«Арапуç кĕперĕ пĕрлештерчĕ...»

Акă вĕсем, çăкалăхпа чикĕленекен Патăрьел районĕнчи Кĕçĕн Арапуç пĕви урлă выртакан кĕпере ĕç хыççăн кашни каç такăрлатнă телейлĕ мăшăр. Хĕсметрен таврăннă Николай салтак кительне те хывман-ха, шурă халат тăхăннă вунсаккăрти Евдокия вара тин çеç хут уйăрттарнă мăшăрĕпе савнийĕпе тĕл пулнă пек кăна курнăçаять - ĕçлемелле, Тăван çĕршыва ура çине çĕклемелле...

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче тата ун хыççăн пурнăç тути-масине туйнă кашни çын çак йĕркесенче хăйĕн шăпине палласа илчĕ-тĕр, шелсĕр выçлăх çулĕсене те тÿснĕ, кăра вăкăрсене пăхăнтарса суха тунă, вăрман касса Атăл тăрăх ăсатнă... Анчах чунра чи ăшă туйăмсем валли вырăн хăварсассăн, пурнăçăн яланах тикĕс мар çулĕпе утма алă паракан пулсассăн темĕнле нушана та тÿссе ирттерме пулать. Çăкалăхра пурăнакан Кураковсем патĕнче пулса курнă хыççăн çакна татах та ытларах ĕненме тытăнатăн.

Арапуç кĕперĕпе тĕлпулăва çÿренисене вара паян та, утмăл çул иртсен, ăшă кулăпа аса илет телейлĕ мăшăр. Вĕсем салтак тивĕçне Калининград облаçĕнче пурнăçласа тин таврăннă Николай Шурутри /Комсомольски районĕ/ аппăшĕ патĕнче хăнара пулнă хыççăн пуçланнă. Яш кунтан тухма пĕлмен, ялти чипер хĕре Евдокийăна куç хывнă. Ытарайманнипех евчĕ янă. Шурă халатлă пикене ялта пурте килĕштернĕ. Яшсем кăна мар, ватти-вĕттипе ача-пăча та. «Пĕрре çапла шăллăмăн улттăри ачи чупса кĕчĕ те, «Альтюк аппа паян качча каять!» - тесе шавлама тытăнчĕ. Ун чухне туй-çуй пирки сăмах-юмах та пулман-ха, ача сăмахсем вара чăна килчĕç, çав кунах тенкисене шăнкăртаттарса туй арăмĕсем пырса кĕчĕç», - аса илет Евдокия Петровна чылай кĕтме тивнĕ телей пуçламăшне: мăшăр пĕрлешнĕ хыççăн та тÿрех пĕрле пурăнайман-ха. Николайăн çамрăк арăмĕ Нăрваш Шăхальте ĕçленĕ, унта çитсе çÿреме вара çăмăлах пулман. Шурутран вара чылай çывăхрах. Çамрăк кине упăшкин тăванĕсем тÿрех кăмăлланă. «Эх, Альтюк, мĕнле килме пĕлтĕн?!» - тенĕ Марье, мăшăрĕн аппăшĕ. Ун чухне чăваш çĕрĕсем çинче те трахома тĕлли-паллисĕр алхаснă, çын пурнăçне сарăмсăр татнă. Тухтăрсем вара çитмен. Хунямăшĕ ăна хăйне ачашшăн «кукамай» тесе чĕнме хушнă. Туйра Евдокия амăшĕн пилне илеймен, вăл вăрçă вăхăтĕнче йывăр чирлесе вилнĕ. «Ĕçрен таврăнтăм та, анне кăмака çинче юн сурса ларать. Вăл килĕрен çăм пуçтарса арлатчĕ, эпĕ çыхса тăраттăмччĕ. Юлашки мăшăр чăлхана çыхса пĕтернĕ çĕре аптăрарĕ. Çĕпĕр язви пулчĕ ку. Хусана самолетпа чи лайăх тухтăрсем патне леçесшĕнччĕ, анчах хирĕçлерĕ. Хăйсем килсе çитрĕç, никама та кĕртмерĕç. Темиçе кунран вилчĕ», - инкек ĕнер пулса иртнĕ пек ыратакан чунне хытарса каласа парать Альтюк аппа.

Больницăсенче ĕçленĕ хушăра пуртта пĕрре лартса вутă çурма та хăнăхса çитнĕ, çав вăхăтрах амбулаторире кунне вун-вун çынна пулăшма ĕлкĕрнĕ, каярах патронаж сестринче те ĕçленĕ Евдокия Петровна. Çакна хакласа ăна каярах «Ĕç ветеранĕ» ятпа чыслаççĕ.

Евдокия Нăрваш Шăхальте санитаркăра, мăшăрĕ Ишекри ялхуçалăхĕнче ĕçленĕ хушăрах Кураковсен аслă ывăлĕ çуралать. «Пире валли ăна Хĕл Мучи илсе килчĕ», - шÿтлет Альтюк аппа Владимир раштав уйăхĕн 31-мĕш каçхине çуралнине аса илсе. Мăшăр тинех пĕрле пурăнма тытăнать - Николай Кондратьевич арăмĕпе ачине хăйĕн тĕп килне илсе каять. Анчах та кунти çурт темиçе çемье валли ытла та тăвăр пулнă. Çапла вĕсем 1957 çулта Патăрьел районĕн Ишлĕ Шетмĕ вăрманĕ витĕр тухса Липовкăна пурăнма куçаççĕ. Кунта тăпăл-тăпăл çурт туянаççĕ. Евдокия Петровна тирпейлĕ тытнă укçине - çемье пурнăçне пуçламашкăн вăл чухах пулнă.

Николай Кондратьевич поселокри завода ĕçлеме вырнаçать. «Вăрçă хыççăн ялсенче лайăх лашасем юлманпа пĕрехчĕ. Вăкăрсене малтан вĕрентнĕ, кайран уя илсе тухнă. Çак выльăхпа ĕçлеме хăрушăччĕ, хăш-пĕр чух тытса чарма та май çукчĕ. Вĕсене Канашранах кÿрсе килнĕччĕ», - аса илет хĕрарăм. Ку ăру ачалăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин тертлĕ çулĕсемпе тĕл килнĕ. Çак вăхăтри ĕçри хастарлăхшăн Николай Кураков медале те тивĕçнĕ, кайран «Ĕç ветеранĕ» ята илнĕ. Çемьене ура çине тăратма лесопунктри пилорамăна ĕçе вырнаçнă. «Ылтăн алăллă ăста», - тенĕ ун пирки халăхра. Çурт хăпартмалла-и, çенĕк тумалла-и - пурте чÿрече рамисене тума унран пулăшу ыйтнă.

Çак вăхăтра кÿршĕри Смычка ялĕнче медсестра шыранă - опытлă Евдокийăна тÿрех унта илеççĕ. «Кĕтÿ хăваланă чухне ир-ирех тăраттăмăр та уй тăрăх çынсене сиплеме тухса утаттăмăр. Кунне виçĕ хут эмелленĕ. Унтан кăшт выртса каннă пек пулсан кăнтăрла тĕлне каллех çула тухнă. Кунне виçĕ хут çитнĕ чирлисем патне, - сÿтет Евдокия Петровна аса илÿ çăмхине. Чир ураран ÿкернисен ÿчĕсене те сĕтĕрме тивнĕ имшер те черчен хĕрарăмсен. - Трахома çава пек çулчĕ халăха…» Пăлапуç Пашьельте ĕçленĕ чухне те трахомăллă участока вăл кĕске вăхăтрах чиртен тасатнă. Çавăнпа та Йĕпреç тăрăхĕнчи виçĕ ял - Смычка, Малиновака тата Липовка - çыннисем çак муртан хăтăласса шанса йăнăшман. Вăрçă çулĕсенче окоп чавни те, вăкăра пăхăнтарни те, чирлĕ çынсене сĕтĕрни те чăваш хĕрарăмĕшĕн, хăй каланă тăрăх, чи йывăр ĕç пулман. Чи йывăрри - тăван ачана çухатни.

Тăваттăн çитĕннĕ вĕсем Кураковсен, тăваттăшĕ те ывăл - пăхаттирсем. Ялта Альтюк аппана пĕтĕм хĕрарăм ăмсанса тăнă.

- Ачасем çинчен вара пирĕн каламалăх пур. Эпĕ, килти пĕччен хĕрарăм, çурта нихăçан та пăрахса хăварма хăраман, ĕçрен таврăннă çĕре савăт-сапа та, урай та, кĕпе-йĕм те тап-таса пулнă, - тет телейлĕ амăшĕ. - Ĕçе алăран туртса илетчĕç.

- Шкул пухăвĕсенче мухтатчĕç, лайăх вĕреннĕшĕн комисси ларăвĕн членне те суйлатчĕç, - ывăлĕсемпе мăнаçланать Николай Кондратьевич та.

- Аслин вĕренме кайма вăхăт çитсен тракториста ярасшăн пултăмăр. Суха тăвакан кирлĕ, çурхи ĕçсем кÿршĕсенчен кая юлса пыратчĕç.

Ывăлĕсем тракториста, чăн та, вĕреннĕ. Çулĕсем çитсен тракторист кăна мар, уй карапĕпе çÿрекен те пулнă вĕсен йышĕнчен. Анчах та тракторист-комбайнер профессине алла илни вĕсене аслă пĕлÿллĕ пулма чăрмантарман. Пурте ашшĕ-амăшĕ пекех çирĕп çемье çавăрнă. Анчах та темиçе çул каялла вĕсен килне хăрушă инкек пырса кĕнĕ, йывăр чир ывăлĕн Анатолин пурнăçне сарăмсăр татать. Халĕ ватăсене унăн мăшăрĕ тата мăнукĕ пăхаççĕ. Çăкалăхра пурăнакан Леонидăн çемйи те пулăшсах тăрать.

- Мĕнле килĕштерсе пурăнтăр çак вăхăт хушши? - 60 çул пĕрле шăкăл-шăкăл ĕмĕрленин вăрттăнлăхĕпе кăсăкланмасăр тÿсеймерĕмĕр эпир. Николай ĕçлесе илнĕ укçине пĕтĕмпех мăшăрне парса тăнă, мĕн пуррине пĕрле пайланă. «Пĕр алăра тытăннă пурнăç» теççĕ вĕсем хăйсен кун-çулĕ пирки. Çак кунсенче кил-йыш тăхăр мăнукĕпе кĕрекене пуçтарăнать. Кураковсем бриллиант туя паллă тăваççĕ.

 

Виктория ВЫШИНСКАЯ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.