АПК ветеранне – сумлă награда

19 Раштав, 2016

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян Чăваш наци библиотекинче патшалăхпа общество деятельне, пултарулăхĕпе, пуçаруллă ĕçĕпе халăхра ырă ят-сум çĕнсе илнĕ Петр Васильевич Ивантаева 75 çул тултарнă май «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденпа чысларĕ.

Михаил Васильевич унăн тăван республика аталанăвĕшĕн пурнăçланă пĕлтерĕшлĕ ĕçне пысăка хурса хакларĕ.

П.Ивантаевăн биографийĕ пуян. Вăл 1941 çулхи раштав уйăхĕн 19-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Сорăм ялĕнче çуралнă. Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче /1964/, Чулхулари партин аслă шкулĕнче /1979/, Мускаври патшалăх социаллă университетĕнче /1966/ вĕреннĕ. Ахаль агрономран ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш заместительне çитнĕ. «Хисеп Палли» ордена, ытти наградăна тивĕçнĕ. Вăл — Хĕрлĕ Чутай районĕн Хисеплĕ гражданинĕ.

П.Ивантаев тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те яланах халăх хушшинче. Халĕ — ЧР Агропромышленноç комплексĕн ветеранĕсен канашĕн председателĕ.

В.ВАСИЛЬЕВ.