АРТĂRА-fest ан аптăратăр

25 Чÿк, 2016

Шупашкарта чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕнче АРТĂRА-fest иртрĕ. Латин сас паллийĕсемпе çырнă АРТĂRА сăмаха чăн чăвашла вуламалла тата ăнланмалла: аптăра е аптра — тĕлĕн: çухалса кай. Тутар чĕлхинче те вăл çав пĕлтерĕшлех: аптырау — тĕлĕнтермĕш, аптрав. Эппин, фестивальте тĕлĕнмелли пулмаллах.

Унăн йĕркелÿçисем тĕрлĕ çĕртен: вырăс хĕрĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Мария Савельева — Германирен, Ольга Николаева — Францирен, Татьяна Прокопьева тухтăр — Мускавран, Александр Гаврилов — Чăваш Республикинчен. Фестиваль çамрăк-ха. Кăçал вăл иккĕмĕш çул иртрĕ. Пĕлтĕр чăвашпа удмурт культурисемпе паллаштарнă, кăçал чăвашпа тутар культурисене çывăхлатрĕ. Йĕркелÿçĕсем ăна çулсеренех ирттерме, çĕнетсе, улăштарса, хăйнеевĕрлĕхсемпе пуянлатсах пыма палăртаççĕ.

Тутарстанран килнĕ хăнасем хăйсен авангард ÿнерĕпе, юрă-кĕвĕ пултарулăхĕпе аптăратсах ячĕç темесен те тĕлĕнтерме пултарчĕçех. Чаллă Çыр хулинчен килнĕ ÿнерçĕсен курава тăратнă ĕçĕсенче тĕрĕк, тутар кăмăлĕ сисĕнсе тăрать. Ÿкерчĕксене сăнанă май аптратнă ыйтусене уçăмлатма Хамза Шарипов ÿнерçĕпе калаçрăм: “Мĕншĕн пĕчĕкçĕ ÿкерчĕк валли пысăк рама хатĕрленĕ-ха?” Шăпах вăл хăйĕн ĕçĕсен меслет-мел шухăшне çеç мар, фестиваль тĕшшине те тупма пулăшрĕ: “Ÿнере ăс-хакăлпа ăнланма, чунпа туйма ирĕклĕх кирлĕ. Хăвăра пĕчĕк хашака ан хупăр, чикке анлăлатăр. Ун чухне йĕри-тавра хальччен курманни-туйманнине асăрхама пултарăр”. Мадияр Хазиев ÿнерçĕ ĕçĕсенче этнос характерĕ тапса тăни те шухăшлава анлăлатма хистет.

Уява Тутарстанран килнĕ Juna ушкăн /солисчĕ Радив Кашапов/ ритм-энд-блюз стилĕпе, Мубаи ушкăн /солисчĕ Ильдар Мубаракшин/ блюз сулăмĕллĕ юррисемпе, Айрат Бикбулатов педагог-поэт шурă сăввисемпе илем кÿчĕç.

Сергей Павлов çамрăк рэп-юрăç Швейцарирен килсе çитнĕ. Вăл хăйнеевĕрлĕ кĕвĕ çумне хăйĕн рэпне хушса кăтартни питĕ кăсăклă пулса тухнă. Юлия Аникина /Шупашкар/ ÿнерçĕ çап-çамрăк хĕрĕн çурма çара кĕлеткине куракансен умĕнчех сăрăпа «тăхăнтартса» тĕрĕк символĕллĕ перформанс ÿкерчĕк калăпларĕ. Марина Карягинăн палиндромĕсем, Владимир Янтушăн рок еннелле сулăннă хивре юррисем чăвашăн АРТĂRА стилĕпе шайлашăнса тăраççĕ.

Культурăн тĕрлĕ енне кăтартма ăнтăлни сисĕнчĕ. Фестивальте юрă-кĕвĕ, поэзи, ÿнерсĕр пуçне тумтир çĕнетĕвне те палăртма пултарнă. Халĕ эпир наци çи-пуçне театрсен сцени çинче çеç куратпăр. Паллах, паян ĕлĕкхи кĕпе-тумтире кулленхи пурнăçра тăхăнса çÿреймĕн. Кунта удмурт хĕрĕ Дарали Лели, чăваш çи-пуçĕн дизайнерĕ Людмила Шуркина ахаль кĕпенех наци элеменчĕсем хушса наци сĕмĕ кĕртме май пуррине кăтартрĕç. Ку, паллах, пирĕншĕн ют мар, çак енĕпе Людмилăпа Микуç Балтайсем пуçласа çул хывнине астăватпăр. Патшалăх уявĕсенче, ытти уяв-концертра чăваш тĕрриллĕ, чăвашлăха кăтартакан çи-пуç мĕншĕн тăхăнас мар? Ахаль кĕпенех хăйнеевĕрлĕх кÿрекен меслет-çке çакă. Унсăрăн хамăр уйрăм халăх — чăваш — пулнине епле палăртмалла?

Анчах çакă, Борис Чиндыков çыравçă калашле, орнаментализм чирĕ пулса ан кайтăр тесен, çиелтипе шалти çураçуллă пулмалла. Урăхла каласан, килте ачусемпе вырăсла калаçса урама чăваш тĕрриллĕ кĕпе тăхăнса тухни чун нишлĕхне çеç пĕлтерет.

Пĕлетĕп: халăхăмăр искусствăран аякра тăмасть. Çакна театрсене, эстрада концерчĕсене ялтан ятарласа машинăпа пуçтарăнса кайни те çирĕплетет. Республикăра концертсем çине-çинех иртеççĕ пулин те залсем ялан тенĕ пекех тулли. Анчах концерт-спектакль пахалăхĕ еплерех?

Çавăнпа АРТĂRА-fest фестиваль йĕркелÿçисем чăваш культурине пуянлатасшăн пулни савăнтарать. Чăваш çĕрĕнчен аякра пурăнакан маттур çамрăксем чăваш çĕрне инçетрен курни паха.

Чăвашсемпе тутарсем темиçе ĕмĕр юнашар пурăнса пĕр-пĕрин культурине пуянлатнă, тарăнлатнă. Уява хутшăнакансем икĕ культура авăрĕнче хăйсен сассине тупма, ăна аталантарма туртăнни палăрчĕ.

Фестивале чăваш культурин каçалăкĕнче тÿпе пур çынсем чылаййăн пуçтарăннă. Ĕненетĕп: çакнашкал АРТĂRА-феста курса киленме хапăллакан чăваш ялĕсенче сахал мар. Ку фестиваль тепре хăçан пулать вара? Тепĕр çул ăçта, хăçан иртĕ? Йĕркелÿçĕсем тепĕр çул та пухăнма шантарчĕç. Ăна вĕсем тĕрлĕ кĕтменлĕхпе капăрлатма ĕмĕтленеççĕ. Фестивальте мĕн-мĕн кăтартасси те хальлĕхе — вăрттăнлăх. Ара, аптăрамалла вĕсемпе, уяв вĕçĕнче тумланса киле кайма урама тухсан та çунакан факелсемпе теветкеллĕн явкаланса ташлакан “çулăм ташши” умне тухса тăтăмăр та...

Эльвира ИВАНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.