Артистсем спортсменсене хавхалантарĕç

Акă пĕтĕм тĕнче кĕтнĕ Олимпиада кунĕсем çитрĕç. Ку уява Раççей чылай çул хатĕрленчĕ. Халĕ тĕп вырăнта - ăна тивĕçлĕ шайра ирттересси. Олимп вăййисене хутшăнакан спортсменсемсĕр пуçне ăмăртусене курма каякан та чылай. ЧР Культура министерстви пĕлтернĕ тăрăх - Чăваш Енри 20 артист Олимпиадăн хăш-пĕр вăййине курма Сочие çул тытĕ.

Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче коллектив чи ăста артистсенчен пĕрне Ольга Мацуцынăна суйласа билет тыттарнă, çул укçине те театр тÿлет. Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнчен çак чыса труппăн илемлĕх ертÿçи Анатолий Федоров тивĕçнĕ. Вырăс драма театрĕн директор çумĕ Владимир Лазарев та çула тухĕ, вăл нарăсăн 16-мĕшĕнче хоккей турнирне курĕ. Чăваш патшалăх пукане театрне вара икĕ билет уйăрнă, анчах артистсенчен нихăшĕ те Сочие çул тытма вăхăт тупайман. Театр директорĕ Елизавета Абрамова вара отпуск вăхăтĕнче унта хăйĕн шучĕпех кайĕ. К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче ĕçлекен Евгений Урдюков /сăн ÿкерчĕкре - варринчи/ - Сочие каякан тепĕр артист.

Олимпиада курма çула тухакансене епле суйланă-ха? Чăваш патшалăх драма театрĕнче кăрлачăн 25-мĕшĕнче Сочие кайма май пуррине пĕлтернĕ. Унта çул тытас текен нумай пулнипе артистсен шăпа яма тивнĕ. Çав кун спектакльре вылякансем ку суйлава хутшăнман. 15 артист пĕр пÿлĕме пухăннă, хушамачĕсене хут çине çырса калпака пăрахнă. Театрăн профсоюз комитечĕн председателĕ Петр Садовников телейлĕ артист хушаматне вуланă. Вăл - Евгений Урдюков. Ертÿçĕ тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Юрий Владимиров çĕнтерÿçе Олимпиадăна каймалли билета тыттарнă. Артист нарăсăн 15-мĕшĕнче Сочире хоккей турнирне курĕ.

- Сочие кайма хатĕрленетĕп, эпĕ кайнă кун Словенипе Словаки командисем хоккейла вылĕç. Вĕсем пирĕн ушкăнра пулаççĕ. Спортăн çак вăййине курма юрататăп, анчах биатлона унран ытларах та кăмăллатăп, - пĕлтерчĕ Евгений.

Шăмăршă районĕнчи Анат Чаткасра çуралса ÿснĕ артиста ку билет ахалех лекнĕ теме çук. Унăн çитĕнĕвĕсем те пур - ÿнер канашĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн театр конкурсĕнче вăл "Арçын сăнарне чи лайăх калăплакан" номинацире Арсений Тарасовăн "Мунча кунĕ" спектакльти Мисаила калăпланăшăн çĕнтернĕ.

Алена АЛТУХОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.