«Асамран» çĕнĕ тапхăр пуçланчĕ

10 Раштав, 2019

Виçĕ çул каялла ЧР патшалăх электрон тата кинодокументаци архивĕ çĕнĕ ят — «Чăвашкино» патшалăх киностудийĕ тата электрон документацисен архивĕ — илчĕ.

Максимов-Кошкинский çулĕпе

Çавна май çĕнĕ учрежденин тĕллевĕсем анлăланчĕç: электрон тата аудиовизуаллă документсене упраса хăварассипе, шута илессипе, комплектлассипе тата усă курассипе çыхăннă ыйтусемпе танах Чăваш Енре кинематографие аталантарассине, фильмсем ÿкерессине, кăтартассине, кинематографистсен кадрне хатĕрлессине пурнăçлама тивет.
Мĕн тума пултарнă? Чăваш Ен кинозалсем уçас енĕпе Раççейре малта пырать. Çак ĕçе пурнăçлама федераци бюджетĕнчен 75 миллион тенкĕ, республика хыснинчен 3,5 миллион тенкĕ хывнă. Иртнĕ çул çĕнĕ кинозалсенче кăтартнă фильмсене 105 пин çын çитсе курнă. Тăван çĕршывра ÿкернисенчен «Движение вверх», «Лед», «Тренер» картинăсене куракан ытларах пулнă. Кусем — çĕршыври паллă режиссерсемпе продюсерсен ĕçĕсем. Чăваш киновĕн вара пуласлăхĕ пур-ши? Ăçта кăтартаççĕ ăна? Чăваш киновне кам ÿкерет? Çак ыйтусен хуравне паян тупма тăрăшар. Шупашкарта иртекен Пĕтĕм тĕнчери çиччĕмĕш кинофестивалĕн 2014 çулхи конкурс программине «Нарспи» фильма кĕртсен вырăнти хаçатсенче ун пирки çине-çинех калаçу пынăччĕ.
Чăваш киновĕ пулни пуриншĕн те паллă. Ăна çул уçса параканĕ — Иоаким Максимов-Кошкинский актер, режиссер, драматург, сценарист. Вăл 1926 çулта «Чăвашкино» киностуди йĕркеленĕ. Унăн пĕрремĕш ĕçĕ — «Волжские бунтари» фильм. Совет влаçĕн çулĕсенче «Чăвашкино» илемлĕ тата документлă фильмсем туянас, упрас тата проката кăларас енĕпе ĕçленĕ. Унăн фондĕнче Хусанти кинохроника студийĕпе пĕрле ÿкернĕ илемлĕ публицистика тата документлă лентăсем упранаççĕ.

Пăр тапранчĕ

Çĕнĕ самана мĕнпе савăнтарчĕ? Леонид Трифоновăн «Чăвашсен тĕн-йăла культури» этнографи фильмĕсен ярăмĕ Раççей шайĕнчи фестивальсенче палăрчĕ. 90-мĕш çулсенче Олег Цыпленков чун çÿревсене — чăваш халăхĕн кун-çулĕпе çыхăннă вырăнĕсене — ÿкерме пуçларĕ.
Чăваш кинематографине çĕнĕрен чĕртсе тăратса аталантарас енĕпе пăр вырăнтан тапранчĕ темелле. 2014 çулта ЧР Кинематографистсен союзĕ йĕркеленнĕ хыççăн унăн председателĕ Олег Цыпленков тата унăн çумĕ Илтимĕр Ефремов киноиндустри валли специалистсем хатĕрлемелли пирки уççăнах калаçма пуçларĕç. Ку енĕпе Пĕтĕм чăвашсен «Асам» кинофестивалĕ пысăк ĕç тăвать. Унăн учредителĕсем — ЧР Культура министерстви, ЧР Кинематографистсен союзĕ тата Чăваш наци конгресĕ.
Раштавăн 2-6-мĕшĕсенче «Асам» кинофестиваль тăваттăмĕш хут иртрĕ. Конкурса илемлĕ 8 фильма, документлă 18 картинăна кĕртнĕ. Çавăн пекех конкурса тăратман тата 7 лентăпа паллашма май пулчĕ. Чăваш кинематографисчĕсен малтанхи фестивалĕсенче те пулса курма тивнĕрен кăçалхи уйрăмах курăмлă иртнине палăртмалла.
Пĕрремĕшĕнчен, хальхинче режиссерсем, сценаристсем тĕллевлĕн ĕçлени сисĕнет. Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине паллă тума хатĕрленсе республикăн паллă пулăмĕсемпе пултаруллă çыннисен кун-çулне çутатма Раççей тата Чăваш Ен бюджечĕсенчен 18 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă. Вĕсенчен çурри ытларахăшĕпе усă курнă, çапла майпа «В красном море», «Люди-легенды — Илья Прокопьев», «Наследие», «Люди-легенды — И.А.Дмитриев», документлă ытти фильм ÿкернĕ. Елена Рябцевăн «Юман», Владимир Карсаковăн «Туса лартатăп шурă çурт», Николай Семеновăн «Амаçури», Татьяна Ильинан «Мое чувашское дело», Юрий Спиридоновăн «Становление героя» ĕçĕсем, ыттисен фильмĕсем куракана тыткăнларĕç.
Иккĕмĕшĕнчен, фестиваль кунĕсем ытти мероприятипе те пуян пулчĕç: пресс-конференцисем, ăсталăх класĕсем, «çавра сĕтел», киносценарисен Пĕтĕм чăвашсен пĕрремĕш питчингĕ иртрĕç. Палăртса хăварар: питчинг, хамăрла каласан, — хальлĕхе кун çути курман фильмсен конкурсĕ. Кино тĕнчине кĕрсе вырнаçнă термин вăл. Пирĕншĕн вара — çĕнĕлĕх. Апла пулин те чăвашсен ĕçĕ те палăрма ĕлкĕрнĕ унта. Сăмахăм Елена Рябцевăн «Юман» фильмĕ пирки. Ăна хăй вăхăтĕнче Шупашкарта иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери кинофестивалĕн сахал йышлă халăхсен фильмĕсен конкурсне тăратнăччĕ, анчах сумлă жюри ăна асăрхамарĕ. Юрать, Лена хуçăлса ÿкмерĕ, виçĕм çул Раççей шайĕпе Хусанта иртнĕ питчинга хутшăнчĕ те — «Юман» унта çĕнтерчĕ. Паян Шупашкар пикин асăннă ĕçĕ тĕрлĕ çĕршывра иртекен кинофестивальсенче тĕрлĕ номинацире палăрать. Çак фильм — чăваш халăхĕ, пирĕн культура çинчен, вăл республикăмăра тĕнче шайĕнче презентацилет. Шăпах унăн режиссерĕ Елена Рябцева ирттерчĕ те питчинга. Çамрăк кинематографсем валли ăсталăх класĕ йĕркелерĕ. Эксперт канашĕ — Леонид Трифонов режиссер /председателĕ/, Валерий Алексеев сценарист, Арсений Тарасов, Борис Чиндыков писательсем, Атнер Хусанкай критик — конкурса тăратнă ултă ĕçе тишкерсе хак пачĕ.

Пĕрлĕхре — вăй

«Çавра сĕтелти» калаçу Чăваш Ен кинематографийĕн паянхи лару-тăрăвĕпе, унăн çитĕнĕвĕсемпе, туса çитереймен çивĕч ыйтăвĕсемпе, пурнăçа кĕртмелли тĕллевĕсемпе çыхăнчĕ. Мероприятие кинематографистсем, çавăн пекех «Чăвашкино» патшалăх киностуди директорĕ Ан-дрей Абдюшов хутшăнчĕç.
ЧР Кинематографистсен союзĕн председателĕн Олег Цыпленковăн шухăшĕпе, союзăн çак ĕçре тĕрев пур. «Пилĕк çул каяллахи пухура мана çĕнĕ пĕрлĕхе ертсе пыма шанчĕç. Ун чухне умра тем пек пысăк йывăр ĕçсем пекчĕ. Кĕске тапхăртах вĕсенчен самай пысăк пайне татса пама пултарăпăр тесе шухăшлама та пултарайман. Пĕрлĕхре вăй тесе ахальтен каламаççĕ. ЧР культура министрĕ Константин Яковлев ыйтăва ăнланни питĕ пулăшрĕ, — терĕ Олег Михайлович. — Чăваш Енĕн сумлă юбилейĕ умĕн Раççей, çавăн пекех республика бюджечĕсенчен эпир хальччен ĕмĕтленме пултарайман нухрат уйăрса пачĕç. Çав кĕмĕлпе республика пурнăçĕнчи паллă пулăмсемпе унăн мухтавлă çыннисем пирки тавра курăма анлăлатакан фильмсем ÿкерме усă куртăмăр. Фестиваль кунĕсенче чылай лайăх ĕç экран çине тухрĕ. Анчах уявсем иртсен мĕн пулĕ? Кинематографи ĕçĕнчи никĕс çирĕп, шанчăклă пултăр тесен республика шайĕнче «Чăваш Республикинчи кинематографие патшалăх пулăшăвĕ парасси çинчен» саккун йышăнмалла. Проек-тне хатĕрлерĕмĕр. Тутарстанри, Пушкăртстанри, Саха-Якут Республикинчи ĕçтешсен кунашкал саккун пур».
Андрей Абдюшов хăйĕн сăмахĕнче республикăра кино отрасльне аталантарнă май тăвакан ĕçсем пирки чарăнса тăчĕ. «Чăвашкинора» фильмсем ÿкерме кирлĕ хатĕрсем, студи, спе-циалистсем пур. Çитес çулхи пуш уйăхĕнче тата 4 миллион тенкĕлĕх техника туянма палăртнă. Специалистсене хатĕрлес тĕлĕшпе Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнче икĕ çул каялла кино-видео ĕçĕ енĕпе специалистсене хатĕрлеме пуçланă. «Чăвашкино» кино шкулĕнче те опыта пуянлатма майсем çителĕклине аса илтерчĕ унăн директорĕ. Çавăн пекех çитес çул Хусанти культура институчĕ киноискусство енĕпе специалист хатĕрлеме пĕр вырăн парасса пĕлтерчĕ. Ырă хыпар «çавра сĕтеле» пынисене хăпартлантарчĕ. Унта вĕренме каймашкăн хатĕр çын пуррине те пĕлтерчĕç. Андрей Абдюшов кинематографистсене çаврăнăçуллăрах пулма, конкурссене хастар хутшăнса грантсене тивĕçме тăрăшмаллине аса илтерчĕ.

Ниме манăçа тухман

Чăваш кинематографисчĕсем конкурссене хутшăнма именмеççĕ-ха, анчах тепĕр чухне вĕсен хăйсен ĕçне кăтартма май çук. Сăмахран, юридици сăпатĕнче тăман, хăйсем тĕллĕн ĕçлекенсене йышăнмаççĕ. Акă, тĕслĕхрен, Сергей Щербаковпа Марат Никитин «В красном море» документлă фильм валли сценари çырнă, документсем пуçтарнă. Хăйсен студи, кирлĕ чухлĕ нухрат пулманран конкурса хутшăнайман, ÿкерме вара Мускаври пĕр уйрăм çын компанийĕ тивĕçнĕ. Çапла майпа республикăна килнĕ бюджет укçипе хамăрăннисем усă курайман. Унашкал ан пултăр тесен мĕн тумалла? Хăйсен предприятийĕсене йĕркелемелле. Паян патшалăх тата уйрăм çын харпăрлăхĕн партнерствине çул панă.
Илтимĕр Ефремов ытти çивĕч ыйтăва та хускатрĕ. «2020 çулта ĕçсĕр лармăпăр-ха, «Чăвашкино» çитес çул ÿкерме тата 7-8 миллион тенкĕ парĕ, ун хыççăн мĕн тăвăпăр? Çавăнпа пире ку енĕпе саккун тата республикăри кинематографие 2030 çулччен аталантармалли программа кирлех. Пирĕн хальлĕхе пĕрле пухăнма пÿлĕм те çук. Сăмах май, кăçалхи «Асам» кинофестивале ниме мелĕпе ирттертĕмĕр. Пĕччен, хăй тĕллĕн ĕçлекенĕн пысăк ĕç ÿкерме укçа çук. Манăн шухăшпа, «Чăвашкино» тата Кинематографистсен союзĕн партнерсем пулмаллах. «Чăвашкино» пултарулăх ĕçченĕсене — режиссерсене, операторсене, сценаристсене — проектсене явăçтарма тăрăшмалла, ĕçсемпе тивĕçтермелле, паянхи пултаруллă кадрсемпе туллин усă курмалла. Сăмахран, Юрий Сергеев, Елена Рябцева хăйсен укçипе кино енĕпе тивĕçлĕ, питĕ лайăх пĕлÿ илнĕ, Саша Герасимов кино ÿкерекен техникăпа ăста ĕçлет. Вĕсен опычĕпе усă курса республикăна инвестици-сем илсе килме май пулĕ», — терĕ вăл. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА. Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.