АРÇЫНСЕНЕ ПУЛĂШАКАН КУРĂКСЕМ

29 Çу, 2014

Арçын чирĕсенчен сипленнĕ чухне халăх медицини эмел курăкĕсемпе те усă курма сĕнет.

Хĕл курăкĕ

Хĕл курăкĕ /грушанка круглолистная/ ар парĕн шыççине /простатит/ çăмăллатать. Унăн препарачĕсем шыççа хирĕçле, юн кайнине чаракан, шăк хăвалакан, бактерисене пĕтерекен витĕмпе палăрса тăраççĕ.

Настойка. 1 апат кашăкĕ типĕ курăка çур литр шурă эрехе ямалла, тĕттĕм вырăнта 21 кун лартмалла, вăхăт-вăхăтпа силлесе илмелле. Виçĕ эрнерен эмел хатĕр, ытларах та лартма юрать. Вăхăт çитсен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут 1-ер чей кашăкĕ ĕçмелле. Курс - 3 эрне. Унтан 10 кун тăхтамалла та каллех ĕçме тытăнмалла. 3-4 сиплев курсĕ ирттермелле.

Асăрханăр! Хĕл курăкĕн препарачĕсем юн пусăмне ÿстерме пултараççĕ, çавăнпа ăна виçсех тăмалла. Варикоз, тромбофлебит аптратсан та асăрхануллă пулмалла.

 

Укçа курăкĕ

Укçа курăкĕпе /ярутка полевая/ вăраха кайнă простатиран, импотенцирен сипленеççĕ. Унăн микробсене, шыççа хирĕçле, организма пĕтĕмĕшле çирĕплетекен, шăк хăвалакан витĕмĕ пысăк.

Настой. 1 апат кашăкĕ курăка тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, сивĕнсен сăрăхтармалла. Кунне 4 хут апатчен чĕрĕкшер стакан ĕçмелле. Сиплев курсĕн йĕрки пĕрремĕш рецептри пекех.

Асăрханăр! Укçа курăкĕн препарачĕсем гипотониксене юрамаççĕ, мĕншĕн тесен юн пусăмне чакараççĕ.

 

Хулă дербенник

Хулă дербенник /дербенник иволистный, плакун-трава/ арçын хĕсĕрлĕхĕнчен сипленме, ар шĕвекĕн пахалăхне лайăхлатма пулăшать. Ÿсен-тăран шыççа, бактерисене хирĕçле, шăк хăвалакан, ыратнине ирттерекен витĕм кÿрет. Анчах тымарĕ хăвăрт хытса каять, çавăнпа чавса кăларсанах çумалла та вĕтĕ вакламалла.

Настойка. 50 грамм чĕр тавара çур литр шурă эрехе ямалла, тĕттĕм вырăнта 21 кун лартмалла. Кунне 3 хут 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле. Малтанхи тĕслĕхсенчи йĕркепех сипленмелле.

Асăрханăр! Дербенник препарачĕсем гипертони, юн кĕвелеслĕх пысăк, атеросклероз, тăхасем пухăнас хăрушлăх пур, вар хытни аптратнă чухне юрамаççĕ.

 

Хупăпа тĕшĕ

Простатит вĕрĕлсен ăвăс хуппи ярса вĕретнĕ шыв ванни усăллă. 0,5 килограмм типĕ е чĕрĕ хуппа 5 литр шыва ямалла, вĕреме кĕртмелле те вăйсăр çулăм çинче кăштах тытмалла. Пилĕкрен кăшт аяларах шыв янă ваннăна хушмалла. Унта 10-15 минут лармалла та ăшă чĕркенсе çывăрма выртмалла. Каçхине çывăрма выртас умĕн 2-3 кун сиктерсе ванна кĕмелле. Сывлăх лайăхланичченех сипленмелле. Чĕр таварпа тата 3-4 хут усă курма юрать. Профилактика курсĕ - 10 сеанс.

Унсăр пуçне арçынсен пурин те кашни кун 20-30-шар кавăн тĕшши çисен аван пулмалла. Ку простатитран, аденомăран хÿтĕленме пулăшать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.