Ăна Хорнуй телей кÿчĕ
Унчченех ялта: "Октябрина патне писатель киле кĕнĕ", - текен сас-хура çÿретчĕ-ха. Хăйне вара, "чĕрĕ писателе", пĕрремĕш хут çавăн чухне куртăм.
Паллах, эпир, пурнăç çулĕ çине тин çеç ура ярса пусакан ача-пăча, вутлă вăрçă витĕр тухнă, пурнăç тути-масине самаях ас тивнĕ ятлă-сумлă çынпа пĕр чĕлхеленсе чуна уçса калаçма, ăна-кăна сÿтсе явма пултарайман. Анчах Александр Спиридонович пирĕн çине чи çÿллĕ ту тăрринчи ăмăрт кайăк куçĕпе мăн кăмăллăн пăхнине ас тумастăп.
"Ĕç читлĕхне çеç хупăнса" пурăнман вăл. Яланах таса та хăтлă çи-пуçпа çÿретчĕ, хăйне лăпкă, сăпайлă тытатчĕ, сăмах арпи вĕçтерсе, тăкса-сапаласа çÿреместчĕ.
Вырăссем: "Делу - время, потехе - час", - теççĕ. Çак каларăша тĕпе хурса йĕркелетчĕ те ĕнтĕ Александр Спиридонович хăйĕн ĕçпе кану вăхăтне: виçĕ-тăватă уйăх сасă памастчĕ, ниçта та курăнмастчĕ. Шăпах çак вăхăтра вăл хăйĕн шедеврĕсене çанă тавăрса, тара ÿксе çырнă пуль. Тапхăрăн-тапхăрăн, уйрăмах туй-çуйра, ĕçкĕ-çикĕре, унăн сассине ялти пур кайăк-кĕшĕк сасси те хуплаймастчĕ. Тĕрĕссипе, Çеçпĕл Мишши çĕнĕ пурнăç поэтне мĕнле пурăнма халалласа хăварнă, çапла пурăнатчĕ халăх писателĕ.
Хăйĕн пекех фронтовиксемпе - Иван Александрович Проворовпа тата Сергей Захарович Захаров учительсемпе - пушă вăхăтсене ирттеретчĕ. Клубра, вулав залĕнче, вулакансемпе тĕл пулусем йĕркелетчĕ, тин çеç çырнă хайлавсен сыпăкĕсене вуласа паратчĕ.
Александр Спиридонович "Салампи" романне пирĕн ялта, Муркаш районĕнчи Хорнуйĕнче, çырчĕ. "А.Артемьев "Салампи" произведени çырать", - евĕр сас-хура вăл хаçатра е журналта пичетленичченех таврара сарăлнăччĕ. Анчах автор ку романа /малтан вăл повесть жанрĕпе çÿретчĕ/ вăрттăнлăхра тытнă пулас: ун çинчен вăл ниçта та уççăн каламан.
"Çынна телейлĕ тăвас тесен хăвăн телейлĕ пулмалла", - теççĕ халăхра. "Салампи" роман вулакансене пурнăç чăнлăхĕпе кăна мар, геройсен таса юратăвĕпе, тÿрĕлĕхĕпе, çутă пуласлăх пур пĕрех çĕнтерессе çирĕп шаннипе те тыткăнлать. Мĕне пула çапла çуттăн, хавхалануллăн çырăннă-ха çак роман? Манăн шухăшăмпа - автор Хорнуйра хăйне питĕ телейлĕ туйнă. Ячĕ-сумĕ пысăк, янкăр тÿпери ирхи хĕвел пек сăн-питлĕ, ăслă, аслă пĕлÿллĕ, ăшă кăмăллă юратнă арăмĕ ача хыççăн ача çуратнă, пурăнмалли "йăва" тăн-тăн... Мĕн кирлĕ тата телейлĕ пулма? Паллах, çакăн пек телейлĕ кăмăл-туйăм произведенисенче ÿкерĕнмесĕр пултарайман.
А.С.Артемьев чăваш литературине чăн-чăн сăмах ăсти пек кĕрсе юлчĕ. Танлаштару-и, пуçа çавăрса яракан метафора-и, ытти сăмах хатĕрĕсемпе меслечĕсем-и - унăн произведенийĕсенче пурте вырăнлă, пурте виçеллĕ, пурте чикĕллĕ. Александр Спиридоновичăн принципĕ çаплаччĕ: вырăсла калаçатăн тăк чăн-чăн вырăс пек калаç, чăвашла тăк - чăваш пек. Акă мĕн çырать вăл "Салампи" романĕнче çак шухăша палăртса: "Чăвашла калаçакан çын вырăсла та чиперех калаçать. Чăвашла ретлĕ калаçайманни вырăсла та тĕплĕ ăнланса калаçаймасть, мĕншĕн тесен тĕплĕн шухăшлаймасть. Ун пек çынран халăхра яланах кулнă, йĕрĕннĕ".
Чунăмăрсене хытарăпăр та килĕшĕпĕр: ку сăмахсем пирĕнтен нумайăшне пырса тивеççĕ.
Василий СИПЕТ,
писатель