Асăрханнине нимĕн те çитмест

29 Юпа, 2018

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен планеркăна паян Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пычĕ. Унта çанталăк сивĕтнĕ май шыв çинчи хăрушсăрлăха тивĕçтерес ыйтăва ГКЧС ертÿçи Вениамин Петров çĕклерĕ.

Кăçал çынсем шывра путса вилнин кăтартăвĕ пĕлтĕрхинчен пĕчĕкрех, анчах 30 çын пурнăçĕ татăлни те — пысăк çухату. Шыва кĕмелли тапхăр тахçанах хыçа юлнă ĕнтĕ, халь пулăçсем пăшăрхантараççĕ — вĕсемпе çине-çинех инкек пулать. Нумаях пулмасть Йĕпреç районĕнчи Буинскра 32 çулти çамрăк пурнăçĕ татăлнă. Кăшт маларах çакнашкал инкек Вăрнар районĕнче пулнă. Канаш районĕнче вара 1949 çулта çуралнă арçын вилнĕ. Ял-йыш каланă тăрăх, çĕрĕпе ушкăнпа эрех ĕçнĕ, ирхине вара вĕсенчен пĕрне шывра тупнă.

Атăл çинче пулнă инкек те чутах вилĕмпе вĕçленмен. Резина кимĕ çаврăнса ÿкнĕ те — арçынсем сивĕ шыва чăмнă. Ятарлă жилетсемпе пулнăскерсем утрав çине ишсе тухма мехел çитернĕ. Сивĕре пурпĕр шăнса хытатчĕç ĕнтĕ, телее, пĕрин телефонĕ упранса юлнă, инкеке лекни çинчен шăнкăравласа пĕлтернĕ хыççăн çăлавçăсем вĕсем патне часах çитнĕ — çăлса хăварнă. Кÿлĕсемпе юханшывсем кĕçех пăрланĕç, Вениамин Иванович пулăçсене пирвайхи пăр çине тухма юраманни пирки асăрхаттарчĕ. Вăл çÿхе, ултавлă — инкек пуласси те часах.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас