Аппа юратăвĕшĕн – тÿле!
6 Oct, 2015 | Пулса иртни

16 çулти çамрăка преступлени тунă чух полици алăранах ярса тытнă. Çакскер хăйĕнчен аслăрах çамрăкран ирĕксĕрлесе укçа ыйтнă.

Каччă хăйĕн аппăшĕпе туслă 19 çулти çамрăкпа курнăçнă. Аппăшĕн юратăвĕшĕн укçа тÿлемелле иккен. Кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен кÿнĕ сиене саплаштарма - 2 пин тенкĕ. Çийĕнчен вăл хайхи йĕкĕтĕн пурнăçĕнчи вăрттăн самантсем çинчен ыттисене пĕлтерессипе хăратнă. Унпа Интернетри социаллă сеть урлă çыхăнсан та укçа пама хистенĕ. Курнăçнă май хăй унран виçĕ çул кĕçĕнреххине пăхмасăр хайхи çамрăк çине алă çĕклеме те именмен, юлашки тĕлпулура унран 2 пин тенкĕ туртса илнĕ. Çав самантра ăна полици сотрудникĕсем тытса чарнă.

Ача вăййи пек туйăннă пуль те - право хуралĕн органĕсем унăн хăтланăвне Уголовлă кодексăн 163 статйин 2-мĕш пайĕпе /вăйпа усă курса укçа ыйтни/ хакланă. Суд аппăшĕн юратăвне сутлăха кăларнăскере çулталăклăха условнăй майпа ирĕклĕхсĕр хăварнă.

К.АНТОНОВ

К.АНТОНОВ