- Чăвашла верси
- Русская версия
Аса ил, юлташăм, Афгана
Пĕтĕм Раççейри афганецсен тата çарта сусăрланнисен "Вăрçă инваличĕ" обществăлла организацин Чăваш Енри пĕрлĕхĕ Муркаш районĕнче черетлĕ культурăпа спорт мероприятийĕ ирттерчĕ. "Ветерансемпе инвалидсем – сывă пурнăç йĕркишĕн" ят панă ăна.
Мăн Сĕнтĕр патĕнчи Каршлăх тăрăхĕ çав тери илемлĕ: йĕри-тавра вăрман кашлать, тарăн кÿлĕсем çуталса выртаççĕ, улăх-çаранра сĕткен курăк ешерет.
– Çак çăтмах кĕтесе ахальтен суйласа илмен эпир, – тет афганецсен республикăри ертÿçи Геннадий Матвеев.– Сывлăшĕ сиплĕ кунта. Кăкăр тулли сывлатăн. Атăл инçе мар. Ĕмĕрлĕхе сусăр юлнисем пур. Шанчăк памалла йĕкĕтсене. Вĕсем кашни районтан çитрĕç. Халăха тухни, çапăçури юлташĕсем чыслани кăштах та пулин савăнăç кÿретех. Чи малтанах Москакасси патĕнчи стелла умне чĕрĕ чечексем хутăмăр. Ачасем маттур пирĕн. Муркашри Константин Петров, Комсомольскинчи Илья Сизов, Канашри Юрий Гурьев тата ыттисем – ветерансен юхăмĕн хастар ертÿçисем. Паян пирĕн аманнисен, урапапа çÿрекеннисен чун-чĕре хавалне сÿнме парас марччĕ тесе тăрăшмалла. Санаторисене путевкăсем тупса паратпăр-ха, çапах çакнашкал пĕрле ларса калаçнине нимĕн те çитмест. Самантпа усă курса ман сусăррисен нушине çывăха илнĕ "Тус" компание (Н.Ф. Угаслов) тата " Дент-а-мед" фирмăна (Ю.А. Зорин) тав тăвас килет.
Муркаш район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Владимир Никитин палăртнă тăрăх – районти 142 çамрăк Афганистанра пулнă, çиччĕшĕ киле таврăнайман. Çак çĕр çинче тăватă Совет Союзĕн Геройĕ, Мухтав орденĕн пĕр тулли кавалерĕ, икĕ Раççей Геройĕ, икĕ Социализмла Ĕç Геройĕ çуралса ÿснĕ. Вĕсен паттăрла ĕçĕсем çитĕнекен ăрушăн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.
Пĕрне те теприне халăх умне чĕнсе кăларчĕç. Иван Васильев, Валерий Максимов, Владимир Пинарин, Родислав Иванов, Александр Паргеев, Петр Плотников, Виталий Семенов – хастар чăваш ачисем. Вăрçă мĕн иккенне кĕнеке тăрăх мар, хăйсем тÿссе ирттернипе пĕлеççĕ. Кашниех çамрăксене Тăван çĕр-шыва юратма, хÿтĕлеме ачаран хăнăхтарассине хăйĕн тивĕçĕ вырăнне хурать. Хисеп хучĕпе чысларĕç вĕсене.
Чăваш наци конгресĕн "Сывă наци" комитетне ертсе пыракан Юрий Зорин çакна палăртрĕ:
– Эпир сирĕнпе мухтанатпăр. Çакнашкал тĕл пулу питĕ кирлĕ. Килтен тухса çÿрейменнисем сирĕнсĕр питĕ тунсăхлаççĕ. Чăваш наци конгресĕ ветерансен организацийĕпе тачă çыхăну тытать. Сывă пурнăç йĕркине анлăрах сарассишĕн сирĕнпе пĕрле ĕçлемелле пирĕн.
Пуян мул пухса реххетленсе пурăнакансене хисеплеместĕп, укçан пĕр пайне инвалидсем валли уйăрма йывăр-ши? Мĕн çитмест паян? Çамрăксене пĕтĕçтерекен идеологи çук. Ав Украинăра мĕн пулса иртет. Фашизм пуçа çĕклеме пуçларĕ. Тытăçу ырăпа вĕçленмĕ. Хамăр ачасене йĕркеллĕ, ăслă-тăнлă, сывă çын пулма вĕрентер. ЧНК Президенчĕ Николай Угаслов хушнипе Илья Сизова тата Юрий Гурьева Хисеп хучĕ пама кăмăллă.
Геннадий Матвеев Афган ветеранĕсене – Олег Егоровпа Александр Мальцева юбилей медалĕ çакса ячĕ. Емельян Чернов (агрегат заводĕнчи ветерансен пĕрлĕхĕн ертÿçи), Юрий Егоров (Хĕрлĕ Чутай), Юрий Майрушкин (Патăрьел), Евгений Назаров, Илья Сергеев Тав çырăвне тивĕçнĕ. Сусăррисен ăмăртăвĕнче палăрнă Наталья Сорокина тата Тамара Петрова спортра çĕнĕ тÿпеме хăпарас шухăшлă.
– Тăван çĕр-шывăн кăнтăр чиккисене сыхланă нумай çамрăка паллатăп эпĕ, – терĕ Муркаш район пульницин тĕп тухтăрĕ Владислав Данилов. – Вăрçăран тăхлан татăкĕпе таврăннисене хам тĕллĕн темиçе операци тунă. Тĕрĕсленме çÿреççĕ. Операцисене çирĕппĕн тÿссе ирттерчĕç афганецсем. Ашшĕ-амăшне çавăн пек патвар ывăл ÿстернĕшĕн тав тумалла. Сывă çÿрĕр, ачасемпе мăнуксене ÿстерĕр, ан чирлĕр.
ЧР сывлăха сыхлас ĕç тата социаллă аталану министрĕн çумĕ Галина Германова каланă тăрăх – çапăçура аманнисене е каярахпа чирленисене реабилитацилес ĕçре çакнашкал тĕл пулусем пысăк пĕлтерĕшлĕ. Йывăр самантра пулăшнисем юлташĕсем пăрахманнине, патшалăх тытăмĕсем хÿтлĕх тивĕçĕсене пурнăçланине туйса илеççĕ.
Спорт уявне темиçе сыпăка уйăрнă. Малтанах "Атте, анне тата эпĕ – спорт çемйи" ăмăрту йĕркелерĕç. Унтан тăршшĕне сикессипе тупăшрĕç, турник çинче вăй виçрĕç. Волейбол турнирĕ хĕрÿ иртрĕ.
Сăмах май, Чăваш Енри афганецсен пĕрлĕхĕ Раççейри чи лайăх вунă организаци шутне кĕнĕ.
Матвеевпа калаçнă чухне пĕр кÿренÿллĕ ÿпкев илтĕнчĕ. Çар инваличĕсен тĕл пулăвĕсене сывлăх министерствисĕр пуçне ытти ведомство хутшăнманпа пĕрех. Шутласан йыхрав килессе кĕтсе лармалла-и вĕсен? Пĕр-пĕр ыйтупа пысăк вырăнти пуçлăхсем патне кĕрсенех тÿре-шара чунсăрлăхĕ куçа тирĕнет, – терĕ Геннадий Петрович.
Вячеслав Григорьев.
Комментари хушас