ĂШĂТМА ЮРАМАСТЬ

6 Утă, 2016

Чылайăшĕ апата темиçе кун валли пĕçерсе хатĕрлет. Кун пек ансатрах вĕт-ха — кирлĕ чухне ăшăтса кăна çимелле. Анчах диетологсем ку яланах вырăнлă пулманни пирки асăрхаттараççĕ, мĕншĕн тесен çимĕçсене тепĕр хут вĕрилентернĕ май пулакан хими процесĕсем малтанхинчен уйрăлса тăраççĕ.

Рис

Унра пĕçерсен те вилмен бактерисем пур. Вĕсен хисепĕ нумай мар—ха, çавăнпа сывлăха сиен кӳреймеççĕ. Анчах пӳлĕм температуринче çак бактерисем лайăх ĕрчеççĕ. Риса пĕр-икĕ сехетлĕхе плита çинче хăварсан вĕсем “иртĕхсех” каяççĕ. Риса иккĕмĕш хут ăшăтсан хисепĕ икĕ хут ӳсет, ку варвиттие яма, хăстарма пултарать.

Мĕн тумалла? Тĕрĕссипе, пĕçернĕ риса тӳрех çимелле. Сиввине салата хушма юрать.

Чăх какайĕ

Тепĕр хут ăшăтсан белок тытăмĕ улшăнать, ку апат ирĕлессине тата ăна йышăнассине пăсать.

Мĕн тумалла? Çисе ярайман сивĕ какайпа бутерброд е салат валли усă курма пулать.

Çĕрулми

Пӳлĕм температуринче сивĕтсен ботулизм патакĕ аталанма пултарать. Тепĕр хут ăшăтнипе вăл вилмест! Унсăр пуçне ăшăтнă чухне çĕрулмири усăллă япаласен çурри çухалать.

Мĕн тумалла? Ăшăтмалла мар, пĕрре ларса çимелĕх кăна пĕçермелле.

Кăмпа

Ăшăтсан малтанхи тытăмĕ улшăнать, тути япăхать. Çавна пула хырăмлăх ыратать, кӳпĕнет.

Мĕн тумалла? Юлнине вĕтетсе сивĕ соуса е салата хушмалла.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.