Арçын ачасем кукăль пĕçереççĕ, хĕр ачасем футболла выляççĕ

Хуран кукли — чăн-чăн чăваш апачĕ. Ăна мĕн ĕлĕкрен тăпăрчăпа симĕс суханран пĕçернĕ, çупа пуçса çинĕ… «Эткер» этнокультура лагерĕнче канакан ачасем иртнĕ ытларикун хуран кукли пĕçерсе çирĕç, мана та хăналарĕç.

Çав кун лагерьте наци кухнин кунĕ иртрĕ. Пĕрисем чустана çÿхеличчен йĕтĕрлерĕç, теприсем çаврашкасем касса кăларчĕç, виççĕмĕшсем çупрĕç. Çав вăхăтрах выляса илме те ĕлкĕрчĕç: пичĕсене çăнăхпа шуратрĕç, сăрмаларĕç. «Паян лагерьте индеецсен кунĕ, вĕсем çапла сăрланса çÿреççĕ. Каç валли номер хатĕрлемелле пирĕн. Акă грим пулчĕ те!» — тÿрре тухрĕç вĕсем. Кукăль çупас енĕпе арçын ачасем те хастар, ĕçрен нихăшĕ те пăрăнмарĕ. Хуран кукли пиçиччен футболла выляма та ĕлкĕрчĕç. «Пирĕн командăра выляма çын кирлĕ», — терĕ футболшăн каçăхса каякан Павел Ильгузин. Хĕр ачасем кăмăл пуррине пĕлтерчĕç. Кукăль çинчен мансах футболла выляма тухса чупрĕç. Вĕсем çак чаплă апата тутанмасăрах юлчĕç-ши тесе ан пăшăрханăр, кукăль пурин валли те çитрĕ, кăнтăр апатĕнче çимелĕх те юлчĕ. Хăшĕ-пĕри пĕрремĕш хут хуран кукли мĕн тути каланине пĕлчĕ. Хура çырлапа, çĕр улмипе хуран кукли пĕçернине каларĕç ачасем. Ăшне тем те тултарма пулать, анчах чăвашсемшĕн хуран кукли вăл — тăпăрчăпа хатĕрлени.

Кăçал «Эткер» Шупашкар районĕнче, «Золотой колос» ачасен сывлăхне çирĕплетмелли лагерьте, ĕçлет. Вăл вăрманта вырăнаçнăран сывлăш мĕн тери таса, тавралăх илемлĕ кунта! Лагерь çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнче уçăлчĕ. Унта Чăваш Енрен, Пушкăртстанран, Тутарстанран, Чĕмпĕр, Чулхула, Оренбург, Саратов, Тюмень облаçĕсенчен, Мускавран килнĕ 39 ача икĕ эрне канать, вĕсем тĕрлĕ ÿсĕмре: 4-10-мĕш классенче вĕренеççĕ. Лагере Шупашкарти Раççей Геройĕ Н.В. Смирнов ячĕллĕ 33-мĕш шкулăн учителĕ Ирина Диарова ертсе пырать, воспитателĕ — Çĕрпÿ районĕнчи Опытный шкулĕн учителĕ Татьяна Петровăпа Муркаш районĕнчи Калайкасси шкулĕн учителĕ Александр Степанов.

«Виççĕмĕш çул лагере ертсе пыратăп. Çакăнти пек пултаруллă ачасемпе ĕçлеме те çăмăл. 10 регионтан килнĕ вĕсем. Ун пекки нихăш çул та пулман. Пурте чăвашла ăнланаççĕ, калаçаççĕ. Кану программи питĕ пуян, кашни кунĕ кăсăклă иртет. Хамăрăн мероприятисемсĕр пуçне «Золотой колос» лагерĕнне те хутшăнатпăр», — терĕ Ирина Алексеевна.

Лагерь уçăлнă ятпа икĕ-виçĕ кунта ачасем «Кĕр сăри» ташă, «Чечеклен, Чăваш Ен!» юрă вĕреннĕ. Унсăр пуçне кашниех юрă хатĕрлесе, кĕввине çыртарса килнĕ. Çавăн пекех кашнин чăваш тумĕ пур. Ăна экскурсие кайнă чухне те тăхăннă ачасем. Ашшĕ-амăшĕсен кунĕ тĕлне те чаплă концерт лартнă. Лагерьти хаваслă кунсем вĕçленсе пыраççĕ. Смена хупăннă тĕле хатĕрленме тытăннă та ĕнтĕ. «Куславкка ташши», салтак юрри, «Ой садра, пахчара…» юрă вĕренеççĕ. Ăсталăх класĕ кăтартмашкăн Муркаш районĕнчи Катькассинчи «Çăлкуç» фольклор ушкăнĕ пысăк йышпа килнĕ. Арçын ачасем ура хуçсах ташланă ун чухне. «Чăваш юрри-ташшине кăна мар, вăййине те — лапталла — вĕрентетпĕр», — палăртрĕ Татьяна Николаевна.

«Ырă ир», «тавтапуç», «апачĕ тутлă пултăр», «ырă каç»… Çакăн йышши сăмахсемсĕр пурнăç çук, анчах ытларах чухне эпир вĕсене те вырăсла калатпăр. «Эткере» килнисем вара вĕсене чăвашла калама хăнăхнă. Килте те çак йăлана ан пăрахăçлатăрччĕ. Икĕ эрне сисĕнмесĕрех иртет. Ачасем çак хушăра тавра курăмĕпе аталанса, чунпа пуянланса таврăнасса шанас килет.

Лагерьте канакансен шухăш-кăмăлĕпе те паллашрăмăр.

Евелина Торгашова, Тутарстанри Теччĕ районĕ, Пухтел, 7-мĕш класс:

— Кунта килмешкĕн путевка парсан эпĕ çав тери хĕпĕртерĕм. Пултаруллă, маттур ачасемпе паллашма май пурри питĕ лайăх. Малтанах эпĕ вăтанаттăм, халĕ хăнăхрăм, нумайăшĕнпе туслашрăм. Пĕр-пĕринпе чăвашла калаçни килĕшет мана. Манăн анне те, асанне те тăван шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентеççĕ. Эпир класра та тантăшсемпе тăван чĕлхепе хутшăнатпăр. Пĕр кунхине Шупашкарти К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче «Ыйăх çухатнисем» /Н. Терентьев/ спектакль куртăмăр, артистсем ятарласа пирĕн валли кăнтăрла вылярĕç! Тата ку театрта тахçан пулса курăп-ха?

Яна Владимирова, Пушкăртстанри Давлекан районĕ, Чучĕ, 9-мĕш класс:

— Олимпиада-конкурсра çĕнтернĕ май эпĕ тахçанах кунта килме ĕмĕтленнĕччĕ. Лагерьте вожатăйсем лайăх, интереслĕ мероприятисем ирттереççĕ. Кашнинпе калаçатăп, çыннисем уçă кăмăллă. Пушкăртстанран эпир пурĕ 6 ача килнĕ. Унччен эпир пĕр-пĕрне палламан, кунта вара çывăх туслашрăмăр. Кайран та çыхăну тытăпăр.

Павел Ильгузин, Анат Кама, 5-мĕш класс:

— Манăн анне эпĕ вĕренекен шкулта чăваш чĕлхи вĕрентет. Эпĕ пĕрремĕш хут Шупашкарта пултăм. Мана экскурсире хула тăрăх туристсене турттаракан троллейбуспа çÿреме килĕшрĕ. Чÿречерен хула урамĕсемпе киленсе пытăмăр, чăваш тĕррин, наци музейĕсенче пултăмăр.

Галина Саванина, Комсомольски районĕ, Комсомольски, 9-мĕш класс:

— Эпĕ хальччен нимĕнле лагерьте те канса курманччĕ. Каникулсене кукамайăн ялĕнче ирттернĕ, унта супер-лагерь пулнă. Кунта чăвашла калаçма май пурришĕн питĕ савăнатăп. Эпĕ вырăс шкулĕнче вĕренетĕп, тутарсем те йышлă унта. Шкулта чăвашла калаçманпа пĕрех. Килте кăна тăван чĕлхепе хутшăнатпăр. Кунта вара пурте чăвашла ăнланаççĕ. Чăваш чĕлхи урокĕсенче час-часах Шуршăлти музей пирки калаçаттăмăр, анчах унта пулса курманччĕ. Акă çакă та пурнăçланчĕ. Кÿкеçри «Бичурин тата паянхи самана» музейре те пулса тĕнчипе паллă ученăй Никита Бичурин çинчен те нумай пĕлтĕмĕр. Чăвашран çавăн пек тĕлĕнмелле пултаруллă çынсем тухнишĕн пирĕн мăнаçланмалла.

Алина ИЗМАН.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.