«Архив хучĕсен вăрттăнлăхĕсене шыраса...»

17 Авăн, 2014

Тусĕсемпе ĕçтешĕсен асĕнче вăл çутă йĕр çеç хăварнă

Çакăн пек ятпа ЧР Хальхи истори архивĕн ĕçченĕсем республикăри паллă журналист, публицист, Çемен Элкер премийĕн лауреачĕ Иван Матросов çуралнăранпа 80 çул çитнине халалласа виртуаллă курав хатĕрленĕ. Унпа паллаштарма йĕркеленĕ уява Иван Моисеевичăн çывăх çыннисене, ĕçтешĕсемпе пĕлĕшĕсене йыхравланă.

И.Матросовăн пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа кăтартакан электрон курава журналистăн патшалăх архивне упрама панă документсенчен хатĕрленĕ. «2003 çулта Иван Моисеевич хаклă хутсене йышăнма ыйтса çырчĕ, - иртнине аса илчĕ архив директорĕ Людмила Устимова. - «Вăрçăра пуç хунă салтаксен тăванĕсенчен питĕ нумай документ илнĕ эпĕ. Çавсемшĕн хама яваплă туятăп», - тенĕччĕ». Çакăн хыççăн йĕркеленнĕ те Иван Матросовăн Хальхи истори архивĕнчи фончĕ.

Виртуаллă куравра - 92 документ. Пĕрремĕш пай журналистăн кун-çулĕпе паллаштарать. Иккĕмĕшĕнче - Брест крепоçне хÿтĕленĕ чăвашсемпе çыхăннă материал. И.Матросовпа В.Бурмистров тăрăшнипе 40 чăваш салтакĕн хушаматне тупса палăртма май килнĕ. Журналист Ульяновсен çемйипе, вĕсене çывăх пĕлнĕ тата Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕреннĕ, ĕçленĕ çынсемпе те кăсăкланнă. Ку ярăмри тĕпчевсем çинчен виççĕмĕш пай каласа кăтартать.

И.Матросов «Коммунизм ялавĕ» /халĕ «Хыпар»/ хаçатра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухсан та юратнă ĕçне пăрахман: çырнă, тĕпченĕ, кĕнекесем кăларнă... Журналист 6 томлă «Астăвăм» кĕнекен яваплă секретарĕ, пухса хатĕрлекенĕ, редакторĕ пулнă. Республикăн Астăвăм кĕнеки Раççейре чи лайăххисенчен пĕри шутланать. И.Матросов çавăн пекех 2005 çулта кун çути курнă Патăрьел район энциклопедийĕн авторĕсенчен пĕри.

Иван Матросов питĕ пултаруллă, унăн кун-çулĕ чăннипех те пуян, питĕ кăсăк. Унпа пĕрле ĕçленĕ çынсем, тусĕсем калаçнă хыççăн çапла пĕтĕмлетрĕм. Акă Сергей Карягин журналист Иван Моисеевичпа иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче паллашнă. Ун чухне вĕсем иккĕшĕ те кÿршĕллĕ ялсенчи шкулсенче ĕçленĕ.

«Вăл пĕтĕм пурнăçне журналистикăна халалларĕ, - аса илчĕ Сергей Афанасьевич. - Республикăра паллă публицист пулса тăчĕ. «Коммунизм ялавĕ» хаçата ун хыççăн ĕçлеме килтĕм. Тивĕçлĕ канăва тухсан «Астăвăм» кĕнеке кăларма хутшăнчĕ. Вăрçăран таврăннисене халалланă пилĕк томпа мана ĕçлеме тÿр килчĕ. Çапла вара унăн ĕçне манăн малалла тăсма тиврĕ.

Патăрьел район энциклопедине кăларас текен такам та пурччĕ. Анчах ĕçе пуçăнаканĕ пулмарĕ. «Пирĕнсĕр пуçне никам та çак ĕçе тăвас çук», - терĕ Иван Моисеевич. Чăнах та, ку енĕпе унăн опычĕ те çителĕклĕ, материал та чылай пулнă. Вăл, эпĕ тата А.Мефодьев ĕçе пикентĕмĕр. Иван Моисеевич вилнĕ хыççăн иккĕмĕш тома хатĕрлесе çитертĕм».

С.Карягин каланă тăрăх - И.Матросов питĕ ĕçе юратакан çын пулнă. Темпе те интересленнĕ вăл. Курни-илтнине пĕтĕмпех кун кĕнекине çырса пынă. Пенсие тухсан вара архив уншăн тĕп ĕç пулнă. Республикăри архивсенче кăна ларман вăл. Хусанти, ытти хулари «аваллăх управçисене» çитнĕ.

Иван Матросовпа нумай çул пĕрле ĕçленĕ Демьян Семенов ĕçтешĕ питĕ сăпайлă çын пулнине палăртрĕ. «Редакци штатне куçма икĕ çул ÿкĕтлерĕмĕр. Аранах килĕшрĕ. Çĕнĕ должноç сĕнсен те тÿрех йышăнмарĕ, - аса илчĕ Демьян Филиппович. - Кăнтăр районĕсенче корреспондетра ĕçленĕ чухне те хăйне лайăх енчен çеç кăтартнă. Пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлнĕ вăл. Статйисем çивĕч пулса тухатчĕç, нумай çыратчĕ. Питĕ ĕçчен çын. Шырама, тĕпчеме юрататчĕ».

Пĕлес туртăм Иван Матросова шăпах пысăк ĕçсем тума хистенĕ те ĕнтĕ.

 

Валентина БАГАДЕРОВА

Рубрика: