Асăрханăр: пăр çÿхе!

21 Чÿк, 2014

Икĕ кăртăш пулăшăн хăрушлăха ан лекĕр.    Çанталăк сивĕтме пуçласан юханшывсемпе кÿлĕсенче пăр ларать. Анчах ун çине вăл çирĕпленсе çитиччен кĕме васкамалла мар, унсăрăн инкек курасси те часах.

Ноябрĕн 13-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 31-мĕшĕччен Чăваш Республикинчи шыв объекчĕсенчи хăрушсăрлăхăн уйăхлăхĕ пырать. Çак тапхăрта МЧС ĕçченĕсем халăх хушшинче ăнлантару, вĕренÿ учрежденийĕсенче профилактика урокĕсемпе сехечĕсем ирттереççĕ, çитĕннисемпе ачасен хăйсене пăр çинче мĕнле тытмаллине каласа кăтартаççĕ. Çавăн пекех вĕсем рейдсене тухаççĕ, сивĕ çанталăкра та пулă тытма юратакансемпе, пăр тăрăх шикленмесĕрех çÿрекенсемпе курса калаçаççĕ, вĕсене хăрушсăрлăх правилисем пирки астумалăх çырнисене параççĕ.

«Икĕ кăртăш тытас тесе сывлăхпа пурнăçшăн хăрушлăх кăларса тăратма кирлех-ши? Ку ыйтăва хускатсан пулăçсенчен чылайăшĕ хăй тахçантанпах çак киленĕçпе аппаланнине палăртать, халĕччен нимĕн япăххи те пулман, малашне те пулмĕ тет. Шел, çÿхе пăр çине кĕнĕшĕн вĕсене явап тыттараймастпăр, ун пек статья çук, çавăнпа ăнлантару ĕçĕ ирттеретпĕр. Çыран хĕрринче, шыв хытă юхакан, çăлкуç тапакан, канализаци шывĕ юхса тухакан, хулăн юр выртакан, хăмăш ÿсекен вырăнсенче пăр çÿхерех. Ун пек çĕре пулăçсен те, ыттисен те пыма тăрăшмалла мар», - терĕ Пĕчĕк карапсен патшалăх инспекцийĕн центрĕн Шупашкарти уйрăмĕн патшалăх инспекторĕ Сергей Аршинов. Асăннă уйрăм инспекторĕсем Чăваш Енĕн тĕп хулинчи чылай шкулта профилактика урокĕсем ирттернĕ, Çĕнĕ çулччен пĕтĕм вĕренÿ учрежденине çитесшĕн. Вĕренекенсем практика занятийĕсене, уйрăмах бассейнра йĕркелекеннисене, питĕ килĕштереççĕ: вĕсене çăлав жилечĕсене тĕрĕс мĕнле тăхăнмаллине, инкеке лекнĕ юлташне еплерех пулăшмаллине тата ыттине лайăх кăтартса параççĕ-çке. Ача сачĕсенче вара шăпăрлансене йăлтах вăйă урлă ăнлантараççĕ.

Сергей Аршинов хăрушсăрлăх йĕркисене тепре аса илтерчĕ: «Юханшыв е пĕве урлă каçас тесен пăра малтан тимлĕн сăнамалла. Унăн хулăнăшĕ 10 сантиметртан кая мар, тĕсĕ симĕсрех е кăвакрах пулмалла. Çирĕплĕхне урапа тапса тĕрĕслеме юрамасть! Пăр çинче çын çÿренĕ «сукмакпа» утмалла. Ун пекки çук тăк хăвăр маршрута палăртмалла, вăрăм та çирĕп патак илмелле, иккĕленÿ çуратакан вырăнсенчен пăрăнса иртмелле. Пăр авăнчăкрах пулнине, шатăртатнине, ун çийĕнче шыв пуррине асăрхасан-илтсен пĕр тăхтаса тăмасăр каялла таврăнмалла: урана сарса, пăр çийĕпе шутарса /çĕклемесĕр/. Е упаленмелле, шумалла. Пăр çийĕн темиçен каçнă чухне пĕр-пĕрин хыççăн утмалла, хушă 5-6 метр пулмалла. Кайра пыраканнин малтине васкавлă пулăшу пама яланах хатĕр пулмалла. Çанталăк начар чухне /юр çăвать-и, çумăр-и, тĕтреллĕ-и/ тата çĕрле пăр çине кĕмелле мар. Инкеке лекнисене асăрхасан Çăлав службин пĕрлехи телефонĕпе - 112 - шăнкăравламалла!» Вăл çынсен ачасемпе уйрăмах тимлĕ пулмаллине, çул çитменскерсене хăйсем тĕллĕн пăр çине кĕртме юраманнине каларĕ.

Кăçалхи октябрь-ноябрь уйăхĕсенче Чăваш Енре çынсем пăр айне анса кайни пулман. Малашне те ан пултăрччĕ. Паллах, çанталăк сивĕтнĕçемĕн пăр çине кĕрекен нумайланать, çапах асăрханулăх пирки самантлăха та манас марччĕ.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА