Асăрханăр, шкулта вируссем!
17 Mar, 2016 | Тантăш | Сывлăх | Шкул

Çулсеренех эпир шкула çÿретпĕр. Çапла кулленех пире мĕн чухлĕ «вирус» хупăрланине тĕшмĕртейместпĕр те. Эпир вара шкулта мĕнле вируссем çÿренине тата вĕсемпе мĕнле кĕрешмеллине тупса палăртас терĕмĕр. Халĕ вĕсенчен чи анлă сарăлнисене пăхса тухăпăр. Ку пур шкулпа та çыхăннă.

1. Тупăшу вирусĕ

Çак чир сăлтавĕсем мĕн пĕчĕкренех, ачасене тантăшĕсемпе танлаштарма пуçланă вăхăтрах, вăй илеççĕ. Вирус пурнăçăн тĕрлĕ хутлăхне лекет: спорта, вĕренĕве, пултарулăха, туслăха, арçын ачасемпе хĕрачасен хутшăнăвне. Кашни çын пĕрремĕш çĕнтерÿ савăнăçне тата парăну кулянăвне лайăх астăвать. Çак вируспа чирлисем ыттисене юратмаççĕ, вĕсенче тăшмана çеç кураççĕ, вĕсенчен çÿллĕрех пулма тăрăшаççĕ.

Антивирус программине 2-мĕш пункт-ра пăхăр.

2. «Стенасемпе партăсем çинчи сăмах ирĕклĕхĕн» вирусĕ

Тупăшу курайманлăха куçсан палăрма пуçлать ку чир. Ăна пула шкул пурлăхĕ шар курать. Икĕ пулăмĕнче те пулăшакан антивирус: командăсене пайланса тупăшмалли мар, ушкăнри çынсене пĕрлештерекен мероприятисем ирттерни /çулçÿрев, субботник, камăн та пулин çуралнă кунĕ тата ытти те/.

3. Сас-хура вирусĕ

Ку чир шкулти пур ачана та çавăрса илнĕ. Унăн тыткăнне çакланнисен чĕлхи çинче сăмах тăмасть, хыпарсем çиçĕмле хăвăртлăхпа вĕçсе саланаççĕ, кама е мĕне те пулин «кăшламаллах» вĕсен. Ку вируспа чирлисенчен аяккарах çÿресен аванрах, мĕншĕн тесен унран сывалма çав тери йывăр /нумай ĕçлемелле пулать/. Чир-чĕре малалла аталантарас мар тесен çапларах сĕнÿсем паратпăр:

1. Ют вăрттăнлăха упрама пĕлĕр;

2. «Çĕр хут илтнинчен пĕр хут курни аванрах», — тенине асра тытăр.

4. «Ик айкки те тăвайкки» вирусĕ

Шухăшсăр пăхни, сÿрĕклĕх, вĕрентекен асăрхаттарсан та ним пулман пек ларни, ыйхăлани, юнашар лараканпа хутшăнманни — асăннă вирус паллисем.

Унпа кĕрешмелли меслет — мĕнпе те пулин кăсăклантарни, мероприятисене хастар хутшăнтарни, кружоксемпе секцисене çÿреттерни. Чи кирли, кашни çитĕнÿшĕн мухтамалла. Чиртен сыватма пулатех.

Вируссемпе

Евгения АНИСИМОВА

тата Анастасия ПЫНЗАРЬ,

«Пиллĕкмĕш чĕрĕк» хаçат

журналисчĕсем, кĕрешнĕ.

Канаш хули,

Ача-пăча пултарулăх çурчĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.