек компьютер умĕнче ларса сывлăхне хавшатмасть. Çакă та пĕлтерĕшлĕ».

Пĕр çемьерен икĕ фермер

Зинетулла Шейхуллович Патăрьел районĕнчи Ыхра Çырми
ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Шкул хыççăн
строительство техникумĕнчен вĕренсе тухнă. Каярахпа юриди-
ци тĕлĕшпе пĕлÿ илме шут тытнă, анчах аслă шкултан вĕренсе тухма тÿр килмен. Чылай вăхăт
Хусанта ĕçлесе пурăннă. Чăн та, халĕ те унтах вăл. Çапах тă-
ван çĕр фермера хăй патне туртать. Ака-суха пуçлансан хĕл ла-
ричченех хуçалăхра вăй хурать.
Санзяповсен çемйинче 9 ача çитĕннĕ. Вĕсем ашшĕ-амăшĕ
пекех ĕçчен, хастар ÿснĕ. Пурте аслă шкул пĕтернĕ. Шел,
пĕртăвансенчен иккĕшĕ вăхăтсăр вилнĕ. «Аттепе анне те икĕ
çул каялла пурнăçран уйрăлчĕç. Пĕр-пĕрин хыççăнах, уйрăм-
лăх пĕр уйăх çеç, леш тĕнчене ăсанчĕç. Тăван кил-çурта мана
халалласа хăварчĕç. Унăн çутине сÿнтересшĕн мар. Атте-анне
халалне тÿрре кăларас тесе тăрăшатăп. Атте çĕре пушă вырт-
тармалла марри пирки калатчĕ ялан», — шухăшлăн калаçрĕ Зинетулла Шейхуллович.
Аслă Санзяповсем ачисене çĕре юратма вĕрентни куç кĕре-
тех. Ахальтен мар пĕр çемьере икĕ фермер çитĕннĕ: Зинетулла
Шейхулловичăн шăллĕ Решит республикăра чи ăнăçлă аталанакан фермерсенчен пĕри шут-
ланать. Ун пирки эпир «Хресчен сасси» хаçатра çырса кăтартнăччĕ маларах.
Паллах, пиччĕшĕпе шăллĕ пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлеççĕ.
Тепĕр чухне техника тĕлĕшпе те, сĕнÿ-канашпа та.
Малашнехи ĕмĕт-тĕллевсене палăртнă май улма-çырла лартса ÿстерессине пĕлтерчĕ
фермер. Сăмахран, виктори тата хăмла çырли. Вĕсем вал-
ли ятарлă лаптăк та пур иккен. Мелиораци хатĕрĕ те ту-
яннă. Иртнĕ çул кĕркунне виктори кăштах лартса хăвар-
нă. Кăçал вăл çимĕçне пама ĕлкĕрнĕ, анчах пирвайхи хут
тухăçĕ пĕчĕкрех. Тăван килĕнче те 1 гектар çĕр çинче çырла
çитĕнет. Унти ытлашши хунава хуçалăх çĕрĕ çине куçарас
шутлă фермер. «Хула çывăхра, конкуренци ку тĕлĕшпе хальлĕ-
хе çукрах. Çавăнпа та çак çул-йĕрпе ĕçлесе пăхма ĕмĕтле-
нетĕп», — вăрттăнлăхне уçрĕ Зинетулла Санзяпов. Малашне пусă çаврăнăшне лайăхлат-
ма ыхра, сухан та ÿстермеллине палăртрĕ. Çĕр çырли бактерине пĕтермешкĕн çак культурăсене çитĕнтерме тивет. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.