Асанне сукмакĕпе утасчĕ

14 Çурла, 2014

Паян каникул пулин те Настя Ефремова шкула кайса килме шухăш тытрĕ. Ара, чуна çывăххи тем те пур-çке унта! Юратнă классемпе коридорсем, пысăк библиотека, столовăй, спортзал тата юратнă педагогсем. Чÿрече янахĕ çинче ларакан чечекĕсем те куçа илĕртеççĕ.

Утнă май иртни куçĕ умне тухрĕ. Пиллĕкмĕш класранпа космонавтика класĕнче "Восток" отрядра ăс пухма тытăнчĕç вĕсем. Ертÿçи Наталья Ильинична Шибаева та хăйĕн вĕренекенĕсемшĕн чунне пама хатĕрччĕ çав. Çак çулсенче мĕн тĕрлĕ конкурс-ăмăртура, олимпиадăра палăрмарĕç-ши тата!

- Чăн-чăн космонавтсем пекех таçта та çитетпĕр, ÿсĕмсем тăватпăр, маттурсем! Малашне те хамăр вăя кирек ăçта та тĕрĕслесе тăрăпăр, - хавхалантаратчĕ Наталья Ильинична кашни çĕнĕ кунра.

Шуршăла пĕрре мар çитсе курчĕç, Андриян Николаев космонавта халалланă музейра пулса унăн пурнăçĕпе кăмăлтан паллашрĕç. Вăл вĕреннĕ парта хушшине ларса, журналне уçса, тумтирĕсене тытса пăхрĕç. Тата вăл пурăннă çурта кĕрсе тухма та хапăл турĕç. Экскурсовод унта çакăнса тăракан чаршав, кĕтесре ларакан сĕтел-пукан, витре çине тултарса хунă савăт-сапа пирки каланине тимлĕ итлерĕç Пучинке çамрăкĕсем.

Ах, вăл çулсем сисĕнмесĕр иртрĕç-çке! Ĕнтĕ вĕсем тăххăрмĕш класс пĕтерсе вуннăмĕшне куçрĕç. Унччен класĕнче çирĕм ачаччĕ, халĕ саккăрăшĕ тăван пĕлÿ çуртĕнчен тухса каяççĕ.

- Шел паллах, питĕ шел. Ку таранччен туслă çемьери пек килĕштерсе, пĕр-пĕрне ăнланса та пулăшса пурăнтăмăр-çке-ха, - тет Настя.

Мал ĕмĕтлĕ пике халех ялтан тухса каяс шухăшлă мар. Вун пĕр класс пĕтерсе патшалăх экзаменĕсене ăнăçлă тытса аслă вĕренÿ заведенине вĕренме кĕрес ĕмĕтлĕ.

- Тухтăр пулас килет. Асанне пек. Вăл хăй вăхăтĕнче ялти фельдшерта тăрăшнă. Мĕн чухлĕ çынна ырă туман пулĕ? Çумăрлă е çил-тăманлă çанталăкра та пулăшу ыйтакан патне васканă. Ваттисем калашле, ырă тăвакана ырăпах таврăнать-çке. Манăн та асанне çулне суйлас килет, - паллаштарать хăй ĕмĕчĕпе Настя.

Элиза ВАЛАНС.

Йĕпреç районĕ,
Пучинке.
АВТОР сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.