- Чăвашла верси
- Русская версия
Аннепе мăнаçланатпăр
Анне… Мĕн тери ăшă та çепĕç сăмах вăл кашни çыншăн! Анне пире çут тĕнче парнеленĕ. Унăн пехилĕпе çут тĕнчере пурăнатпăр эпир.
Анне Евдокия Нестерова çав тери маттур хĕрарăм пулнă. Вăл Шупашкар районĕнчи Патирек ялĕнче çуралса ÿснĕ, унтах çемье çавăрса ĕмĕрне ĕмĕрленĕ. Хăйĕн амăшĕпе яланах хутшăнса пурăннă. Кукамай пирĕн пата пыман кун та пулман пулĕ. Вăрçă çулĕсем асран тухмаççĕ. Атте фронта тухса кайрĕ, анне пилĕк ачипе тăрса юлчĕ. Асли 14 çултаччĕ ун чухне, кĕçĕнни — 3 уйăхра. Эпĕ иккĕмĕш ача пулнă.
Анне пире тĕрĕс-тĕкел ÿстерме, ĕçчен çын тума тĕллев лартнă. Çавна май ачаранах ĕçе хăнăхтарнă: кивĕ япалана сапласа юсама, çăм арлама, алса-чăлха çыхма вĕрентнĕ, тасалăха, тирпейлĕхе хăнăхтарнă. Хăй вăл кил-çурта та, пахчана та тирпейлĕ тытатчĕ.
Пире пĕчĕкренех колхоз ĕçне явăçтарнă: утă çулса типĕтнĕ çĕрте эрни-эрнипе вăй хураттăмăр, унтан — вырмара. Çуллахи каникул ĕçрех иртетчĕ, çумăрлă кун çеç канаттăмăр. Ĕçсем тăсăлса кайнăран вĕренÿ çулĕ октябрь уйăхĕнче пуçланни те пулнă.
Анне пурнăçламан ĕç юлман колхозра. Арçын вырăннех пулнă вăл. Ара, арçынсем çителĕксĕр пулнă ун чухне. Çулла ăна лашапа ытларах ĕçлеме тиветчĕ. Ирхине пире апатлантарсан ĕçе васкаса тухса каятчĕ. Йĕтем çинче кĕлте турттаратчĕ, тăпачăпа авăн çапатчĕ, тырă сăвăратчĕ, Шупашкарти элеватора тырă леçетчĕ… Ĕçленĕ те ĕçленĕ, хăйне пачах та шеллемен. Чир-чĕр мĕнне те пĕлмен, сывлăхĕ çирĕп пулнă унăн. Пире, тăватă ачине, шкултан вĕрентсе кăларнă, виççĕшне аслă пĕлÿ илме пулăшнă. Эпĕ, Зоя, Агни тивĕçлĕ канăва тухичченех вĕрентекенре тăрăшрăмăр.
Кăçал Аслă Çĕнтерÿ 75 çул çитнине уявлатпăр. Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă анне сăнарĕ паян та куç умĕнчех. Эпир, çулланнă ачисем, унпа мăнаçланатпăр, мухтанатпăр, яланах ăна асра тытатпăр.
Раиса АЛЕКСЕЕВА. Çĕрпÿ районĕ, Вĕрмер ялĕ.
Комментари хушас