«Апачĕ тутлă пултăр» тени тÿрре тухать-и?

23 Юпа, 2015

Сывлăха сиенлемен йÿнĕ апат шыраса çула тухрăмăр

Кирек мĕнле ыйтăва мĕнлерех татса панине пĕлес тесен пĕр ÿркенмесĕр вырăна çитсе тĕпчемелле. Çак шухăшпа авăрланса республикăри массăллă информаци тĕрлĕ хатĕрĕнче тăрăшакан журналистсен ушкăнĕ ЧР Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствин яваплă çыннисемпе пĕрле черетлĕ пресс-тура тухрĕ. Çул çитмен ачасене шкулчченхи тата пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисенче мĕнле апатлантарни кăсăклантарать пире: столовăйсенче хатĕрлекен апатăн пахалăхĕ, хакĕ, менюра мĕнле блюдăсем пулни, апатри калори çителĕклĕхĕ, çамрăк организма витаминсемпе тивĕçтереççĕ-и, блюдăсен техĕмлĕхне сыхласа хăвармалли майсене еплерех йĕркелени тата ытти те. Вĕренÿ тытăмĕнчи организацисем çĕршыври санкцисен тапхăрне еплерех чăтса ирттереççĕ - ку темăран та пăрăнса иртме çук.

Шкулсемпе ача сачĕсенчи апатлану çинчен калаçăва чи малтан çакна палăртнинчен пуçламалла пулĕ: 2012 çулта шкулсен столовăйĕсене тĕпрен çĕнетме тытăннă. Çавна май Чăваш Енри 220 шкула /47 процент/ хальхи йышши технологиллĕ оборудованипе тивĕçтернĕ, апатлану вырăнĕсенчи сĕтел-пукана çĕннипе улăштарнă /наци культуринчи йăлана кĕнĕ сарă тата хĕрлĕ тĕссемпе усă курса илемлетнĕскерсене чылай ашшĕ-амăшĕ асăрханă-тăр/. Паянхи кун тĕлне апатланнăшăн тĕрлĕ муниципалитетри тĕрлĕ шкулта тÿлевĕ тĕрлĕ: ирхи апатшăн тăкаклакан укçа виçи 7 тенкĕрен тытăнса 27 тенкĕ таран, кăнтăрлахи апат - 27-47 тенкĕ. Вулакана тÿрех çакнашкал ыйту канăçсăрлантарĕ: мĕншĕн пĕр республикăрах хаксем тĕрлĕрен? Хурава ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов сăмахĕнче шырăпăр: «Хăшпĕр шкул, пĕлетĕр ĕнтĕ, вăл е ку пахчаçимĕçпе улма-çырлана хăй çитĕнтерет, çав çимĕçсемпе вĕренÿ çулĕ тăршшĕнче ачасене апатлантарнă май усă курать. Çакă укçа-тенке перекетлеме май парать те. Харпăр хăйĕн çĕрĕ çинче ачасем тăрмашнипе çитĕннĕ пуянлăх - темрен паха». Министр урăхла сăлтав пулмалла мар тесе ĕнентересшĕн-ха - çапах та хальхи вăхăтра шкул апатланăвне йĕркелессине предпринимательсене явăçтарнин, вĕсен вара конкурентлăха çĕнтерес тĕллевпе «выляса илме» пулăшакан тĕрлĕ çул-йĕр шыранин витĕмĕ те пурах-тăр.

«Космонавт пек çирĕп çитĕнччĕр»

Хамăр тĕрĕслеве Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăлти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулран пуçларăмăр. Эпир пырса çитрĕмĕр кăна - столовăйне кĕçĕн классем ирхи апата килчĕç. Çемçен кăна пиçнĕ рис пăттине, улма-çырла пылак кĕселне, банана кашниех кăмăлласа астиврĕ. Турилккесем, стакансем туххăмрах пушанчĕç. Савăт-сапа çăвакан машина çывăхĕнчи /ăна апатланушăн яваплă Александр Иванов предприниматель хăех нумаях пулмасть туяннă/ апат юлашкисене пухмалли савăт нимĕн чухлĕ те тулмарĕ.

Александр Петрович хальлĕхе районти виçĕ шкула апатлантару ыйтăвĕпе тивĕçтерсе тăрать. Ирхи /16 тенкĕ таран/ тата кăнтăрлахи /42 тенкĕрен ытлашши мар/ апатсăр пуçне уроксем хыççăн вĕренĕве тăсакансем валли «кахал» апатне йĕркеленĕ кунта. Çирĕплетнĕ хаксен картĕнчен тухмасăр ĕçлеме йывăр пулнине йышăнчĕ пулин те çамрăк предприниматель лару-тăруран тухма тăрăшнине палăртрĕ:

- СанПинпа килĕшÿллĕн ачасен рационне улма-çырла кĕртмеллех. Панулми, груша, банан ку яхăнта самай хакланни пире ура хурать, паллах. Кунашкал кĕтменлĕхсем кирек мĕнле çимĕç тĕлĕшпе те сиксе тухма пултараççĕ, çавăнпа поставщиксемпе нумай вăхăта тăсăлакан килĕшÿсем тумаллине ăнланса илтĕмĕр. Кун пек майпа ĕçлес тесен управсем йĕркелес ыйту çивĕчленет. Пахчаçимĕçе хальхи вăхăтра туса илекенсен нÿхрепĕсенчех упрасси пирки калаçса татăлатпăр. Хăшпĕр çимĕçе /аш-какай, сĕт-çу, тăпăрчă т.ыт.те/ столовăйĕнче упрассине лайăхлатас тĕллевпе çĕнĕ пысăк холодильник туянтăмăр.

Шкул директорĕ Елена Егорова столовăйĕнчи апата куллен бракираж комиссийĕ тĕрĕслени çинчен каларĕ. Предпринимательпе шкул ертÿлĕхĕ кирек мĕнле ыйтупа та пĕр чĕлхе çăмăллăнах тупни калаçура аван сисĕнчĕ. Сăмах май, коллективри 171 ачаран 9-шне апатлантарас енĕпе çăмăллăхсем кÿнĕ. Муниципалитет çирĕплетнĕ хак таран вĕсем тÿлевсĕр çиеççĕ, урăхла апат та астивме кăмăл пулсан - «тăрришĕн» хăйсен кĕсйине çÿхетеççĕ.

Çитĕнекен организмшăн Роспотребнадзор çирĕплетнĕ менюра сиенлĕ апат çук. Ачасен хушшинче аллергипе аптăракансем пулма пултарасса шута илсе тĕп блюдăсене суйламалăх хатĕрлеççĕ. Çакăн валли Галина Иванова технологăн, Сĕнтĕрвăрри гимназийĕн столовăйĕнче нумай çул ĕçленĕ поварăн, опыт çителĕклех. «Космонавт çуралнă тăрăхра ачасем çирĕп сывлăхлă çитĕнччĕр», - çак шухăша тĕпе хурса пурнăçлать те вăл хăйĕн кулленхи тивĕçне.

Пепкисене пире шанса параççĕ-тĕк...

Эпир халь хускатнă ыйтусене Сĕнтĕрвăрри хулинче шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕсенче еплерех татса панипе кăсăкланса çĕнех мар «Рябинка» садике çитрĕмĕр. Унăн ертÿçи Татьяна Луцик, çак тытăмра чĕрĕк ĕмĕр вăй хуракан пăрчăкан пек вăр-вар хĕрарăм, пире садик ачисен кухнин хăйнеевĕрлĕхне самантрах уçса пачĕ.

- Пирĕн - «хупă» пищеблок. Йăлтах хамăрăн поварсем хатĕрлеççĕ, тин пиçнĕ апата тÿрех сĕтел çине лартатпăр. Çакă техĕмлĕхе ытларах сыхласа хăварма май парать. Кунне 4 хутчен çитеретпĕр, кулленхи вăтам хак 66 тенкĕпе танлашать. 10 кунлăх çирĕплетнĕ менюран пăрăнмастпăр, кирлĕ пулакан çимĕçе вăхăтра кÿрсе тăратпăр. Сертификатлă тавара кăна йышăнатпăр. Пахчаçимĕçе уйран тÿрех хамăрăн управсене хурассине йăлана кĕртнĕ, - ĕçе йĕркеленипе паллаштарчĕ Татьяна Георгиевна.

Асăннă садикре хальхи вăхăтра ачасене çулталăк çурăранах йышăнаççĕ. Çавна май чи кĕçĕннисене чылай апата авăртса параççĕ. Хамăр тăрăхра ÿснĕ апатпа тăрантарассине тĕпе хурса ĕçлеççĕ кунта. Наци апатне те манмаççĕ. Акă, çуллахи вăхăтра хăйсен çĕрĕ çинчех ÿстернĕ /ку ĕçе аслăрах ÿсĕмри ачасене те явăçтараççĕ/ ешĕл çимĕçпе усă курса хуран кукли пĕçереççĕ.

- Пулă, пăру ашĕ паян ытла та хаклă-çке. Рационра çителĕклех тесе нивушлĕ çирĕп­летеетĕр? - ыйтрăмăр садик ертÿçинчен.

- Тĕрĕс, хаклă. Çапах вĕсене никам та списокран кăларман. Чăн та, аш-какайран хатĕрленĕ блюдăсене сыснан çусăр какайне те, чăх филине те хутăштарма тивет. Пурăнас килсен çаврăнăçуллă пулмалла теççĕ. Пире ашшĕ-амăшĕ пепкисене шанса парать-тĕк астусах тăмалла: темле пулсан та сиен кÿмелле мар. Сывлăх енчен хавшакраххисемпе пушшех тимлĕ пулма тивет. Пĕчĕк чухнех организм аманса юлсан... - терĕ те Татьяна Георгиевна чÿречерен урамалла пăхса илчĕ. Унта вара чи кĕçĕн ушкăнри ытармалла мар ачасем уçăлса çÿретчĕç.

«Кахал» апачĕшĕн - 5 тенкĕ те 50 пус

Çакăн пек хак паянхи кун пур тесен - никам ĕненмĕ. Эпир те ĕненмерĕмĕр. Çĕнĕ Шупашкарти 3-мĕш шкул столовăйĕнче октябрĕн 20-мĕшĕ валли /шăпах çав кун пулнăччĕ эпир унта/ хатĕрленĕ меню хутне алла тыттариччен. «Кахал» апатне купăстапа çăмартаран хатĕрленĕ вĕтĕ кукăль тата улма-çырла кĕселĕ кĕртнĕ. Кăнтăр апачĕ валли - суйламалăх темиçе тĕрлĕ салат, чăх какайĕнчен хатĕрленĕ катлет, тÿнĕ çĕрулми, яшка, сосиска хурса пĕçернĕ хăпарту, чей. Хакĕ - 40 тенкĕ. Çакнашкал апатшăн «хаклă» тесе ÿпкелекен те пур-ши?

Çĕнĕ Шупашкарăн кивĕ кварталĕсенчен пĕринче вырнаçнă шкула, асăннă хулари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тата апатланупа 11 организацие «Шкул апатланăвĕн фабрики» тулли мар яваплă пĕрлешÿ тивĕçтерсе тăрать. Унăн ертÿçин çумĕ Марина Михеева каланă тăрăх- пĕр кунта пурин те - пĕр меню.

- Паллах, хĕле хирĕç улма-çырла татах хакланĕ. Хаксене кун пек шайрах хăварма май килĕ-и? - пур шкул ачин ашшĕ-амăшне хумхантаракан ыйтăва памасăр чăтаймарăмăр.

- Хаксене республикăри вĕренÿ ведомстви чикĕлет. Енчен те вĕсене ÿстермесен витаминсемпе, минераллă япаласемпе тивĕçтерме йывăртарах пулĕ. Ачасен сывлăхĕ çинче перекетлеме юраманнине ашшĕ-амăшĕ ăнланатех пуль тетпĕр, - терĕ кун пирки Марина Витальевна.

Спутник хулари пĕрремĕш садик - çĕннисен йышĕнчен. Пĕр кĕрсен ăçтан тухмаллине тÿрех тавçăрса та илеймĕн - çав тери капмар! Акă, Оксана Юрина хăйĕн ывăлне Артема маларах илсе каяс шухăшпа килнĕ. Арçын ача сахăр диабечĕпе чирлет иккен. Ун валли кунта уйрăм апат хатĕрлеççĕ. Çакăншăн амăшĕ садик ертÿлĕхне, поварсене тав тăвать. Аслă ушкăна çÿрекен ывăлĕ апата юратса çини, килте те садикри пек блюдăсем хатĕрлеме ыйтни савăнтарать Оксанăна.

Ача-пăча апатланăвĕ çитĕнекен ăрăвăн сывă пурнăç йĕркине хăнăхмалли никĕс пулнине пурте ăнланатпăр. Анăçри çĕршывсене евĕрлес мода хыççăн кайса хамăрăн ачасене хырăма фастфудпа улталама парас марччĕ. Мĕн пытармалли: республикăри кашни шкул е садик апатлану ыйтăвне эпир çитсе курнă организацисенчи пек ăнăçлă йĕркелесе пырас пулсан ачасем чипс, кириешка е тата пепси-кола енне çаврăнса та пăхмĕччĕç-и? Çапах та ырă тĕслĕхсем çинчен вуласа пĕлнĕ хыççăн, тен, халиччен «апатшăн хыпса çунман» ертÿçĕсем те хăйсем ертсе пыракан çĕрте кухньăра йĕрке тăвĕç?

Ирина ПУШКИНА.

Олег МАЛЬЦЕВ сăнўкерчĕкĕсем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.