Анаткасра чан сасси чарăнман

16 Çурла, 2018

«Кĕçĕр эсир çунатăр» çакăн пек çыру илекенĕн çĕрле пушар тухнă имĕш. Урамра хурал тăракан кил хуçисем сиссе те юлайман — сарай-витене такам чĕртсе хăварнă. Красноармейски районĕнчи Анаткасра килĕрен вут тивертекен маньяк ялĕпех сехре хăпартнă. 1972-1974 çулсенче ял халăхĕ мĕн тери хăрушлăхра пурăннине унта пурăнакан çамрăксем те пĕлсех каймаççĕ пулĕ. Кунсерен тенĕ пек çынсене пушар аптăратни пирки ун чухне хаçатсем çырман, радиопа каламан.

Хĕнесе йышăнтарнă

1972 çулхи ака уйăхĕнче колхоз склачĕ çуннă. Уншăн дояркăра ĕçлекен качча кайман çамрăк хĕре Маруçа айăплама пăхнă. «Милици машинипе лартса кайнă чухне урамра лапра-çĕпре çăрăлатчĕ, урапасем кĕре-кĕре ларатчĕç. Малтанах Красноармейскинчи милици уйрăмĕнче пĕчĕк пÿлĕме хупса лартрĕç. Хĕнерĕç, кăшкăрчĕç, айăпа хам çине илме ыйтрĕç. «Персе пăрахăр, вĕлерĕр, туман ĕçе йышăнмастăп», — терĕм. Пушарнăй инспектор, çÿллĕ те сарă çÿçлĕ арçын, ÿсĕрскер, пырса кĕретчĕ те хул пуççи урлă пĕрех туртса çапатчĕ. 3 талăклăха хупса хучĕç. Пĕрисемпе хирĕçнĕччĕ те çавăншăн тавăрчĕç пуль терĕм. Кам çине те пулин йăвантарса ĕçе хупмалла-çке», — иртнине аса илсе куççуль кăларчĕ Мария Степанова.
3 талăк ларса тухнă хыççăн хĕре каçхине ирĕке кăларнă. Красноармейскинчен 15 çухрăм ытла çуран утнă вăл. Киле çитсе канма ларнă кăна — почтальонка чупса килнĕ те ферма çуннине пĕлтернĕ. Хальхинче те Маруç çине ярас — унăн алиби пур, вăл милици уйрăмĕнчен тин кăна çитнĕ. Çапах допроса ăна та вĕçĕмех чĕнтернĕ.
«Фермăри 200 пуç ĕне çунса кайрĕ. Сĕт чи лайăх антаракан вăхăтчĕ. Пĕве леш енче чавса выльăхсен ÿтне пытарчĕç. Çав çулах çĕнĕ ферма туса лартрĕç. Пушар электропроводкăна пула тухнă тесе йышăнчĕç. Электрика Гена Егорова айăпларĕç. Вăл мĕн виличченех тÿлесе пурăнчĕ пулмалла», — малалла каласа кăтартрĕ Мария Васильевна.
«Канăç курман эпĕ ун чухне. Района та, Шупашкара та чĕнтерчĕç. Питĕ хытă тапăнчĕç. Тытса каяççĕ, кăлараççĕ, пушар çине пушар… Çулталăк çапла пурăнтăм, нушине самаях куртăм. Кайран, темиçе çул иртсен, мана шар кăтартнă инспектора Шупашкарта тĕл пултăм. Хăй ÿсĕрччĕ, çĕтĕк фуфайкăпаччĕ, бомж пек курăнатчĕ. Калаçрăмăр, эпĕ ăна ыррине сунмарăм. Вăл ĕçсе кайнă тесе калаçрĕç. Тасаран мана хур кăтартнăшăн пурнăç ăна хăех тавăрчĕ».

«Куç умĕнчех тартрăмăр»

Кайран вара кил хуçалăхĕсенче «хĕрлĕ автан» ташлама пуçланă. Анаткасри пĕр урамра та пушар тухманни юлман. Нина Никитина та хăрушă кунсене çапла аса илет: «Хăра-хăра çĕр каçаттăмăр. Упăшка сунарçăччĕ те унăн пăшал пурччĕ. Çавна тытса сарай хыçĕнче ларатчĕ. Ялта пушар тухсан вăл пăшал йăтса чупатчĕ, эп сенĕк тытса ун вырăнне хурала юлаттăм. Старик урамра çĕр каçнипех шăнчĕ, сар чирпе аптăраса больницăна кайса выртрĕ... Костьăсем çуннă чухне питĕ хăранăччĕ, çулăмĕ пирĕн паталлах килет те. Ачасем урама тухса ларнă, шăнса кайнă. Пирĕн умра Миша Константиновсен, Нонна Константиновăсен, Михаил Александровсен, Никонорсен пушар пулчĕ».
Ял çыннисем черетпе хурал тăнă кăна мар, районтан та, тĕп хуларан та милицисем килсе эрнипе пурăннă. Çавах пушар тухма пăрахман. «Кашни кун пушарччĕ. Сĕтел хушшине кĕрсе ларатпăр кăна – пушар! Йĕркеллĕ ларса çиме çукчĕ. Чан çапаççĕ. Чĕре тапраннăччĕ. Аса илсен халĕ те йăшăл тăвать», — терĕ Нина Ивановна.
«Ку ĕçе пĕр çын туман, пĕр-пĕрне кураймасăр тавăрнă тесе калаçатчĕç. Тĕрлĕрен сăмах-юмах çÿрерĕ. Михаил Константиновсем çуннă чухне эпĕ бригадирччĕ, йĕтем çине тырă килнĕ вăхăтчĕ. Каçхине хуралçăпа Петĕрпе калаçса тăтăмăр. Вĕсем те çуннăччĕ, пĕрлех — Хветĕрсем те. Çĕрле çывăрма çукчĕ. Кăнтарла выртса канас — бригадирăн кунĕпе чупмалла, килĕрен çÿремелле. Михаил Александровсем çуннине сисмен вара. Киле килтĕм те выртрăм, çывăрса кайнă… Тупасах тенĕ тĕк тытма пулатчĕ ĕнтĕ çав йĕксĕке, милицисем хытă тăрăшман пуль. Ара, клуб тулли халăх ларатпăр, пакунлисем те пур. Хĕлип арăм Вови пырса кăшкăрчĕ: «Ноннăсем çунаççĕ!» Тухса чупрăмăр. Куç умĕнче çынна тартрăмăр. Шырарăмăр, çĕр улми кассисен хушшипе шыраса çаврăнтăмăр, таçта кайса кĕчĕ. Кайран çав çын кам пулни пирки сăмах тухрĕ — Тамар Тольли терĕç. Вăл çунăк пĕренесен хушшине кĕрсе выртса пытаннă имĕш.
Ял халăхне çав кăна калаçтарчĕ. Каçпа кашни хăйĕн сарайĕ хыçĕнче ларчĕ. Тĕмескерен те хăранă, çын утнăн туйăннă. Пĕччен шикленнĕрен кÿршĕсемпе тухса хуралланă. Нина Петровна та анкартинче утă капанĕ çумĕнче ларнă. Пĕр çĕрле ун патнелле çын утса пынă. Эп пулсан хăранипе йĕме йĕпететтĕм пуль. Макçăм пулчĕ тет хайхискер. «Праски патне улаха каятăп, ан шарла», — терĕ тет. Çĕр хута сыхласа ларса кам ăçта çÿренине те курса юлăн! Халĕ нумайăшĕ вилчĕç ĕнтĕ», — каласа пачĕç кинемейсем.
1974 çулта Анаткасра 100 ытла кил пулнă. Халь хĕлĕн-çăвĕн пурăнакансем — 36 килте. «Наряд хупнă чух çырса пĕтерме çукчĕ: ачи-пăчи, ватти-вĕтти… — палăртать бригадирта ĕçленĕ Маруç аппа. — Юлашкинчен Олег Степановичсем çунчĕç. Михаил Константиновсем ялтан тухса кайрĕç, çунса кайнă хыççăн пÿрт лартмарĕç. Никонорсем те çав сăлтавпах хулана кайрĕç. Пÿрчĕсем чаплăччĕ, вут- кăвартан нимĕн те юлмарĕ».
83-ри Лидия Васильева та хăрушă çав çулсен синкерне лекнĕ. «Колхозра бригадăра ĕçлеттĕм. Качча кайнăччĕ, 5 ачаччĕ. Анкарти хыçĕнче хăмла пахчи вăрман пек кашласа ларатчĕ. Çавăнта пушар тăвакансем пытанса пурăнаççĕ тетчĕç. Унта кайма та хăранă. Япаласене кăлара-кăлара хураттăмăр. Пирĕн аслă ывăл Витя Шупашкарта ĕçлетчĕ. Каçхи сменăран çĕрле киле çитнĕ те лаççа апат çиме кĕнĕ. Унтан тухсан кÿршĕсен сарай пуçĕнче вут-хĕм ялкăшнине курнă. Часах пÿрте кĕнĕ. Çуралнă куна палла тунă арçынсем ÿсĕр выртнă. «Атте, Петĕрсем çунаççĕ!» — тесе вăратнă та хăй тухса вĕçтернĕ. Клуба чупнă вăл. Урăлса çитеймен Сар Иван тракторне тапратса пушарнăйсене чĕнме кайрĕ. Лапраллăччĕ, Пан улми сăпасĕ пулнине лайăх астăватăп. Кÿршĕсен сарайĕ çунса кайрĕ. Пушар машини çырмана шыв тултарма кайнă хушăра çулăм пирĕн вите-хуралтă çине сиксе ÿкрĕ. Кăшкарĕ йăлтах çунса пĕтмерĕ. Утă лăкчĕ. Нимсĕр юлтăмăр, выльăха çитерме çук. Кĕркунне унтан-кунтан курăк çулкаласа çÿрерĕмĕр. Çумăрĕ çуса тăрать. Утă типĕтме хăтланса ĕçе тухаймарăм. Кашни кун капан тума каякансене улăм пачĕç — пире лекмерĕ.
Мунча хутса яратăн кăна — чан сасси! Пĕрре такам çуннă чухне мунчаран тумланнă-тумланман пушар сÿнтерме тухса вирхĕнтĕм. Киле утнă чухне кăна асăрхарăм – йĕм те тăхăнман иккен. Пушар сÿнтерме халăх йышпа килетчĕ, çамрăксем те хастарччĕ. Кайран тухма хăракан пулчĕç, харпăр хăйĕнне сыхламалла-çке. Тин кăна леш енчи урамра çунать, тахăш хушăра — кунта! Пĕр каçра 2-3 çĕрлĕ пушар тухни те пулнă», — аса илĕвĕпе пайланчĕ Лидия Ананьевна.
«Илен кунĕччĕ, çĕнĕ çĕр улми пĕçертĕмĕр. Хăнасемпе кайри пÿртре ларатпăр. Ира калать: «Такам сирĕн анкарти енчи чÿречерен пăхать». Йытă вĕрме тытăнчĕ. Вăл анкарти хыçнелле сиккипе кайрĕ. Эпир те хыçран чупрăмăр, никама та курмарăмăр. Ахальтен тарман ĕнтĕ çав çын», — хушрĕ Римма Александрова та. Малалла вулас...
 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.