Артистсем айкашса реквизитсене çĕмĕрнĕ

Шупашкарти Гагарин палăкĕнчен инçех мар вырнаçнă Вырăс драма театрĕ мана пĕр-пĕр истори фильмĕнчи кермене аса илтерет. Шала кĕрсен патша вăхăтне лекнĕн туятăн. Паян унти чаршав хыçĕнчи пурнăçпа паллашар-ха.

Юратса «чĕкеç» тет

Театрта куракансен умне тÿрех икĕ постановка кăларма хатĕрленеççĕ: «Афинские вечера» тата «Большое сердце маленького Хрю». Юлашки — ачасем валли. Çавăнпа кулиса хыçĕнчи пурнăç хуранти пек вĕрет. Костюмсем çĕлекен цехра та, сăмахран, ачасен постановки тавра калаçу пыратчĕ. Театрăн тĕп художникĕ Владимир Шведов çĕвĕçсем патне костюмсем пирки калаçма пынăччĕ. «Большое сердце маленького Хрю» мюзикл пĕчĕк куракансен умне Çĕнĕ çулччен тухĕ. Постановкăра 6 артист вылять. Пурте чĕр чунсен рольне калăплаççĕ. Халĕ эпир кайăксен тумне сÿтсе яватпăр», — терĕ тĕрлĕ тĕслĕ юбкăна кăтартнă май Владимир Степанович.
Ку цехра унăн эскизĕсем тăрăх тумтир çĕлеççĕ. Ĕçлекенсем — виççĕн. Надежда Сергеева çĕвĕçпе Нонна Самсонова закройщица шăпах вырăнтаччĕ. «Кунта ĕçлеме килни — 15 çул. Тĕрĕссипе, театра вырнаçасси пирки пачах шухăшламан, — пытармарĕ Надежда Николаевна. — Халĕ пĕр вăхăтрах икĕ спектакль валли костюм çĕлетпĕр. Ун пекки сайра пулать. Пĕлтĕр, сăмахран, харăсах 2 спектакль валли тум хатĕрленĕччĕ. Ĕç нумай пулсан та ĕлкĕрме тăрăшатпăр. Артистсем сцена çине хитре тумпа тухчăр тетпĕр. Тĕрлĕ костюм çĕлеме тивет. Паллах, пусмаран нумай килет. Ĕç яланах кал-кал пырать. Ăна кăмăлпа пурнăçлатăп. Начар шухăшсене вара килте хăваратăп». Çĕвĕ машинине вăл юратса «чĕкеç» тет. Çĕвĕç пытармасть: артистсене тум килĕшсен унăн та чунĕ савăнать.
Эпир калаçса тăнă вăхăтра цеха артистка кĕчĕ. Нонна Ильинична тÿрех ун патне чупса пычĕ. Кĕлеткине виçме-мĕн. Хăш артистăн мĕнле тумтир виçи пулнине унран лайăх пĕлекен çук. Веçех тетраде çырса пырать. Хăш-пĕр чухне артист ытлашши килограмм хушма е начарланма пултарать. Çавăн чухне ко-стюма кăшт улăштарма тивет. «Артистсем кĕлеткене çăтă тытакан тум кăмăлламаççĕ. Килĕшменнине тÿрех палăртаççĕ. «Сирĕн мар, пирĕн сцена çине тухмалла-çке», — теççĕ. Вĕсене юрама тăрăшатпăр», — пĕлтерчĕ закройщица.

Юбкăсем хывăнса ÿкнĕ…

Çак цехран тумсене костюмерсем патне илсе каяççĕ. Тумтире темиçе пÿлĕмре упраççĕ. Эпĕ репертуарти спектакльсенче тăхăнаканнисен цехĕнче пултăм. Мĕн кăна çук-ши унта? Куç-пуç алчăрать. Блузкăсем, кĕпесем, шăлаварсем... çакăнса тăраççĕ, çÿлĕксем атă-пушмакран, калпаксенчен йăтăнаççĕ. Артистсем тума тăхăниччен костюмерсем ăна çăваççĕ, якатаççĕ.
«Пирĕн коллектив питĕ туслă. Пĕр çемьери пекех», — хавхаланса калаçрĕ цех ертÿçи Екатерина Иванова. Кунта вăл 16 çул каялла лекнĕ. Ĕçе вырнаçма хăйĕн пекех Катя Иванова ятлă тусĕ сĕннĕ. «Театртан инçе пурăнмастăн, кил», — тенĕ. Ун чухне пулас цех ертÿçи пир-авăр комбинатĕнче хуралçăра тăрăшнă. Икĕ Екатерина Иванова пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланса ĕçленĕ. Цех ертÿçи çÿллĕ пулнăран ăна «пысăк Катя» тесе чĕннĕ, юлташне — «пĕчĕк Катя». Халĕ пĕчĕк Катя театрта ĕçлемест, сывлăх хавшанине пула кайнă. Паян Екатерина Степановнăна Светлана Шабалкина пулăшать.
«Эпир спектакль вăхăтĕнче кулиса хыçĕнче сыхă тăратпăр. Пĕри — пĕр енчен, тепри — тепĕр енчен. Ирхине, репетици вăхăтĕнче, тата каçхине, спектакль вăхăтĕнче, ĕçлетпĕр. Тепĕр чухне каçхи 10 сехетченех ĕçре. Кунта кашниех ĕçлеме килĕшмĕ. Качча тухнă çамрăк хĕрарăма упăшки кĕвĕçĕ. Çавăнпа çемьеленменнисем кăна ĕçлейĕç пуль», — шÿтлерĕ цех ертÿçи. «Хăвăр качча тухнă-и вара?» — тÿрех интереслентĕм. «Çук», — кулчĕ Екатерина Степановна.
Чаршав хыçĕнчи пурнăç сцена çинчинчен тата интереслĕрех пулнине ĕнентереççĕ костюмерсен цехĕнче ĕçлекенсем. Пĕррехинче Евгений Лезов артист /вăл пурнăçран уйрăлнă/ спектакль вăхăтĕнче Екатерина Ивановăна хăйĕн хыççăн чуптарнă. «Вĕткеленчĕкчĕ вăл. Спектакль пынă чухне тум улăштарма чупса пыратчĕ, аллине вара çухавана кĕртейместчĕ. «Бешеные деньги» спектакльте унăн пиншак тăхăнмаллаччĕ. Ун вырăнне кулиса хыçне вĕçтерчĕ, эп — ун хыççăн. Декорацисене чутах ÿкереттĕмĕр», — кула-кула аса илчĕ костюмер. Сцена çинче артистсем тăхăннă юбкăсем хывăнса ÿкни, тумтире тепĕр май тăхăнтартни те пулнă. «Çапах куракансем артистсене алă çупнă чухне пире те кăмăллă», — терĕ Светлана Шабалкина.
Костюмерсем артистсемпе пĕрле гастрольсене те çÿреççĕ. Тумтире ещĕксене хураççĕ, вырăна çитсен кăларса якатаççĕ, спектакль хыççăн каялла пуçтараççĕ. Тум халĕ кĕпе-йĕм çумалли машинăра çăвăнса тасалать. Цех ертÿçи аса илнĕ тăрăх, малтанхи 10 çул вăл костюмсене алăпах çунă. Грима тÿрех яма çук вĕт. Тасатас тесе темĕн те тунă-мĕн. Халĕ пăспа ĕçлекен утюг пурри те ĕçе çăмăллатать. Унччен ахальлипе ĕçленĕ. Костюмсене унтан-кунтан ĕнтни те пулнă. Çавăн чухне хурланнипе куççульленнĕ те. Ара, унашкал пусма ăçтан тупмалла?
Цехри хăш-пĕр костюм, калпак — эксклюзив. Костюмерсем Игорь Дадиани паллă Раççей модельерĕ парнеленисене кăтартрĕç. Вăл вĕсене Мускаври киностудирен илсе килнĕ-мĕн. Шурă кĕпе нумай çакăнса тăратчĕ. Вĕсене ытларах чухне туянаççĕ, çĕленинчен йÿнĕрех тухать-мĕн. Артистсем тăхă-накан пушмака вара саккас параççĕ. Хăшне-пĕрне туянаççĕ. Атă-пушмака курупкара упрама тăрăшаççĕ, кашнин çине артистăн ятне çыраççĕ. Манас мар тесе. «Урамра тăхăнса çÿренипе танлаштарсан, пушмак спектакль вăхăтĕнче вăйлăрах çĕтĕлет. Артистсем кĕллине хуçаççĕ, тĕпĕ пĕтет. Эпир çав пушмака утилизацие яратпăр», — сÿтĕлчĕ калаçу çăмхи. Çÿлĕк çинче хăйне евĕр атă-пушмак та ларать: вĕсен хуçисем ку тĕнчере çук ĕнтĕ.

Чи кирлĕ ĕç хатĕрĕ — алă

Артистсене костюмер тăхăнтартать пулсан, сценăна — Владимир Ефремов. Вăл декораци, сĕтел-пукан ăсталать. «Кунта ĕçлеме тытăннăранпа мĕн чуль кравать, диван, чикмек хатĕрлемен-ши?» — тĕлĕнтерчĕ саппун çыхнă, калпак тăхăннă арçын. Ăна «нимрен нимĕр тăвать», — тесе мухтарĕç. «Эпĕ пуртăпа çуралнă, — шÿтлерĕ арçын. — Мĕн ыйтатăн, темĕн те туса пама пултаратăп». Малалла вулас...

www.hypar.ru

Ирина КОШКИНА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.