«Асам» таврăнчĕ
24 Oct, 2016 | Культура

Паян Наци библиотекинче Пĕтĕм чăвашсен «Асам» II кинофестивалĕ уçăлчĕ.

Йĕркелÿçĕсем — ЧР Кинематографистсен союзĕ, ЧР Культура министерстви тата Чăваш наци конгресĕ — унăн тĕллевне чăваш киноискусствине халăхра сарассинче, пултаруллă çĕнĕ режиссерсем, сценаристсем, операторсем, актерсем тупса палăртассинче кураççĕ.

Форума хутшăнакансене ЧР культура министрĕ Константин Яковлев, ЧР Патшалăх Канашĕн Пред-седателĕ Валерий Филимонов саламларĕç.

«Асам» кинофестивале кăçал — Молдовăран, Кăркăсстанран, Тутарстанран, ытти регионтан — килнĕ хăнасем те хутшăнĕç. Вĕсем форум вăхăтĕнче тĕрлĕ мероприятие хутшăнса хăйсен патĕнче ирттерекен ĕçсем çинчен каласа кăтартĕç.

Жюри членĕсем, ăна ЧР Кинематографистсен союзĕн председателĕ Олег Цыпленков ертсе пырать, юпа уйăхĕн 24-29-мĕшĕсенче илемлĕ, документлă картинăсене тата анимаци фильмĕсене /пĕтĕмпе 27 ĕç/ пăхса тухса пахалĕç.

Тĕплĕнрех — çитес номерте.