Асаттепе атте уçнă çулпа, атте панă пилпе...

19 Авăн, 2018

Шкул, педагогика ĕçĕпе ĕçлеме пуçланăранпа 55 çул çитнĕ май

Ку çул вăл — Хлебниковсен учительсен династийĕн çулĕ. Эпĕ ун тăрăх утма пуçланăранпа 55 çул çитрĕ. Учительсен династине пуçараканĕ — манăн асатте Игнатий Иванович Хлебников. Вăл чăвашсене çутта кăларакан Иван Яковлевич Яковлевăн вĕренекенĕ пулнă, Чĕмпĕрти учительсем хатĕрлекен чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухсан Пăва уесĕнчи /хальхи Елчĕк районĕнчи/ Кушкă ялĕнче шкул çуртне тутарса 35 çул ял ачисене вулама-çырма вĕрентнĕ, вĕсене чăваш халăх историйĕпе, йăли-йĕркипе паллаштарнă. Сĕрме купăс каласа ачасене юрăсем вĕрентнĕ, хор йĕркеленĕ, чăваш халăх юррисене, кĕввисене каласа шкул ачисене, ял çыннисене савăнтарнă.

Тăрăшса ĕçленĕшĕн асаттене Синодăн Миссионерсен Совечĕ Библи парса хавхалантарнă, титул листи çине çапла çырнă: «Ревнующего в наставлении детей во вере и благочестии, по обучению святой Православной Церкви, учителя Кошки- Куликеевской церковно-приходской школы Буинского уезда Симбирской епархии, Игнатия Хлебникова благословляет сею книгой во поощрение любви его к детям, являемой делом и истиною».

Присутствующий в Святейшем Синоде Епископ Иннокентий,
Предводитель Миссионерского Совета
Мая 11 дня 1915 г.

Асаттен ĕçне малалла унăн ывăлĕ, манăн атте Георгий Игнатьевич Хлебников тăснă. Вăл Патăрьелĕнче педтехникум пĕтернĕ хыççăн Кушкă шкулĕнче ачасене вĕрентнĕ. Асатте хăйĕн сĕрме купăсне аттене парнеленĕ пулнă, атте вара унпа усă курса шкулта хор йĕркеленĕ, шкул ачисене юрлаттарнă, уявсем тĕлне ял халăхĕ валли концертсем лартнă, халăх культурине сарнă. Атте балалайка та лайăх калатчĕ. Унпа ачасене те, çитĕннисене те сахал мар ташлаттарнă, савăнтарнă.
Каçсерен ĕçрен таврăнса апат çинĕ хыççăн аллине сĕрме купăс тытатчĕ, анне пĕр-пĕр ал ĕç тума ларатчĕ, эпир, тăватă ачи, аттепе аннен икĕ енне тăраттăмăр та атте калакан юрра пурте пĕрле юрлама пуçлаттăмăрччĕ. Час-часах Пушкин çырнă «Зимний вечер» сăвă тăрăх кĕвĕленĕ юрра, «В низенькой светелке», «Пойду ль я, выйду ль я», «Улма йывăç авăнать», «Çĕмĕрт çеçки çурăлсан», «Йĕс таканлă аттăр пур» тата ытти юрăсене те шăрантараттăмăр. Атте пире И.Я. Яковлев çырнă «Ача-пăча калавĕсем» кĕнекери калавсене вуласа е хăй каласа паратчĕ, калав содержанийĕ пирки эпир мĕн шухăшланине ыйтса пĕлетчĕ.
«Мурзилка», «Пионер» журналсене çырăнса паратчĕç, эпир унти калавсемпе сăвăсене питĕ юратса вулаттăмăр, аттепе аннене вĕсен содержанине каласа параттăмăр. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.