Асăмри çул çÿрев

11 Юпа, 2018

Паян пĕр маттур пикепе пĕрле Францире пулса курăпăр. Хатĕр-и? Эппин, чиперукпа паллашар та çул çÿреве тухар.

Ĕмĕтленнĕ çĕре çитнĕ

Ирина Самарина Патăрьел районĕнчи Турхан шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренет. Пĕрмаях конкурс-ăмăртăва хутшăнать. Волейболла вылять. Ача-пăча тухтăрĕ е кĕçĕн классен вĕрентекенĕ пулма ĕмĕтленет. Мĕнпе çыхăннă-ши çакă? Ирина пĕчĕкрех чухне иккĕмĕш сыпăкри шăллĕпе тата йăмăкĕпе вăхăт ирттернĕ. Ачасене пăхма, вĕсемпе ĕçлеме килĕшнине ăнланса илнĕ. Иринăн амăшĕ Турхан шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ, директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ. Хĕрĕ çывăх çыннине курса вĕрентекен ĕçĕ çăмăл маррине ăнланать. «Кашни ачан тĕрлĕ кăмăл. Вĕсене пĕлÿ пама мĕн тери йывăр», — тет Ирина.
Чиперук каникулта вара çул çÿревре пулнă. Куккăшĕ патне Францие кайнă. Çывăх çынни унта хăйĕн çемйипе пурăнать. Ирина çурла уйăхĕн 9-мĕшĕнче Парижа самолетпа вĕçнĕ. Самолета пĕрремĕш хут ларнă пулин те вăл хăраман. Татах та пĕлĕте çĕкленме ĕмĕтленет хĕр. Иринăн ашшĕ вĕсем патĕнче хăнара виçĕ хутчен те пулнă. Кăçал ăна тăванĕсем Эйфель башни патнех илсе кайнă.

Урамĕсем тăвăр, анчах та таса

Тинех пике ĕмĕтленнĕ çĕре çитсе курнă. Халь Иринăна сăмах парар:
— Çулла — хаваслă вăхăт. Вăл шкул ачисемшĕн чи кĕтнĕ самант. Эпĕ çурла уйăхне Клермон-Ферран хулинче ирттертĕм. Унта кайма çу уйăхĕнчен хатĕрленме пуçларăмăр. Ют çĕршыва каймалли паспортпа ытти кирлĕ документа хатĕрлерĕмĕр. Йăпăр-япăр кăларса ямаççĕ çав… Çитменнине 18 çул та тултарман. Мускаври визăсемпе ĕçлекен консульство ют çĕршыва кайма ирĕк парсан питĕ савăнтăм. Çав вăхăтрах пăлхантăм та. Çула пĕччен тухмалла-çке. Çывăх çынсемсĕр. Мускавран Парижа 3 сехет те 55 минут вĕçрĕмĕр. Унтан — Клермон—Феррана. Вĕçме питĕ кăсăклă иккен. Чÿречерен пăхса пыма мĕне тăрать…
Тăвансем тарават кĕтсе илчĕç. Пĕрремĕш кун эпĕ çул çинче ывăннипе каннă, çывăрнă. Малтанхи кун ют çĕршывра пулнине çынсем урăх чĕлхепе калаçни вăйлă систерчĕ. Çурчĕсем урăхла, урамĕсем тăвăр, анчах та питĕ илемлĕ, çап-çутă, таса. Веçех пăхса çÿрес, тĕпчес кăмăл пысăкчĕ. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче эпĕ киле килме самолета лартăм. Анне мана шкул линейкинчи сăн ÿкерчĕксене ярса парса тăчĕ, эпĕ те чунпа пĕлÿ кунĕнче пултăм вара.

Тĕнче питĕ илемлĕ

Францири кунсем сисĕнмесĕр иртрĕç. Тунсăхласа ларма пĕр вăхăт та пулмарĕ. Тĕнче питĕ илемлĕ! Çĕр çинче пĕлмелли, курса çÿремелли нумай. (Пĕлтĕр гектар севок лартнăччĕ, аннепе иксĕмĕр çум курăкран тасатрăмăр, канма вăхăт та пулман). Пурнăçра ырри чылай. Лайăх çын пулма тăрăшмалла кашнин!
3 эрнерех француз чĕлхине вĕренсе çитерейместĕн. Эпĕ глаголсемпе паллашрăм. Французла вĕреннĕ хушăра çавăнта пурăнакан 12 çулти иккĕмĕш сыпăкри йĕкĕреш йăмăксем вырăс чĕлхи пĕлĕвне илчĕç. Инке пирĕнпе уроксем ирттерччĕ. Вăл хăй кукка пекех чăваш. Кукка — Патăрьел районĕнчен, инке — Тутарстанран. Вĕсем пĕрлешсенех Бельгие пурăнма каясшăн пулнă. Анчах та тĕрлĕ сăлтава пула Францире тĕпленнĕ.

Юмахри пек

Клермон—Ферран — авалхи хула. Вăл питĕ илемлĕ. Кунта сĕм авалхи архитектура çурчĕсем упранса юлнă. Малалла вулас…

www.hypar.ru

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.