- Чăвашла верси
- Русская версия
Асăмран тухмасть Канаш
Кăçал Канашри педагогика колледжĕ уçăлнăранпа 100 çул çитет. 15 пин ытла специалист вĕренсе тухнă унтан.
Училищĕре вĕренме тата пурăнма мĕн пур майсем туса панăччĕ. Пÿлĕмре тирпейлĕ, хĕлле вара килтинчен ăшăччĕ.
Çуркуннехи экзаменсене тĕплĕн хатĕрленсе лайăх тытрăм. Каникул вăхăтĕнче Вăрнар районĕнчи «Ласточка» пионер лагерьне вожатăйра ĕçлеме кайрăм. Ăнлантăм: учитель профессийĕ, чăн та, манăн ĕç, ĕмĕрлĕх ĕç. Хамăн пĕтĕм ĕçе, калаçăва ялти шкулта, Канашри педучилищĕре вĕрентнĕ учительсемпе преподавательсем пек тума тăрăшрăм. Педагогсен ырă тĕслĕхĕ мана питĕ пулăшрĕ: çамрăк ачасемпе хăвăртах пĕр чĕлхе тупрăм.
Иккĕмĕш курсра вара пур енчен те хăюллăрах пулма тăрăшрăм. Вĕренÿре те, спорт ăмăртăвĕнче те.
Çăмăл атлетикăпа пире Бичурин Равель Мингалеевич, йĕлтĕрпе – Табаков Анатолий Абрамович вĕрентетчĕç. Иккĕшĕ те спорта чун-чĕрепе парăннă çынсем. Пире, студентсене, хăйсен ачисем вырăнне хуратчĕç. Сивĕ куçпа пăхнине те курман, кăшкăрашнине те илтмен. Мĕн тери чăтăмлăх, кăмăл çирĕплĕхĕ палăратчĕ.
1968 çулхи юпа уйăхĕнче Мехикăран XIX çуллахи Олимп вăййисен чемпионне Валериан Соколов боксера кĕтсе илтĕмĕр. Поезд кая юлса çитрĕ. Виçĕ сехет юрлă çумăр айĕнче тăтăмăр. Мĕн чухлĕ халăх пухăннă! Ватти-вĕтти, пĕтĕм хула, пĕтĕм район. Вокзал çуртне халь-халь тĕртсе йăвантараççĕ тейĕн. Акă поезд çитсе чарăнчĕ. Оркестр музыка калать. Вакунран чăваш паттăрĕ тухни курăнса кайрĕ. Çÿллĕ мар, хитре сăн-питлĕ. Пичĕ çинче кăвак йĕрсем пур. Вăл сылтăм аллине çĕклерĕ. Мăнаçлăх туйăмĕ кăкăрти сывлăша пÿлсе лартрĕ. Кĕрлет, шавлать Канаш вокзалĕ. Унтан савăнăçлă митинг пуçланчĕ. Чăваш ачине, Олимп чемпионне, çапла пысăк хисеп тунине эпĕ пуçласа куртăм.
Хавхалану çитĕнÿсем тума çул уçать. Тепĕр икĕ уйăхран Шупашкара, Атăл леш енне хамăрăн «Спартак» обществăн республикăри чемпионатне, пухăнтăмăр. Кăмăл – çĕкленÿллĕ. Вун пилĕк километра биатлон чупса, çар карабинĕпе персе, чемпион пулса тăтăм. Ку – пĕрремĕш çĕнтерÿ! Медаль, диплом пачĕç. Педагогика училищинче те мана ăшшăн кĕтсе илчĕç. Тренировкăсенче мĕн чухлĕ тар юхтарман-ши? Хĕлле яланах Канашран Шăхасан вăрманне çитиех çÿреттĕм. Тепĕр чухне унта çĕр-шыв чемпионĕ Владимир Воронков та вĕçтерсе çитетчĕ. Ун çинчен пире хамăр преподаватель Анатолий Абрамович мĕн кăна каласа кăтартман пулĕ.
Воронков Каçал тăрăхĕнчи Кĕтне Пасар чăвашĕ. Мĕн пĕчĕкрен йĕлтĕр чури пулса ÿснĕ. Шкулта ăмăртусенче пĕрле вĕренекенсенчен ăна никам та çитеймен. Пĕррехинче çак ача Канаша килет. Станцире пăравус курать те – чукун çул çинче ĕçлекен пулма ĕмĕтленет. Çак шухăшпа Челябинскра чукун çул транспорчĕн профессипе техника училищине вĕренме кĕрет. Вĕреннĕ хушăрах йĕлтĕре те манмасть, ăмăртусене хутшăнать, спорт разрячĕ илет. Училище пĕтерсен ăна Канаша, вакунсене техника тĕлĕшĕнчен тĕрĕслекен пункта слесарьте ĕçлеме яраççĕ.
Володя пушă вăхăта йăлтах спорта панă. Хулара ун чухне ачасен спорт шкулĕ ĕçленĕ. Унăн директорĕ тата тренерĕ паллă спортсмен, Атăл тăрăхĕнчи нумай ăмăртусен çĕнтерÿçи Владимир Яковлевич Григорьев пулнă. Вăл пĕтĕм пĕлĕвне, ăсталăхне вĕренекенсене панă. Каярахпа вĕсенчен нумайăшĕ спорт мастерĕсем пулса тăнă. Владимир Яковлевичăн чи тăрăшуллă вĕренекенĕ Воронков пулнă. Вăл йĕлтĕрпе чупмалли вăрттăнлăхсене хăвăрт ăша илнĕ, унăн кăтартăвĕсем кунсерен лайăхланса пынă. Кĕске дистанцисене чупас енĕпе Канашра Владимир Воронковпа танлашакан çын та пулман.
1964 çулта вăл çĕр-шыври çамрăк йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕнче 10 километра 33 минут та 23 çеккунтра чупса тухать. Вăл – чемпион тата СССР спорт мастерĕн нормативне ирттерсе тултарнă.
Чи кăсăкли – Воронков 1966 çул вĕçĕнче Швецире Çĕнĕ çул ăмăртăвне хутшăнни. Ăмăртура тĕрлĕ çĕр-шывран çĕр-çĕр йĕлтĕрçĕ (çав шутра Швеци королĕ те) хутшăнать. Çĕнтерÿçĕсене король кĕрĕкне парнелеççĕ.
Старт. Каçхи юр çийĕн пин-пин йĕлтĕр туйи ялтăртатса шăвать. Швеци çĕр-шывĕ сенсаци кĕтет! Акă вăл: финиша Совет Союзĕнчен килнĕ Владимир Воронков çăмăллăн чупса çитет. Кăна никам та кĕтмен! Ăна чи хисеплĕ парне – король кĕрĕкне тăхăнтартаççĕ. Çакă чаплă кĕрĕк Канаша та çитет.
Виççĕмĕш курсра вĕреннĕ чухне çуркунне вунă студент велосипедпа Хусана, унтан Ульяновска кайса килнĕччĕ. Патшалăх экзаменĕсем пуçланчĕç. Унăн пуçлăхĕ – Шупашкартан, Аркадий Григорьевич Улангин пулчĕ. Пуринпе те чăвашла тап-таса калаçать. Экзамен ыйтăвĕсене хуравланă хыççăн манран та хамăр ял, çемье çинчен ыйтса пĕлчĕ. Кăмăл тулчĕ: 1967-1970 çулсенче педагогика училищинче мĕн тери ăшă чунлă преподавательсем вĕрентрĕç пире. Ĕмĕрлĕх асăмра юлчĕ Канаш, манăн юратнă хула. Пĕр ушкăнра вĕреннĕ юлташсем, Патăрьел тăрăхĕнчи Нăрваш Шăхаль каччи Бородкин Василий Михайлович, Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министрĕн çумĕ пулнă Акользина Людмила Федоровна... Пурне те пире Канашри педагогика училищи пурнăç çулĕ çине кăларчĕ.
Училищĕрен мана хамăр районти Мишеркасси вăтам шкулне ĕçлеме ячĕç. Спортпа туслă пулни пурнăçра питĕ нумай пулăшрĕ. Шкулта пĕр уйăх ĕçлесенех çара илчĕç. Мурманск облаçĕнчи Гаджиево хулинче Çурçĕр флотĕнче хĕсметре пултăм. Виçĕ çул хушши шыв айĕн çÿрекен чи пысăк кимĕпе ишсе çÿрерĕм.
Геннадий Быков,
Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ.
Комментари хушас