Асăрхăр: «Хыпар» издательство çурчĕн «Тантăш» хаçачĕн конкурсĕсем
«Тантăш» хаçат редакцийĕ шкул ачисем валли каллех пултарулăх ăмăртăвĕсем йĕркелет. Конкурссем нарăс (февраль) уйăхĕн 13-мĕшĕнчен пуçласа пуш (март) уйăхĕн 31-мĕшĕччен иртеççĕ. Малалла – тĕплĕнрех.
«ЮРАТАТĂП САНА , ЧĂВАШ ЕН » ÿкерчĕксен конкурсĕ.
Пултарулăх ăмăртăвне Чăваш автономине йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалларăмăр. Эсир тăван тăрăха мĕнлерех юрататăр? Чăваш Ен тесен куç умне мĕн тухса тăрать? Конкурс ĕçĕсене çакна тĕпе хурса пурнăçлăр. Çĕнтерÿçĕсене палăртнă чухне ÿкерчĕкĕн илемне çеç мар, хăйне евĕрлĕхне те шута илĕпĕр.
Ĕçе А4 калăпăшлă хут çине пурнăçламалла.
Ÿкерчĕк сюжетне уçса паракан ят пулмалла.
Хутшăнакансен ÿсĕмĕ: 1-11-мĕш классем.
Хатĕр ĕçсене редакцие çак адреспа çитермелле: Шупашкар, И.Яковлев пр.,
13 çурт, 7 хут, «Тантăш» хаçат редакцийĕ.
«ЧĂЛТĂРТ ИК» фотоконкурс.
Хальхи вăхăтра сăн ÿкерме пĕлмен ача çук та пулĕ. Анчах кăсăклă кадр хатĕрлесси – çăмăл ĕç мар. Хăш чухне ăна ятарласа шыратăн, хăш чухне вăл ăнсăртран çакланать.
Эсĕ хăйне евĕрлĕ, кулăшла сăн ÿкерчĕксем тума юрататăн-и? Эппин, пирĕн конкурса хутшăнмаллах санăн.
Çакна та шута илмелле: сăн ÿкерчĕк лайăх пахалăхлă пулмалла.
Сăн ÿкерчĕк сюжетне уçса паракан ят пулмалла.
Хутшăнакансен ÿсĕмĕ: 3-11-мĕш классем.
Хатĕр ĕçсене редакцие электрон адреспа çитермелле: tantas@list.ru.
«АН ПУЛТĂР ВĂРÇĂ НИХĂÇАН » эссе конкурсĕ.
Хаяр вăрçă пирĕн çĕршывра кашнин пурнăçĕнчех усал йĕр хăварнă. Чăваш Ен те маттур ывăлĕсене фронта ăсатнă, халăх выçлăха пăхмасăр çĕнтерÿшĕн тăрăшнă. Ваттисем каланинчен мĕн пĕлет-ши паянхи ăру асаплă вăрçă çулĕсем çинчен? Çакна уçăмлатас тесе сочиненисен конкурсне ирттерес терĕмĕр.
Кĕске сочиненисене чăвашла та, вырăсла та йышăнатпăр.
Хутшăнакансен ÿсĕмĕ: 5-11-мĕш классем.
Хатĕр ĕçсене редакцие электрон адреспа çитермелле: tantas@list.ru.
КОНКУРСА ХУТШĂНАКАНĂН хăйĕн ятне: хушаматне: пултарулăх ертÿçине, хăш шкулта тата миçемĕш класра вĕреннине, телефон номерне палăртмалла.