Анжелика Сидорова - çĕнтерÿçĕ

24 Пуш, 2015

Чăваш Ен чысне хÿтĕлекен атлет пире тепĕр çĕнтерÿпе савăнтарчĕ. Чехири Прага хулинче иртнĕ Европа чемпионачĕн хĕллехи старчĕсенче шалчапа сикекен пике ылтăн медаль çĕнсе илнĕ.

4,80 метр сиксе вăл иртнĕ çулхи пекех хăйĕн кăтартăвне лайăхлатса çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ. "Яланхи пекех çăмăл пулмарĕ, çапах мана ку хутĕнче те ăнчĕ. Паян манăн кăмăл-туйăм иртенпех çĕкленÿллĕччĕ, хама-хам хавхалантарни те мала тухма пулăшрĕ пулĕ. Паллах, эпĕ хамăн кăтартупа кăмăллă - çĕнтертĕм вĕт!" - пĕлтернĕ ăмăрту хыççăн 23-ри спортсменка журналистсене. Сăмах май, Раççей команди чемпионатра пухмача 6 "ылтăнпа" тата 2 "кĕмĕлпе" пуянлатса пĕрремĕш вырăн йышăннă тата... эпир спортра чи вăйлисем пулнине тепĕр хут çирĕплетнĕ.

О.МАСЛОВ

Рубрика: 
Автор: