Аркадий Айдак ячĕллĕ патшалăх премийĕ кирлех!

6 Çĕртме, 2017

 Ăна Экологи çулталăкĕнче туса хуни пушшех те вырăнлă пулĕччĕ

 «Атăлти хĕрессем» повеçре манăн тĕп герой çапларах каланă йĕркесем пур:

«Çакă çутă тĕнчере этем тем пек вăйлă пултăр, Атăла та парăнтартăр, анчах та вăл пĕр «япалана» нихăçан та çĕнтереймĕ, çăварлăхлаймĕ — Вăхăта!»

Кун пирки шухăшлас, çакăнпа çырлахас килмесен те вăхăт никамран та ыйтса тăмасть — кун-çулăмăра çăмхалать те çăмхалать. Чăваш халăхĕн чапĕпе мухтавĕ Аркадий Павлович Айдак çĕр çинчи пурнăçĕн çаврине çавăрса çитермесĕрех мăн асаттесемпе асаннесен тĕнчине кайни те ав кĕçех пилĕк çул çитет. Апла пулин те Аркадий Павловича иртнĕ вăхăтпа аса илме питех те йывăр: çутă сăнарĕ куç умĕнче çуталсах тăнăран; унăн пархатарлă опычĕпе паллашма килнĕ специалистсемпе пĕрле «Ленинская искра» колхоз уй-хирĕнче, çаранĕ-вăрманĕнче мăнаçланса çÿренисем ăс-тăнăмра шупкаланманран; тыр-пул; çĕр улми, пахча çимĕç çитĕнтерекенсене, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсене, тирпейлекен промышленноçра вăй хуракансене хÿтĕлесе Мускаври, Шупашкарти пысăк форумсенче вирлĕ каланă сăмахĕсем хăлхара халĕ те янăранăран; ял культурине çĕклессишĕн, халăхăмăрăн йăли-йĕркине килес ăрусем валли упраса хăварассишĕн лăш курмасăр, кану мĕнне пĕлмесĕр ăшталаннисем асăмран тухманран...

Ĕнтĕ нумай çырчĕç. Малашне те çырĕç — аса илÿсем, брошюрăсем, кĕнекесем. Чи кирли, манăн шухăшăмпа, Аркадий Павлович Айдакăн пурнăçĕпе ĕç-хĕлне, уйрăмах çĕр ĕçĕнчи паха опытне паянхи самана конъюнктурине тĕпе хурса наука енчен тата та тарăнрах тишкермелле, ăна яллă районсенче сарассине çĕнĕ хăват памалла. Ку тĕлĕшпе Чăваш Республикин Ял хуçалăх мини-стерствин ятарлă программа хатĕрлемеллех, Раççей шайĕнчи специалистсене, ăслăлăх çыннисене хутшăнтарса çулталăкра пĕрре наука-практика конференцийĕ ирттермеллех. Шупашкарта мар, районсенче черетлесе йĕркелемелле.

Малтан ученăйсем калаçчăр, унтан вырăнти хуçалăх ертÿçисем Аркадий Павловичăн пуян опычĕпе усă курса мĕн-мĕн тунипе паллаштарччăр. Аттуш пурте тенĕ пекех Етĕрне районĕнчи «Ленинская искрăра» пулнине, унта курнисем çав-тĕр тĕлĕнтернине хăпартланса аса илеççĕ. Анчах «Айдакăн тĕслĕхĕпе эпир те çавна-çавна турăмăр» тенине ку таранччен те илтеймерĕм-ха.

Ку темăна хускатма Кун кĕнекинче çырăнса юлнă сăмахсем хистерĕç.

1992 çул. Утă уйăхĕн вĕçĕ. Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» колхоз опычĕпе паллаш-ма пысăк делегаци килессине систернĕрен «Хресчен сасси» хаçат валли материал хатĕрлеме тухса кайрăм. «Икарус» автобуспа çитнĕ ушкăн чăннипех те пысăк — 30 çын та пур-тăр. Çĕршыври тĕрлĕ регионтан пуçтарăнса килнĕ хуçалăх ертÿçисем, специалистсем, ученăйсем çĕре шыв-шур эрозийĕнчен мĕнле хÿтĕленине, шурлăхлă лаптăксене еплерех меслетпе типшĕрлетнине, пĕр ывăç удобрени, им-çам сапмасăр кашни çулах тухăçлă тыр-пул туса илме пултарнине, çырма-çатрасемпе тайлăмсенче кĕске вăхăтрах вăрманлăхсем çитĕнтерме май килтернине, тĕрлĕ пулăллă кÿлĕсен усăллăхне çур кун ытла тишкерчĕç. Пĕтĕмлетÿллĕ калаçу хыççăн инçе çулĕсене кĕскетсе килнĕ хăнасене кăпăклă сăрапа, чăваш апат-çимĕçĕпе сăйларĕç. Колхозăн фольклор ушкăнĕ юрă- ташăпа савăнтарнă хыççăн сумлă йыша хуçалăх чиккинче ырă сунса ăсатсан Аркадий Павлович мана тата «Хыпар» хаçат журналистне вăрманти уçланкăна илсе кайрĕ. Пĕр сехете яхăнах калаçса лартăмăр. Сăмах пине çитсен, кайма пуçтарăнсан, Аркадий Павлович ĕшеннĕ куçĕпе пирĕн çине пăхрĕ те: «Ытлашши мухтаса ан çырăр. Статйăра хăнасен шухăш-кăмăлĕ, вĕсене мĕн килĕшни тавра йĕркелĕр», — терĕ.

Уçă сывлăшпа, кайăк-кĕшĕкĕн чĕвĕлти юрри-кĕввипе киленсе чунăмăрсене çапла уçăлтарнă хыççăн тутлă шăршăллă уçланкăран тухрăмăр. Тĕмескеллĕрех вырăнта хăварнă çăмăл автомашинăсем патнелле утрăмăр. Кунтан хăмăш евĕр çÿллĕ тырă пуссисем, пĕр тикĕс тăсăлса выртакан çĕр улми анисем, вăрман катисем, хĕвел çутипе йăлтăртатакан пысăк кÿлĕ, тата та аяккарахра хăмла плантацийĕсем, ферма çурчĕсем, симĕс кавир евĕр туйăнакан лаптăксенчен çÿрекен выльăх кĕтĕвĕсем ярт курăнаççĕ. Кăмăл-туйăма çĕклентерекен тĕрлĕ тĕслĕ ÿкерчĕке Аркадий Павлович яланхилле мар сăнаса çаврăнчĕ те чĕрене витермелли сăмахсем каларĕ: «Çĕрĕç культурине мĕнле йĕркеленине курма, вĕренме таçтан та — Европăпа Америкăран та — килчĕç ĕнтĕ. Вĕсенчен ытла, чи пирвай, ĕç-хĕле пирĕнни евĕр мес-летлени хамăра кирлĕ. Республикăра тÿрем çĕрсем çукпа пĕрех вĕт: пур çĕрте те çырма, çырма, çырма. Вĕсем ишĕлсе-ишĕлсе тата та пысăкланаççĕ, пулăхлă çĕре куç умĕнчех пĕтереççĕ, тавралăха илемсĕрлетеççĕ. Çакна тытса чарма, унтан та ытла — çырмасемпе çырансене сиплеме, хамăршăн «ĕçлеттерме» пулать вĕт-ха: кÿлĕсем туса, вăрмансем çитĕнтерсе. Вĕсен илĕртÿлĕхĕпе усăллăхĕ, вĕсем кÿрекен ырлăх-пурлăх капашлă: ăна тарасапа та виçейместĕн, укçа-тенкĕпе те хаклаймастăн. Пирĕн тĕслĕхе ыттисем те ăша хывсан аванччĕ».

Унтанпа 25 çул иртрĕ пулин те республикăри ял хуçалăх предприятийĕсем «Ленинская искра» колхоз тĕслĕхне тĕпе хурса çĕрĕç культурине унти пек йĕркеленине, çап-çара çырмасем симĕс тум тăхăннине, çав вăрманлăхсенче кайăк-кĕшĕк ĕрченине курса савăнма тÿр килмерĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.