Асанне пек пуласчĕ

17 Пуш, 2016

Канаш районĕнчи Чакаç шкулĕн тăххăрмĕш класĕнче вĕренекен Юля Павлова «Çĕр сум пуличчен, çĕр тус пултăр» каларăша кăмăллать. Ара, унăн та чылай юлташ-çке. Ялта, шкулта кăна мар, ытти район тата республика тулашĕнчи ачасемпе те туслă çыхăнура вăл.

— «Кĕрен парăс» лагерьте канма тÿр килнĕрен хама телейлисенчен пĕри тесе шухăшлатăп. Шăп çавăнта нумай ачапа паллашрăм. «Туслăх» ятлă ушкăнра пулнăран-ши пурте туслăччĕ эпир. Пĕр çемьери пек пурăнтăмăр ун чухне. Çав ырă самантсем нихăçан та асăмран тухмĕç паллах. Халĕ те пĕр-пĕрин патне шăнкăравлатпăр, вĕренÿ, пурнăç пирки час-час кăсăкланатпăр, — тет хастар хĕрача.

Юля — вĕренÿ отличници. Пĕрремĕш класранпах кирек ăçта та хастарлăхĕпе палăрнă, паян та çавнашкалах. Унсăр олимпиада-конкурс та, ăмăрту-уяв та иртмест. Уйрăмах сăвва илемлĕ вулассипе, юрă-ташăра палăрать Юля.

— Асанне пек пулас килет манăн. Ÿссессĕн ун евĕрех биологипе хими предмечĕсене вĕрентесчĕ. Асанне... Мĕн тери юрататăп эпĕ ăна! Унăн мăнукĕсенчен эпĕ чи асли тата пĕртен-пĕр хĕрача, ыттисем — арçын ачасем. Пушă вăхăтра ÿкерме кăмăллатăп. Тĕрлĕ пейзажсăр пуçне çын сăнне те кăларма пултаратăп. Аннене те, авă, çуралнă кунĕнче савăнтартăм. Вăл ĕçрен килсен хатĕр портрета ун умне илсе тухрăм. «Чим-ха, чим! Ку — эпĕ-çке!» — терĕ хитре ĕçе пĕр тĕлĕнсе те пĕр савăнса пăхнă май. Юратнă аннем мĕн тери хĕпĕртенине курасчĕ сирĕн! Анчах та, шел, манăн пултарулăхăмпа атте çеç савăнаймасть. Эпĕ виçĕ çулта чухнех çĕре кĕнĕ вăл. Аслисем каланă тăрăх, эпĕ каснă-лартнă атте сăнлă. Çапах та вăл мана хулпуççи çинче лартса çÿренине тĕлĕкри пек астăватăп-ха. Аванччĕ, кăмăллăччĕ, — терĕ те Юля, самантрах тарăн шухăша путрĕ.

«Çеçпĕл çеçкисем» литература кружокне те хапăлласах çÿрет вăл. Сăвă-калав çырасси те хăйне евĕр иленĕç. Чунра хавас пулсан тем çинчен те шăрçалать.

— Кăçал экзаменсене лайăх тытасси — тĕп тĕллевсенчен пĕри. Ун чухне, ăнăçсан çеç, хама лăпкă пулĕ. Паян хĕрÿ экзаменсене хатĕрленетĕп. Куллен хаваспах библиотекăна çÿретĕп. Вулатăп, çыратăп. Ара, тăрăшмасăр, тар тăкмасăр нимĕн те пулмассине пурте пĕлетпĕр-çке. Кăшт та пулин вăхăт тупса юратнă писательсен сăвви-калавĕпе те паллашатăп. Вĕсемсĕр пурăнаймастăп-çке, — тет вĕренÿ отличници.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.