Артистсене вырăна лартаççĕ

10 Кăрлач, 2019

Театрта мĕн чухлĕ вăрттăнлăх пытаннине эсир сиснĕ-и? Сцена çинче мĕн пулса иртни — унăн пĕчĕк пайĕ çеç, ыттине кураканран пытарнă. Декораципе костюмсене кам ăсталать? Спектакль пуçланиччен миçе сехет маларах хатĕрленме тытăнаççĕ? Нумай-нумай ыйтăвăн хуравне шыраса чаршав хыçне кĕрсе тухассишĕнех çĕнĕ рубрика пуçлатпăр. Ăна Раççейри Театр çулталăкне халаллатпăр.

Биржăран янă

Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн çĕвĕ цехне мини ателье теме те пулать. Акă ăçта çуралаççĕ эпир сцена çинче курса тĕлĕнекен костюмсемпе декорацисем! Пĕтĕм шухăш тĕп художник Лариса Комиссарова пуçĕнче çуралать тесен те йăнăш мар. Ăна вăл эскиза куçарать. Татьяна Шурминова модельер ăна наччасрах ăнкарса илет те тĕп художникăн шухăшне пурнăçа кĕртет.
Лариса Комиссарова яланах ÿкерме юратнă, анчах театрта ĕçлеме пÿресси пирки нихăçан та шухăшламан. Шупашкарти ÿнер училищинчен вĕренсе тухнăскере кунта ĕç биржинчен янă. Опыт-сăр, декрет хыççăн килнĕ çамрăк хĕрарăма художник-декоратора илнĕ. «Тÿрех «Шупашкарти савни» спектакль валли гастрольсене тухса çÿремешкĕн хыçалти карă ÿкерме хушрĕç. Унта яла сăнламаллаччĕ. Ăна пултаратăп-ха терĕм. 6х8 метрлăскер. Унччен кун пек пысăк калăпăшлă пусма çине ÿкерсе курманччĕ. Цехра урайне сарса хутăм та ĕçлеме тытăнтăм… Акă унтанпа 20 çул иртрĕ. Кунти коллектив çемье пекех туйăнать. Çамрăкрах чухне манăн ĕçе тиркесен питĕ кулянаттăм, критикăна чĕре çывăхне илсе ĕçрен пăрахса каяс патнех çитеттĕм. Кайран ăнлантăм: пурне те юрама çук: пĕрне пĕр тĕрлĕ япала килĕшет, теприне — урăхли. Уйрăмах хамăн ĕçе тĕрĕс тунине пĕлсен мĕншĕн кулянас?» — палăртрĕ Лариса Анатольевна. Тĕп художникăн тивĕçĕ питĕ анлă. Спектакльсен декорацийĕсемпе костюмĕсене кăна мар, театр фасачĕ, фойе, афиша мĕнле курăннине те тĕрĕслесе тăрать вăл. Курав ирттермелле-и, стенд хатĕрлемелле-и — дизайншăн вăл яваплă. Çавăнпа тĕп художник кун мĕнле иртнине сисмест.
Кăçал мĕнле пьесăсем лартасса Лариса Анатольевна пĕлет ĕнтĕ, вĕсене вуласа та тухнă. Декорацисемпе костюмсем мĕнле пуласси пирки тахçанах пуç ватма тытăннă. Ăна, паллах, режиссерпа сÿтсе явмалла. Эскизсене илемлĕх канашĕ çирĕплетсен пусма туянса касма тытăнаççĕ. Цехра кашни çын шутра, шутлă тавар кăлараççĕ. Декораципе — пĕр çын, пуçа тăхăн-малли хатĕрсемпе — тепри ĕçлет. Бутафор тивĕçĕсене пурте пĕрле пурнăçлаççĕ.

Кашни çÿç пĕрчине çĕлемелле

Татьяна Шурминова та Лариса Анатольевнăпа пĕр вăхăталлах ĕçлеме килнĕ, унтанпа 100 ытла тĕрлĕ костюм шухăшласа кăларнă. «Чи кирли — эпир хатĕрлекен япала хитре пултăр. Чылай чухне модельсене ĕçленĕ май шухăшласа кăларатпăр. Пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланатпăр эпир, пусма туянма та пĕрлех каятпăр», — тет Татьяна Андреевна.
Ольга Борисова пуçа тăхăнмалли хатĕрсем ăсталать. Театрпа вăл 2007 çултанпа ĕçлеме тытăннă. Малтанах саккассене килĕнче пурнăçланă. «Сирĕн ĕçре чи йывăрри мĕн?» — тесен Ольга Анатольевна çапла хуравларĕ: «Йывăр темĕттĕм, темиçе тапхăрпа ĕçлемеллисем пулаççĕ. Калăпне тĕрлĕ меслетпе хатĕрлемелле, пĕчĕк пайсемпе илемлетмелле. Алă вĕççĕн пурнăçламалли ĕç ку». Хĕл Мучи калпакне, сăмахран, икĕ кунра ăсталанă. «Экосказ» юмахри Леший шлепки курăк хурăмлă, сухалĕ — юман çулçи евĕр. Вĕсем пурте Ольга Борисова алли витĕр тухнă. Вăлах сухал, парик ăсталать. Ку ювелирлă ĕç, кашни çÿç пĕрчине çĕлемелле-çке.

Ăçта пырса лекнĕ?

Роза Чернова Модăсен çуртĕнче çĕвĕçре ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн театра килнĕ. «Ăçта пырса лекрĕм эпĕ?» — пĕрремĕш ĕç кунĕнчех çапла каланă закройщик-декоратора йышăннăскер. Ăна «Ама кайăк çулĕпе» спектакль валли хыçалти карă, 15 метр тăршшĕскер, хатĕрлеме пулăшма ыйтнă. Марльăран аппликаци туса кунĕпе йывăç çĕленĕ вăл ун чухне. Йĕппе çип тытса упаленнĕ кăна. Унтанпа 7 çул иртнĕ. Роза Алексеевна декорацисем тума та вĕреннĕ, упаленме те хăнăхнă. «Пĕлтĕр çулталăк вĕçĕнче «Любовь и ненависть» спектакль тухрĕ. Ăна Мускав режиссерĕ лартрĕ. Малтанах икĕ «пепке» çĕлемелле терĕç. Утиялпа чĕркесе хăюпа çыхмаллаччĕ. Унтан сасартăк 4 «пепке» кирлĕ пулчĕ, кайран — 9, юлашкинчен — 12! Улшăнусем пулаççĕ-ха, вĕсене хăнăхнă ĕнтĕ, анчах 2 пепкерен 12-е çитни пулманччĕ», — ĕçри кĕтмен самант пирки шÿтлерĕ Роза Алексеевна.
Куракан спектакль пăхнă чухне чи малтан артистсем мĕнле вылянине асăрхать, куç умне пĕтĕмĕшле сăнар тухса тăрать. Чаршав хыçĕнчи ĕçченсем те премьерăсене курма кăмăллаççĕ. Анчах чи малтан кашни хăйĕн ĕçне асăрхать: çĕвĕç — костюмсем епле ларнине, Роза Алексеевна — декорацие. Юриех вăл йышăну спектаклĕсене /халăх умне кăлариччен кăтартни/ пăхма çÿренĕ. «Тепĕр чухне çĕлесе çитереймен пек туйăнать, костюм хитре лармасть, унтан-кунтан çакăнса тăрать е вăрăмăшне кĕскетме тивет. Майлаштаратпăр, юсатпăр. Ку йĕркеллĕ процесс», — ăнлантарать Алевтина Терентьева çĕвĕç.
Çĕнĕ спектакльсем тухсах тăраççĕ, кашни валли çĕнĕ костюмсем çĕлеççĕ. Сăмахран, 4 уйăхра тăватă постановка хатĕрленĕ. «Ромеопа Джульетта» валли кăна 105 япала çĕленĕ. «Çĕрлеччен çĕвĕ машини умĕнче ларни те, киле таксипе кайни те пулнă. Пирĕн ĕç куракан умĕнче, костюмсем сцена çинче «чупаççĕ», — каласа кăтартрĕ Татьяна Шурминова.

Йÿнни лайăхрах курăнать

Костюмсем ятарлă çĕрте упранаççĕ, вĕсемшĕн уйрăм çын яваплă. /Ун пирки çитес кăларăмсенче çырса кăтартăпăр-ха./ Çĕвĕ цехĕнче тин кăна çĕленĕ Хĕл Мучипе Юр пике тумĕ çакăнса тăратчĕç. Йăлтăр-ялтăр пусмаран, капăр — нимĕн те калаймăн! Мĕн хака кайса ларнă-ши? «Эпир хаксене пĕлместпĕр, ку пире пырса тивмест. Мĕн туянса параççĕ, çавăнтан касса çĕлетпĕр», — тет Татьяна Андреевна. Çапах та пĕлекенсем систерчĕç: пĕр тĕрлĕ пусман пĕр метрĕ — 2300, тепĕр тĕрли – 1300 тенкĕ, чĕнтĕр — 1000 тенкĕ…
Тĕп художник вара çапла çирĕплетет: сцена çинче аппликаци, шăрçапа, чулпа капăрлатнипе танлаштарсан, лайăхрах курăнать. Çавăнпа хаклă пусмапа усă курсах каймаççĕ. Тĕслĕх вырăнне «Капитанская дочка» костюмĕсене илсе кăтартрĕ. Вĕсене ватинран çĕленĕ.
«Гранта тивĕçнĕ спектакль валли укçа та ытларах уйăраççĕ. Ахальлисене сахалрах. Эпир пур лару-тăруран та тухма хăнăхнă ĕнтĕ. Япаласене килтен, кÿршĕсенчен, тăвансенчен те илсе килетпĕр. Пĕр спектакльте бар валли хитре кĕленчесем кирлĕччĕ. Театрта пĕлтерÿ çакрăмăр. Хамăр ĕçченсенченех 3 ещĕк кĕленче пухрăмăр. Кивĕ фуфайка, кăçатă, тĕрленĕ çи-пуç, тутăр, турчка-ухват, пир тĕртмелли станок, тĕртнĕ кавир, сак витти ялтан илсе килтĕмĕр. Тăвансем те хăнăхрĕç. Розăна кирлĕ ку, театра памалла теççĕ», — палăртрĕ Роза Чернова.

Çыннине кура — япали

Çĕвĕ цехĕнчисен артистсемпе тÿррĕнех ĕçлеме тивет. Ара, тума вĕсем валли çĕлеççĕ-çке. Чаршав хыçĕнче артистсем хăйсене епле тытаççĕ-ши? Епле юраса çитереççĕ-ши? Александр Пăртта: «Манăн хитрелĕхе нимĕн те пăсаймĕ», — теме юратать-мĕн. Хăшĕ-пĕрин е сухалĕ çакланать, е йĕмне çĕлесе пĕтермен. Ялан тем килĕшмест, кутăнлашаççĕ. «Ку мана каймасть, мăнтăр е начар кăтартать», — тесе мăкăртатаççĕ. «Кунта эсир çук, роль пĕрремĕш вырăнта. Чăтмалла. Мĕн тăвас-ха, ĕçĕ çавнашкал сирĕн», — тесе артистсене вырăна лартаççĕ. Çĕвĕçсене Николай Дмитриев хăйне мĕнле тытни килĕшет. Пĕртте кутăн мар, ăна йăлтах юрăхлă. Çи-пуçа çĕленĕ чухне виçсе пăхмасăрах ятуллă та çыпăçуллă пулса тухать. «Çынни çавнашкал, ролĕсем те аван калăпланаççĕ. Ун валли çĕленĕ чухне ĕç кал-кал пырать. Тепĕр чăкăлтăш çын валли çĕлеме ларсан е çип татăлать, е машина чăхăмлать, е тата тем…» — уçăмлатрĕç çĕвĕçсем. Полина Чамжаевăпа Лидия Красова валли çĕлеме килĕштереççĕ. Мăн кăмăллă мар имĕш, вĕсене юрама ансат. Венера Пайгильдина цеха тăтăшах кĕрсе тухать, костюм эскизне тунă чухне те канашлать, пыра-пыра кăсăкланать. Тумтир хускалма, ташлама ан чăрмантартăр. Çакă та пĕлтерĕшлĕ-çке. Çавăнпа та режиссер, художник, хореограф, актер пĕр тĕвĕре ĕçлеççĕ.
Художник-модельерта кашни артистăн кĕлеткине сăнасах тăмалла. Татьяна Андреевна йăлтах пĕлет: кăкăр виçине те, купарча сарлакăшне те, пилĕк çинçĕшне те… Пĕлмесĕр! Труççи таранчченех çĕлеççĕ вĕт! «Любовь и ненависть» спектакльте те труççи вĕççĕн чупнă курăну пур. Пĕлĕр: кун пек чухне артистсем хăйĕннипе мар, театртипе тухаççĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Алина ИЗМАН. Роза ЧЕРНОВА архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.