Апаш патĕнче çапла пулнă

24 Раштав, 2014

Инкек ытларикун каçхине 17 сехет çурă тĕлнелле М-7 автотрассăн 662-мĕш километрĕнче пулнă. Шупашкар районĕнчи Апаш ялĕ тĕлĕнче харăсах 7 транспорт хатĕрĕ аварие лекнĕ.

Çав шутра - темиçе автофургон, пассажирсене илсе çÿрекен автобус тата çăмăл машинăсем. ЧР ШĔМĕн патшалăх автоинспекцийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх - КАВЗ автобус водителĕ умри транспорт хатĕрĕ хушшинчи дистанцие пăхăнмасăр пынă, çавна май DAF тягачран çаклатнă автопуйăс çине пырса кĕнĕ /»За рулем» автофорум сăнÿкерчĕкĕнче/. Юр вăйлă çурĕ вĕт, çул та юрпа витĕннĕ - тен, çавăнпа та тÿрех чарăнса ĕлкĕреймен пуль...

Ку аварие пула çулăн çак сыпăкĕнче тата 5 автомобиль пĕр-пĕрин çине пырса кĕнĕ. Трассăн Шупашкаралла килекен енĕ темиçе сехетлĕхе хупăннă. Автоинспекци сотрудникĕсен ытти машинăна çулăн транспорт хирĕç килекен енĕпе яма тивнĕ. Телее, çак вырăнта çул сарлака та - транспорт юхăмĕшĕн темле пысăк чăрмав тухса тăман.

Шел, автобус умри фургон çине шăпах водитель ларакан енĕпе пырса кĕнĕ те - вăл вырăнтах вилнĕ, çавăн пекех 3 пассажир суранланнă. Малтанлăха палăртнă тăрăх - автобуспа Çĕрпÿри аграрипе технологи техникумĕн ĕçченĕсем Шупашкара концерта кайма тухнă. Вĕсене унта çитме пÿрмен...

Н.КОНОВАЛОВ

na-svyazi.ru сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: