Артист пулмаллах!

25 Авăн, 2014

Пĕррехинче шкула Виктор Перов кулăш ăсти килнĕ. Вăл тăваттăмĕш классемпе тĕл пулу ирттернĕ. Темĕн те пĕр каласа тĕлĕнтернĕ хыççăн: «Халĕ, ачасем, кама мĕн кăсăклантарнине ыйтăр-ха манран, пĕтĕмпех хуравлăп», – тенĕ. Саша Жачев нумай шухăшласа тăман. «Ку чаплă костюма мĕн хакпа илнĕ-ши эсир?» – тесе куçне çине-çинех мăчлаттарнă. «Виçĕ пин!» – тенĕ те артист ăшшăн кулнă. Арçын ача сцена çинче выляма çуралнине тÿрех туйса илнĕ ĕнтĕ вăл, харсăрлăхне те асăрханă – маттурскере хăйĕн дискне парнеленĕ.

Халĕ çак арçын ача вуннăмĕш класра вĕренет. Ялти Культура çуртĕнче мĕнле те пулин уяв каçĕ ирттермелле чухне яланах ăна чĕнеççĕ. Ара, Саша илемлĕ те уçă сасăллă, хăйне тытма пĕлет, çавăнпа унран питĕ лайăх ертÿçĕ пулать. Ытларах вара арçын ачана спектакльте роль калăплама чĕнеççĕ. Культура çуртĕнче драмкружок ĕçлет, çамрăк артист ăсталăхне туптама унта çÿрет. Кружок ертÿçи – Ирина Григорьевна Иванова.

– Ватă çын рольне выляма йывăртарах. Эпĕ вĕсен чухлĕ пурăнса курман вĕт-ха. Мана ытларах кулăшла сăнарсем килĕ-шеççĕ, – ăнлантарать Саша. Паллах, роль чуна çывăх пултăр. Ăна чĕре витĕр кăлармалла-çке. Сашăн шÿт туйăмĕ пысăк. Çавăнпа вăл кулăшларах рольсене ытларах кăмăллать.

Лайăх вĕренет çеç мар вăл, наукăпа практика конференцийĕсене те хутшăнать. Географи предмечĕпе тĕпчев ĕçĕ хатĕрлесе, тĕслĕхрен, иккĕмĕш вырăна тухнă.

Вĕрентсен упа та ташлама пуçлать теççĕ, арçын ача та тĕрлеме пултарать. Çапла, тĕрĕ – Сашăн чун киленĕçĕсенчен пĕри. Кĕçĕн классенчех унăн вăрттăнлăхне алла илнĕ вăл. Халĕ те ăсталăх пÿлĕмне кĕрсен тĕрлеме пуçланă пир татăкне курчĕ те тÿсеймерĕ – йĕппе çип тытса ĕçе пуçăнчĕ.

Саша спортра та хастар, волейбол секцине çÿрет. Унăн команди республикăра район чысне хÿтĕленĕ, виççĕмĕш вырăна тухнă. Маттурскер çăмăл атлетикăпа та туслă. Чупни, йĕлтĕрпе çÿрени сывлăхшăн мĕн тери усăллă пулнине ăнланать вăл, спортăн çак тĕсĕсемпе ăмăртăва та хутшăнать.

Хăш-пĕр çын çине пăхатăн та – ялан ывăннă евĕр, пурнăçра нимĕнпе те кăсăкланман пек курăнать. Ун йышшисем сÿрĕк, нимĕнпе те интересленмеççĕ. Теприсем вара хăйсен хаваслăхĕпе, ăнтăлăвĕпе таврари çынсене те пурнăçа юратма хавхалантараççĕ.

Сашăна шăпах иккĕмĕш тĕслĕхрисен шутне кĕртес килет. Вăл кашни самантпа савăнса пурăнма пĕлет. Хăйĕн умне тĕллев те лартнă: пысăк çитĕнÿ тумалла, шкул хыççăн Культура институтне вĕренме кĕмелле, чăн-чăн артист пулмалла!

Кайăксем телейлĕ – вĕсен çунат пур, эппин, вĕçсе таçта та çитееççĕ. Этем вара? Ĕмĕт пулсан вăл та телейлĕ, мĕншĕн тесен ку та çунатпа танах. Унăн вĕçевĕ таçта çитме те пулăшĕ. Шухăш- тĕллевне пурнăçа кĕртме Сашăна турă пулăшса пытăрччĕ, хăй те тăрăшулăхне ан çухаттăрччĕ!

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.