Асăрхатăр тесе чечек çыххи йăтса килнĕ

Юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче çак социаллă сете хута янă. Унтанпа сайт миçе çын «килĕ», вăрттăн пÿлĕмĕ, пултарулăх лаççи пулса тăман-ши? Хутшăнма, ĕçлĕ çыхăну йĕркелеме, тахçанхи тус-пĕлĕше тупмашкăн кăна мар, паллашмашкăн та май парать вăл. Хăшĕ-пĕришĕн соцсетьре çитнĕ «салам» сăмах пысăк юратăва куçнă. «Контакра» паллашса çемье çавăрнă мăшăр та сахал мар.

Николайпа Лилия Федоровсене ку сайт пĕр-пĕрне тупма пулăшнă. Пĕтĕмпех ултă çул каялла Коля вĕçтернĕ: «Салам! Паллашма юрать-и?» — сăмахсенчен пуçланнă. Лилия хирĕçлемен. Сăмах хыççăн сăмах... Кăмăллă калаçу сыпăннă. Виртуаллă хутшăну виçĕ уйăхран чăнлăха куçнă.
Лиля ун чухне — Шупашкарта кафере бармента, Николай çĕршывăн тĕп хулинче вăй хунă. Вĕсен пĕрлехи паллакансем пулни те ку паллашушăн пĕлтерĕшлĕ. Çавсен урлă Коля çамрăк хĕрарăма тупнă. «Упăшкаран уйрăлнă хыççăн ултă çул никам çине те çаврăнса пăхман эпĕ. Ывăлăмпа хĕрĕмшĕн кăна тăрăшаттăм. Çĕнĕ хутшăнусем пирки шухăшламан. Коля ырă кăмăлĕпе тыткăнлама пултарчĕ. Хамăн шăпам пирки ним пытармасăр каласа кăтартрăм, ачасем пурри ăна шиклентермерĕ, пистермерĕ. Соцсетьре çырăннă чухне пĕрмай вĕсем пирки ыйтрĕ, кăсăкланчĕ, çав тери тимлерĕ. Кунне темиçе шăнкăравлатчĕ», — каласа кăтартрĕ çемье телейне тупнă çамрăк хĕрарăм. Коля Лильăран сакăр çул кĕçĕнреххи те вăй илме тытăннă туйăмсемшĕн чăрмав пулман. Çамрăк амăшĕн тепĕр чухне каçхи сменăра ĕçлеме тивнĕ. Интернетра йĕркеллĕ çынна тĕл пуласси пирки яланах иккĕленнĕ вăл. Çавăнпа кафере çын çук чухне вăхăта кĕскетмешкĕн тата кичемлĕхе сирмешкĕн кăна Кольăн çырăвĕсене хуравланă. Çапах яш ун чĕри патне сукмак хывма пултарнă.
Авăн уйăхĕн пуçламăшĕ. Пĕр¬ремĕш хут тĕл пулнине Федоровсем ăшă кулăпа аса илеççĕ. Лиля ун чухне пуçламăш классенче вĕренекен пепкисене шкула ăсатмашкăн тăван тăрăха, Етĕрне районне, кайнă. Шăпах çав кунхине Кольăпа курнăçма калаçса татăлнă. Ку Шупашкарти вокзалта пулса иртнĕ. «18 çулти пекех пăлхантăм, вăтаннă та пулĕ. Ал-ура чĕтрерĕ, чĕре хыттăн тапрĕ. Пĕрремĕш тĕлпулăва ятарласа хатĕрлентĕм, çĕнĕ тумтир туянтăм...» — аса илчĕ Лилия. Коля ун патне чечек çыххипе пырса тăнă. Кайран çапла каласа кăтартнă: унăн икĕ хут Лиля куçĕ умне курăнма тивнĕ-мĕн. Малтан пушă алăпах çывхарнă вăл, анчах телефонпа калаçакан Лилия никама та асăрхаман. Яш аптăраса тăман, чечек çыххи туянса тепĕр хут ун умне пырса тăнă. «Илемлĕскере курсан ытларах та хумхантăм пулĕ», — терĕ хĕрарăм. Пĕр-пĕрне ăшшăн ыталанă икĕ çамрăк. «Кайрăмăр!» — тенĕ лару-тăрăва тÿрех хăйĕн аллине илсе Николай. Иккĕшĕ шăкăл-шăкăл калаçса хăтлă кафере техĕмлĕ кофĕпе сăйланнă. Вĕсем ăнланнă: умра шăпа пÿрнĕ çын ларать. Вĕçертмелле мар.
Тепĕр кунхине мăшăр Патăрьел районĕнчи Тăрмăш ялне çул тытнă. Николай савнине тăванĕсемпе паллаштарнă. Лильăн ĕçе тухмашкăн хулана таврăнмалла пулнă, анчах Коля хирĕçленĕ, яман. «Çапла качча илсе юлчĕ», — шÿтлерĕ кил хуçи арăмĕ.
Халĕ Федоровсем виçĕ ача ÿсте¬реççĕ. Николай мăшăрĕн ывăлĕпе хĕрĕшĕн те ашшĕ пулса тăнă. «Мана «дядя» тесе чĕнмелле мар, «атте» темелле», — çапла каласа Лильăн чунне çемçетнĕ: «Ачасем унăн сĕнĕвне савăнсах йышăнчĕç. Юратаççĕ Кольăна, «атте» тесе çеç тăраççĕ. Çумра шанчăклă çын пулсан пурăнас килет». Ÿркенмен, ĕçчен çемье пуçне хунямăшĕ те ялан хапăл. Кĕрĕвĕн правурлăхĕнчен тĕлĕнет.
Нина ЦАРЫГИНА.
Çемье архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.