Ăшă сăмах хĕлле те ăшă

Ыттисен хушшинче палăрса-уйрăлса тăракан хĕрарăм çинчен ыйтсан Красноармейскисем тÿрех Клавдия Васильева çинчен аса илчĕç. Пăрчăкан пек вăр-варскер çинчен калаçмасăр епле чăтăн-ха? Таçта та ĕлкĕрет, ырă кăмăлĕпе чун ăшшине такам валли те çитерет, пулăшу ыйтакана нихăçан та хирĕçлемест хĕвел пек сарă хĕрарăм. Аслисен драма “Юхăм” ушкăнне те, ачасен “Хунав” пултарулăх кружокне те ертсе пырать вăл. Драма ушкăнĕ “халăх” ята тивĕçнĕ. Пултарулăхне “Хунавра” туптакансем республика шайĕнчи конкурссенче çĕнтереççĕ — акă Анастасия Козловăна республикăра СССР халăх артистки Вера Кузьмина ячĕпе иртекен конкурсра I степень Дипломпа чысланă. Кунпа кама тĕлĕнтерĕн тесшĕн-и? Çапла, чăваш хушшинче пултаруллă, пушшех те, юрра-ташша ăста çын сахал мар. Клавдия Ильинична урăххипе тыткăнларĕ-ха мана. Хыçа 70 ытла теçетке хăварнăскер паян та чупса ĕçлесе çÿрет вăл. Аслисен, ачасен пултарулăхне аталантарма пулăшнисĕр пуçне хăй те хайлать. Сăввисене пухса “Чее хĕвел”, "Тавах сана, ман ирĕк шухăшăм”, "Чечеклен, Тăван ен” кĕнекесем кăларма та вăй çитернĕ. Хушма ячĕ те — хăйне май.

— Клавдия Ильинична, мĕншĕн — Тукайăкĕ? /Хăй çак сăмахсене пĕрле çырнипе эпĕ те çаплах хăвартăм. Вăрттăнлăхĕ кĕçех уçăмланчĕ. — Авт./

— Эпĕ Канаш районĕнчи Малти Тукай ялĕнче çуралнă, — ăнлантарчĕ Клавдия Ильинична. — Çавăнпа хушма ят пирки шухăшласа пуçа та ыраттармарăм. Ял ячĕпе çыхăнтарса Клавдия Васильева-Тукайăкĕ пулса тăтăм.

— Кĕçĕн Çавал илемĕпе киленсе, юхан шыв хум çеммине итлесе ÿснĕ хĕр пултарулăх тĕнчине лекнинчен тĕлĕнмелли çуках. Çапах та сцена мĕнпе илĕртет-ха сире? Çак туртăм ачаранах пуçланнă-и?

— Çапла, ача чухнех сцена çинчен анма пĕлмен темелле. Сăвă вуланисĕр пуçне спектакльсем те хатĕрлеттĕмĕр. Йăскар ака /”Ялта”, Ф.Павлов/ рольне калăплани асра. Ялти клубăн мĕн декорацийĕ пултăр? Сĕтел айне кĕтĕм те выртрăм: сценарипе килĕшÿллĕн ÿсĕр-çке эпĕ. Акă Ванюкпа Елюк кĕреççĕ. Эпĕ сĕтел айĕнчен: “Ах, кунта пăру мĕн çуллать?” — тетĕп. Ара, сăмахĕсем пур-ха та унта... Çынсем кулса вилеççĕ манран... Пултарулăхĕ аннерен куçнă-тăр... Ах, тĕлĕнмелле хитре юрлатчĕ вăл. Атте, колхоз пĕрремĕш председателĕ пулнă вăл, вăрçа хутшăннă, нумай калаçма юратмастчĕ. Вăрçă çинчен вара пачах каласа кăтартмастчĕ.

7 класс хыççăн малалла вĕренме ямарĕç мана. Пÿрт лартма ссуда илнĕччĕ пирĕн çемье. Çавна татмалла тесе фермăна ĕçлеме ячĕç. Пăрусем, ĕнесем пăхрăм. Виçĕ çула яхăн тĕрмешсе парăма татрăм.

Эх, вĕренес килет! Эпĕ “пиллĕкпе” кăна ĕлкĕрсе пынă вĕт. Пĕр “тăваттă” кăна — черченипе — пулнă. Качака хÿри те ÿкерме пĕлместĕп — мĕн тăвăн? Карагандара механизаторсен курсне пуçтарнине хаçатра вуласа пĕлтĕм те çавăнта вĕренме каяс шухăшпа хĕмлентĕм.

— Ăçта-ăçта?

— Карагандара. Эпир çичĕ ача ÿснĕ. Аслисем килтен тухса кайнă, вĕсен хăйсен çемйисем. Эпир килте шăллăмпа иксĕмĕр юлнăччĕ. Хайхи документсем ярса патăм çав шкула. Кĕçех йыхрав килчĕ — вĕренме пымашкăн чĕнеççĕ. Паллах, анне çавăнта çити вĕренме ямарĕ. Эпĕ татах хаçатсем тишкерме пуçларăм. Ф.Павлов ячĕллĕ музучилищĕре театр уйрăмĕ уçăлассине пĕлтĕм. Анне, хăй калашле, “тринкки шкулне” те ярасшăн мар мана. Анчах та аякка тухса каясран хăрать курăнать. Çапла ирĕк пачĕ.

Экзамен тытрăм, студентсен йышне лекрĕм. Ытларах режиссура енĕпе вĕрентрĕç пире. Педагогсем мĕн тери ăстаччĕ! Борис Марков, Петр Иванов... Диплома “пиллĕк” паллăсем кăна лартса пачĕç. Чăн та, пĕр “иккĕ” илнĕччĕ вĕреннĕ чухне. Тантăшăм физика урокне хатĕрленмесĕрех пынă. Электрохумсем пирки каласа кăтартмалла хайхин. Эпĕ ăна пăшăлтатса пулăшма тăрăшатăп. Преподаватель çакна илтрĕ, тытрĕ те... мана “иккĕ” лартрĕ те пачĕ. Юрать тантăшăм хăюллă. Тăхтав вăхăтĕнче преподавательтен шит те юлмасăр хыççăн чупрĕ: “Эпĕ, кахалскер, айăплă. Мĕншĕн эсир ăна “иккĕ” лартса патăр? Турăшăн та хуратăр!” Хураттарчĕ вĕт! Малалла вулас...

 

 

Рита АРТИ. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.