Арçынран пĕрре те кая мар

5 Нарăс, 2020

Муркаш районĕнчи Исетерккĕ ялĕнче 100 çул каялла пултаруллă, ĕçчен хĕрарăм çуралнă. Вăл — Татьяна Васильевна Васильевна Васильева. 
Евдокипе Ваçли çемйинче 5 ача çуралнă, анчах ывăлĕ ача чухнех çĕре кĕнĕ. Хĕрĕсем те ашшĕ-амăшĕн ырлăхĕпе савăнайман. Вăрçă умĕн вĕсем хăр тăлăха юлнă. Татьяна, асли пулнăран, йăмăкĕсене тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерсе ура çине тăратасси пирки шухăшланă. Çавăнпа вăл 15 çултах йывăр ĕçе кÿлĕннĕ. Пурнăç хуçи пулнине ĕçĕпе çирĕплетме тĕв тунă.
1935 çултан пуçласа 1959 çулчченех вăл машина-тракторпа ĕçленĕ. Ĕç кĕнекинче çапла çырнă: «Чкалов ячĕллĕ к о л х о з ă н м а ш и н а-т р а к т о р паркĕн слесарĕ». Чăваш хĕрарăмĕсен хушшинче ĕçченлĕхпе ăна çитекенни пулман та пулĕ.
Документсенче çакăн пек çырăнса юлнă: «Татьяна Васильева СХТЗ тракторпа 425 гектар çĕр хатĕрлесе тата кăткăс молотилкăпа планпа кăтартнă 500 тонна вырăнне 794 тонна тырă çапса тĕшĕлесе социализм ăмăртăвĕнче мала тухнă. 1955 çулхи январĕн 6-мĕшĕнче «Хисеп кĕнекине» кĕртнĕ». Сăмах май, Татьяна Васильевна «Хисеп кĕнекине» икĕ хут кĕме тивĕçнĕ. СХТЗ тракторпа 240 гектар /планпа/ сухаламалла пулсан вăл 726 гектар лаптăка пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Паттăр хĕрарăм ВДНХра та пулнă, медале тивĕçнĕ.
Татьяна Васильева 32 çамрăка тракторпа ĕçлеме вĕрентнĕ. Вĕсен шутĕнче унăн йăмăкĕ Агафья Васильевна та пулнă. Малтанхи çулсенче вăл «МК-1100» молотилкăпа вăй хунă. Кайран, аппăшĕ вĕрентнĕрен, трактора та алла илнĕ. 9 çул вĕсем иккĕшĕ пĕрле ĕçленĕ.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 40-50-мĕш çулĕсенче Татьяна Васильевна СХТЗ тракторпа тăрăшнă. Вăл пысăк, тимĕр урапаллă, кабинăсăр, тимĕр ларкăчлă пулнă. Ана урлă пĕрре каçсанах радиатора шыв яма тивнĕ. Çавăнпа та ана вĕçĕнче çĕрле те, кăнтăрла та хĕрарăмсем шыв витрисемпе кĕтсе тăнă. Çи-пуçĕ — çăпата та фуфайка, апачĕ — ыраш пăтти. Ун чухне ял ĕçченĕсене талăка 0,5 кг çăнăх валеçнĕ. Çимĕçĕ чылайрах пултăр тесе чавка пуç /клевер/ курăкне хушса чикан икерчи пĕçерсе çинĕ. Трактористсем çынсем патĕнче, ферма, хурал пÿрчĕсенче çывăрса пурăннă. Килĕсене эрни-эрнипе таврăнман.
Вăл вăхăтра трактора юсавлă ĕçлеттерме те çăмăл пулман. Поршень çийĕнсе пĕтсен çĕннине туянма Канаша кутамккапа кайнă. Вакун тамбурĕнче тăрса пынă, вырăнпа ларса каймашкăн укçа пулман. Юсамалли-туптамалли япаласене те кутамккапа йăтса районти МТСăн тимĕрçĕ лаççине çуран утнă. Пĕр енне кăна вунă çухрăм. Сухаланă чухне ака пуçне çĕклеме хальхи пек гидравлика меслечĕ пулман. Алă вĕççĕн, рычакпа /ăна яланах пĕрле илсе çÿренĕ/ йăтнă. Çамрăк ачасем плугарьте тăрăшнă.
Çапла, хамăр пурнăçа эпир хамăрах тăватпăр. Татьяна Васильевна «Хурçă ута» алла илнĕскер пенсие тухсан та чылай вăхăт машина-трактор паркĕнче слесарьте ĕçленĕ. Ку çеç çителĕксĕр-ха, вăл общество ĕçĕнче те яланах хастар пулнă. Пĕрре кăна мар ял канашĕнче, район, республика шайĕнче депутат тивĕçĕсене пурнăçланă. Чылай çул халăх сучĕн заседателĕ, республикăри профсоюз комитечĕн членĕ пулнă. 30 çул ялта штатра тăман пушар инспекторĕнче тăрăшнă. Пур çĕрте те яваплăха туйса ĕçленĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Елена МАКСИМОВА, Муркаш районĕнчи тури чăвашсен музейĕн ĕçченĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.