- Чăвашла верси
- Русская версия
«Арăмĕ çухалса ç\ресен те каçаратчĕ»
«Володя ачисене аллинчен çавăтса садике лăхатчĕ, таса çÿрететчĕ. Конкурссене хутшăнмалла тăк йăлтах туса паратчĕ. Кил-çурчĕ лайăх, çуркунне вĕсем унта юсав ĕçĕсем ирттерчĕç», — çапла аса илчĕç Елчĕк районĕнчи Кĕçĕн Таяпа çыннисем Владимир Некрасова. Апла мĕн çитмен çав хĕрарăма? «Арçын, юрату, — пĕр саслăн хуравларĕç вĕсем. — Атя, каласа парăр». «Эпир каламасăрах ялĕпех пĕлеççĕ», — Володьăн тăванĕсем ассăн сывларĕç.
Ял историйĕнче пулман
Кăçалхи çĕртме уйăхĕн 7-мĕшĕнче Некрасовсен килĕнче питĕ пысăк хуйхă пулнă. Çичĕ пĕртăванран пĕри, 39 çулти Володя, хăйĕн çине алă хунă. Вăй питти арçын, икĕ ача ашшĕ, хăрушă çак утăма мĕншĕн тунине тăванĕсем чухлаççĕ. Володьăна юлашки çула ăсатсан вĕсем кĕпе-йĕм çумалли машина çывăхĕнче пĕчĕк хут татăкĕ тупнă. «Володя çырса хăварнă ăна. «Йăлтах Настя Михеева айăплă», — тенĕ унта», — шăллĕне çухатнăскерсем пĕтĕмпех каласа кăтартма хăват çитерчĕç. Ку — Настьăн хĕр чухнехи хушамачĕ.
«Володя Настьăран 13 çул аслăрахчĕ. Шăллăм ялти культура çуртĕнче культорганизаторта ĕçленĕ чухне паллашнă вĕсем. Малтан Настя Патăрьел районĕнчи Алманчăра пурăннă. Кайран амăшĕ упăшкине пăрахса Аслă Таяпана куçса килнĕ, арçын тупнă терĕç. Настя малтан ашшĕ патĕнчех юлнă-ха, пурăна киле амăшĕ çумне килнĕ. Аслă Таяпапа пирĕн яла пысăк çырма çеç уйăрса тăрать. Çавăн чухне клуба çÿреме пуçланă пуль ĕнтĕ вăл. Настя шкулта лайăх вĕренменнине илтнĕччĕ, çавăнпа Володьăна унпа калаçтарасшăн марччĕ эпĕ. Мана итлемерĕç. «Эппин, авлантăрах», — терĕм. Чаплă туй туса пачĕç. Пĕртăвансенчен нихăшĕн те унашкал туй пулман пирĕн. Кĕçех вĕсен ача çуралчĕ. Çакăн хыççăн вăл çухалса çÿреме пуçларĕ», — иртнине аса илсе калаçрĕ Володьăн аппăшĕ. «Амăшĕ патне Аслă Таяпана каятчĕ. Иккĕмĕш ачи Володьăран пулманни пирки ялта сас-хура çÿрерĕ: Некрасовсем пек мар, çÿçĕ кăтра…» — калаçăва хутшăнчĕç ял тăрăхĕн администрацине килнĕ çынсем.
«Апла пулин те Володя иккĕмĕш ывăлне «манăн мар» тесе курман. Ăна ытларах та пăхатчĕ пулĕ. Вăрçăнса кайсан Настя Володьăна япали-качки Аслă Таяпана илсе кайрĕ. Аннен укçине пайтах вăрланă вăл. Аттепе /вăл ун чухне пурăнатчĕ/ анне пенси илетчĕç, Надя йăмăкăм — инвалид, ăна та тÿлетчĕç. Пĕтĕм укçа Настя аллине лекетчĕ. Лайăх пурăннă вăл. Пĕр кун та ĕçлесе курман. Килте нихăçан та урай çуман вăл. Володя культура çуртĕнче ĕçлетчĕ — унтан пăрахтарчĕ. Ялти кĕтÿçе вырнаçрĕ. Унта та кайма чарчĕ. Хăйсем иккĕшĕ ял тăрăх кĕтÿç укçине пуçтарма тухатчĕç-ха. Мĕн чухлĕ укçа килте — вĕсем парăмра. Халь те тÿлесе пĕтерейместпĕр. Аппа ялти лавккара ĕçлет, унти парăмсене хамăр саплаштартăмăр ĕнтĕ. Виле пытарнă чухне килте пĕр пус укçа та çукчĕ.
Вĕсем ултă çул пĕрле пурăнчĕç. Настя час-часах çухалса çÿретчĕ. Володя яланах каçаратчĕ. Шăллăма хамăр та вăрçаттăмăр. Кăçалхи Çĕнĕ çул каçхине те Настя килте пулман. «Ачасене лайăх пăх. Ÿссен вĕсене хамах ăнлантарăп», — Настя çапла çырса хăварнине Володя ял тăрăхĕн администрацинчи çынсене те кăтартнă. Хăйĕн çине алă хунă кун ирех тăнă вăл. Ирхи 4 сехетрех пахчара çум çумланине касри çынсем курнă. Кунĕпех ĕçленĕ вăл. Инкек пуличчен маларах та Настя çухалса çÿрерĕ. Çав кун арăмĕпе иккĕшĕ хирĕçнĕ ахăртнех. Настя Володя ачисене хĕнет тесе 112 номерпе шăнкăравланă терĕç. Вĕсем патне унтан çийĕнчех çитнĕ. Настя участковăйпе пĕрле следователь патне кайнă. Унтан таврăнсан вăл Володьăна темĕн те пĕр каласа хăратнă пуль ĕнтĕ. Шăллăм экспертиза пĕтĕмлетĕвне пĕлме ĕлкĕреймерĕ… Килнĕ хут çине ачасен алли çинче кăвак вырăн мĕншĕн пулнине ăнланмалла çырнă: вĕсене икĕ енчен тытса кашни хăйĕн патнелле туртнă. Настя ачисене Аслă Таяпана илсе каясшăн пулнă, Володьăн ярас килмен.
Çав кунхине Вăрнарта пурăнакан аппа Настя патне каçхи 8 сехетре шăнкăравланă. Володя телефона мĕншĕн тытманни пирки ыйтсан лешĕ лăпкăн, ним пулман пек каланă: «Тытас килмест пуль. Çакăнатăп тесе тухса кайрĕ те вăл». Çакна вара кайран пĕлтĕмĕр: Настя Елчĕкри савнине Володя вилни пирки 19 сехетрех шăнкăравласа каланă. Пирĕн пата усал хыпар 21 сехетре çитрĕ. Полици ĕçченĕсем килчĕç, çынсем пухăнчĕç. Настя Володьăн виллине мĕнле курайман-ха? Ку пирĕншĕн — ăнланманлăх. Шыранă пек тунă пуль. Вăл вĕрене кĕлетри алăк хăлăпĕнчен çыхнă, ларнă çĕртех сывлама чарăннă. Вилене çав каçах пÿрте илсе кĕмерĕмĕр. Настя амăшне чĕнсе илчĕ. Вăл унтах çĕр каçрĕ. Виле чухне çапла çывăрма пулать-и вара? Чÿрече каррине ирхине те уçманнине çынсем асăрханă. Кайран масар çинче вĕсене халăх çисе яратчĕ, çавна пулах ыттисенчен малтан тухса тарчĕç. Киле кĕмесĕрех Аслă Таяпана вĕçтернĕ вĕсем. Масар çинчен таврăнсан ларса калаçăпăр тенĕччĕ хăть. Володьăна пытарсан анне пĕтсех кайрĕ.
Володя Настьăран нарăс уйăхĕнчех уйрăлнине пĕлтĕмĕр. 40 кунхи те çитмерĕ — Настя япаласене сĕтĕрме пуçларĕ. «Пирĕн тахçанхи телевизор çĕмĕрĕлнĕ. Ачасем курасшăн, ыйтаççĕ», — тесен хирĕçлемерĕмĕр — илсе кайтăр. Унтан хăйĕн ячĕпе кредит илсе туяннă скутерĕ патне пычĕ. Укçине хăй тÿлемен пулсан та — пире кирлĕ мар. Кредитне парса татман, хăйĕнех тÿлемелле. 40 кунхине асăнма килмерĕ, ял-йышпа пĕрле сĕтел хушшине лартăмăр.
Настя пропискăра кунтах. Пĕр уйăхра хăех тухса кайма шантарчĕ. Сас-хура çук-ха. «Зоя аппа мана судпа кăларса яратăп тенĕ вĕт. Кăларса ятăр», — тет халь. Эпĕ судпа кăларса ярасси пирки каламан. Ун чухне Настя хăй те пурччĕ. Следователь хăйĕн ирĕкĕпе каймасан суд урлă пропискăран кăларма май пуррине систерчĕ. Мĕн тесе пирĕн çав хĕрарăма хамăр патра пропискăра тытмалла? Эпир ачисене мар, Настьăна унтан кăларасшăн. Володя вилес умĕн çырнă хута адвоката кăтартрăмăр. Хальлĕхе унпа мĕн тумаллине пĕлместпĕр. Уголовлă ĕç пуçарман. «А мĕн, вăл хăй вилнĕ тесе пĕтĕмлетнĕ вĕт», — терĕ Настя. Вăл пĕлет, эпир — çук. Следовательтен кайран кун пирки ыйтрăмăр. Чăнах та иккен.
Аслă ывăлĕ аллине хуçнине çынсенчен илтрĕм. «Димăн аллине мĕн турăн?» — терĕм Настьăна курсан. «А-а-а, чавси çине кун пек тăрăнчĕ те…» — ним пулман пек каларĕ вăл. «Пирĕн патра алли саланса каймаллах ÿкмен вĕт нихăçан та», — терĕм. «Мĕн ĕнтĕ вăл? Икĕ спица кăна чикнĕ вĕт. Ăна илсен садике кайма юрать терĕç», — каллех лăпкăн хуравларĕ вăл. Епле икĕ спица кăна? 5-ри ачана! Хăйĕн ыратмасть те ун. Хăшĕ-пĕрне ял халăхĕ пирĕнтен лайăх пĕлет», — Володьăн аппăшне илтсе çынсем калаçăва малалла тăсрĕç:
«Ара, Настя Елчĕкри Мартыновăн сăнÿкерчĕкне Интернетри соцсете кăларса хунă та «Хамăн çемьене юрататăп» тесе çырнă. Лешĕ пĕр ачине, Димăна, ыталаса ларать. И-и-и, Настя туха-туха кайсан Володя ăна мĕн чуль шыраман пуль? Таçта та çитнĕ».
«Эпир вĕсем патне ытлах кайса çÿремен. Атя, хăйсенне хăйсем пĕлччĕр терĕмĕр. «Татах тухса кайнă», — тетчĕ те шăллăм хамăн шухăша калаттăм: «Хăвах кĕртетĕн вĕт-ха. Халь мĕн тертленетĕн? Мĕн йĕрсе çÿретĕн?» Халь те лăпланайман-ха эпир. Кун пекки ниçта та, ял историйĕнче те, пулман. Дима киле каяссишĕн макăрнине çынсем каласа кăтартрĕç. Настя вĕсене пăхаймасан ача çуртне ямăпăр, хамăрах ÿстерĕпĕр», — ассăн сывласа калаçăвне вĕçлерĕ Володьăн аппăшĕ.
«Вилнĕ кунах
кăларса ячĕç»
Настя Аслă Таяпара амăшĕ патĕнче пурăнать. Унпа курнăçас тесе вĕсем патне çитрĕмĕр. Шел, Настьăпа калаçма май килмерĕ — Елчĕке кайнă-мĕн. Килте амăшĕ çеçчĕ. Вăл хĕрĕпе курнăçтарасшăн марри сисенчĕ. «Хăть эпĕ калатăп, хăть вăл. Ун пирки хĕрĕме аса илтермелле мар. Пирĕншĕн ку — пысăк çухату, Настя кулянать», — пулчĕ унăн сăмахĕ.
«Вилнĕ кунах кăларса ячĕç, — малалла калаçрĕ Тамара. — Хăваларĕç. Эпĕ те пулнă унта. Хама та чышса ячĕç. Пытарма кайрăмăр. Тăран айккинче, мĕн тумалла? Пытариччен хăть тăрар терĕмĕр. Кайран килтĕмĕр. Кунта мĕн тума килнĕ тесе хама та хăваларĕç.
Ачисем хамăрпах халь. Настя хăй те пирĕн патра. Ăçта каймалла вара унăн? Э-э, сире Настя тухса кайни пирки каланă иккен. Тухса кайнă, килнĕ вĕсем. Кĕрÿпе иккĕшĕ лайăхах пурăннă, пĕр-пĕрне юратнă. Аппăшĕсем хушша-хуппа кĕнĕрен çапла пулса тухрĕ. Кĕрÿ аппăшĕсенчен иртеймен. Вăл начар пулман, питĕ лайăх çынччĕ. Настя тухса кайнине, килнине пĕлнĕ вĕт вăл. Пăсса тăрсан ăçта тăмалла? Хăвалаççĕ кашнинчех. Володя вилнĕ кунхине кăларса ячĕç те. Усал йытта та йăвинчен хăваламаççĕ.
Настьăна вĕсем патĕнчен пропискăран кăлармастăп. Мĕн тума кăлармалла? Унăн икĕ ачи те — кĕрÿрен. Вара мĕн — уйрăлнă? Çавах пропискăран кăлармастпăр. Вĕсен пайсем çук-им унта? Пур.
Ачасене ахальтен экспертизăна илсе каймаççĕ. Мĕнле ан палăртчăр вара хĕнемен тесе? Вăт уголовлă ĕçе каймалла тенĕ чухне вилчĕ те вăл. Володя çырса хăварнă çырăвне мĕншĕн малтан вулаттармарĕç вара? Тем те калама пултараççĕ вĕсем. Кăтарт тесен те мĕншĕн вулаттармарĕç? Ыйтнă вĕсенчен. Вçо, урăх нимĕн те каламастăп. Мĕн пĕлнине каларăм. Виле кунхине çынна никам та кăларса ямасть», — çапла каласа Тамара урам алăкне хупрĕ.
Володя Некрасов çемье çавăрсан, ача-пăча çуралсан питĕ савăннă. Ывăлĕсене шутсăр юратнă вăл. Пурнăç тăвассишĕнех тăрăшнă: ĕне сума та, япала çума та ÿркенмен. Эппин, чăнах та, мĕн çитмен хĕрарăма? Хуравĕ халь тин тупăнсан та Володьăна тавăраймăн…
Ирина АЛЕКСЕЕВА.
Комментари хушас